Тăван енре канатпăр

9 Фев, 2016

Çĕнĕ çулхи «Чăваш Енре канма вăхăт» проекта иртнĕ вырсарникун тĕп хулари Трактор тăвакансен культура керменĕнче пĕтĕмлетрĕç. Аса илтерер: республикăра Çĕнĕ çул уявĕпе çыхăннă тĕлĕнмелле проектсем хатĕрленĕччĕ: Шупашкарта Асамлăх академийĕ ĕçлерĕ, Çĕнĕ çул бульварĕ хăнасене йышăнчĕ, районсемпе тата хуласемпе паллашмашкăн «Пĕр район юмахĕ» нумай пулăшрĕ. Вăл Çĕнĕ Шупашкар, Сĕнтĕрвăрри, Çĕрпÿ хулисене, Шупашкар тата Етĕрне районĕсене илсе çитерчĕ.

Пĕтĕмлетÿ мероприятине ЧР культура министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Константин Яковлев, «Единая Россия» парти председателĕн Дмитрий Медведевăн регионти общество йышăну пÿлĕмĕн ертÿçи, ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ Николай Николаев хутшăнчĕç.

Константин Геннадиевич çĕнĕ проектăн пĕлтерĕшĕ пирки тĕплĕн чарăнса тăчĕ:

- Çĕнĕ çулхи çулçÿревпе çыхăннă уяв мероприятийĕсем кăрлачăн 3-7-мĕшĕсенче иртрĕç. Ачасем, вĕсен ашшĕ-амăшĕ валли темĕн тĕрлĕ асамлăх хатĕрленĕ: вырăнти йăласемпе çыхăннă ăсталăх кĕтесĕсем, куравсем, тĕлпулусем... Шăпăрлансем çеç мар, аслă ăрурисем те çунашкапа, «пÿремечпе» тăвайккинчен çил пек вирхĕнсе анма пултарчĕç. Çапла майпа «Пĕр район юмахĕ» проектпа ирттернĕ мероприятисене 22 пин ытла çын хутшăннă. Вĕсенчен 311-ĕшĕ пур çĕре те çитсе курнă. Кунашкал ĕçсем çамрăк ăрăва тăван тавралăха, кĕтесе юратма вĕрентессе шанас килет. Çитес çул тата ытти района явăçтарасчĕ.

Николай Николаев та вырăнти канăва йĕркелес тĕлĕшпе тунă пĕрремĕш утăмсене тивĕçлĕ хак пачĕ:

- Ман шухăшпа, çуллахи каникул вăхăтĕнче те усă курмалла ку тĕслĕхпе, - терĕ Николай Станиславович. - Тăван çĕршыва юратасси хамăр ÿссе çитĕннĕ яла, кĕтесе юратнинчен, ун çинчен нумай пĕлнинчен пуçланать.

Константин Яковлев тата Николай Николаев «Чăваш Енре канма вăхăт» проекта йĕркелеме хутшăннисене чысларĕç. ЧР Министрсен Кабинечĕн Тав çырăвне Шупашкар, Çĕнĕ Шупашкар хулисен, Сĕнтĕрвăрри, Шупашкар, Етĕрне, Çĕрпÿ районĕсен администрацийĕсем тивĕçрĕç, ЧР Культура министерствин Тав çырăвĕпе асăннă районсенчи тата тĕп хулари культура ĕçченĕсене хавхалантарчĕç.

Проект вăхăтĕнче пур мероприятие те хутшăннă 311 çынна ятран асăннă «карттă» пачĕç, вăл вĕсене çулталăк тăршшĕпех тĕп хулари Лакрей паркĕнче тата «Шупашкар-Арена» пăр керменĕнче, çавăн пекех патшалăх театрĕсенче ирттерекен мероприятисене тÿлевсĕр кĕме ирĕк парĕ.

Н.СМИРНОВА.

Рубрика: 
Автор: