Вячеслав АЛЕКСАНДРОВ: «Тĕп вырăнта - пациент, унăн прависене хÿтĕлесси»
Уявра-мĕнре саламланă чухне те, ахаль чух ыррине калас тесен те çынна чи малтан сывлăх сунатпăр. Чăнах та, сывлăхран хакли çук. Сывлăх çирĕплĕхĕ вара, паллă, сиплев учрежденийĕсем кÿрекен медицина пулăшăвĕн пахалăхĕнчен, шурă халатлă çынсем хăйсен тивĕçне тÿрĕ кăмăлпа пурнăçланинчен нумай килет. Çакна тивĕçтересси - Чăваш Республикин Обязательнăй медицина страхованийĕн территори фончĕн тĕллевĕсенчен пĕри. Фонд директорĕпе, ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕпе Вячеслав АЛЕКСАНДРОВПА шăпах ОМС фончĕ çак тĕллеве мĕнле пурнăçлани çинчен калаçрăмăр.
- Чăнах та, территори фончĕн тĕллевĕ страхланă çынсене кÿнĕ медицина пулăшăвĕшĕн тÿлесси кăна мар, - терĕ Вячеслав Николаевич. - Чи малтанах - граждансен пахалăх енĕпе пысăк шайри медицина пулăшăвĕпе усă курмалли прависене хÿтĕлесси. Медицина пулăшăвĕн пахалăхĕ лайăх, пациент медиксен ĕçĕпе кăмăллă пулсан, эппин, пирĕн системăра пĕтĕмпех йĕркеллĕ. Тĕп вырăнта пациент, унăн прависене хÿтĕлесси пулмалла.
- Шел те, çакă яланах тÿрре тухмасть - çынсем медицина пулăшăвĕпе кăмăлсăрланни пирки те илтме пулать...
- Обязательнăй медицина страхованийĕн сферинче страхланă çынсен прависене хÿтĕлессипе çыхăннă тĕп çул-йĕрсенчен пĕри - обязательнăй медицина страхованийĕ енĕпе кÿнĕ медицина пулăшăвĕн калăпăшне, вăхăтне, пахалăхне тата условийĕсене тĕрĕслесе тăрассине йĕркелесси.
2015 çулта страхлакан медицина организацийĕсен тата республикăн ОМС территори фончĕ страхланин 220 пин ытла тĕслĕхне тĕрĕсленĕ - чăннипех пысăк цифра. Йĕркене пăснин тĕслĕхĕсене те сахал мар тупса палăртнă - 41,5 пин. Ку тĕрĕсленĕ мĕнпур тĕслĕхĕн 19: танлашать.
- Тĕрĕслевçĕсем камсем?
- Ку ĕçе медицина пулăшăвĕн пахалăхĕн эксперчĕсен территори реестрне кĕртнĕ врач-экспертсем пурнăçлаççĕ. 2015 çул вĕçĕ тĕлне экспертсен асăннă реестрне 137 врач-специалист кĕнĕ. Вĕсен пĕлĕвĕпе квалификацийĕ тĕлĕшпе иккĕленни вырăнсăр: реестрта - медицина наукисен 6 докторĕ, медицина наукисен 31 кандидачĕ, аслă квалификаци категорийĕллĕ 84 специалист, пĕрремĕш квалификаци категорийĕллĕ 7 специалист.
- Çынсен кăмăлсăрлăхне ытларах чухне мĕн сăлтавлать?
- Страхланă граждансен çăхавĕсене, ыйтăвĕсене тишкересси те - пирĕн ĕçĕн пĕлтерĕшлĕ пайĕ. 2015 çулта пирĕн фонд тата страхлакан медицина организацийĕсем граждансен 172,4 пин ыйтăвне йышăннă. Çав шутра - 55 çăхав, страхлакан медицина организацине суйласа илессипе е улăштарассипе çыхăннă 156,6 пин заявлени... 15,7 пин çын консультаци ыйтнă, çав шутра 8,2 пинĕшĕ - «хĕрÿ лини» телефонĕпе.
Республикăн ОМС территори фондне тата страхлакан медицина организацийĕсене килекен мĕнпур çăхавпа тĕллевлĕ экспертизăсем ирттеретпĕр. Вĕсен кăтартăвĕсем тăрăх 55 çăхавран 25-шĕ /45,4:/ сăлтавлă тесе йышăннă. Танлаштарма: 2014 çулта килнĕ 65 çăхавран 27-шĕ сăлтавлă тесе палăртнăччĕ.
- Пĕр саманта уçăмлатăр-ха: çын суранланчĕ тейĕпĕр, сипленсе тăкакланать. ОМС территори фончĕ ăна айăплинчен тăкаксене шыраса илмешкĕн пулăшма пултарать-и?
- Пултарать кăна мар, ку енĕпе ĕçлетпĕр те. Страхланă çынсен сывлăхне сиенленĕ май вĕсене кÿнĕ медицина пулăшăвĕ валли кайнă тăкаксене саплаштарас тĕлĕшпе çине тăрсах ĕçлетпĕр.
2015 çулта Чăваш Енĕн Обязательнăй медицина страхованийĕн территори фончĕ ытти çыннăн правăна хирĕçле ĕçĕсене пула инкек тÿснĕ граждансене кÿнĕ медицина пулăшăвĕ валли кайнă тăкаксене саплаштарма ыйтса 91 тавăç тăратнă - пĕтĕмпе 2,1 млн ытла тенкĕлĕх. Асăннă тапхăрта айăплисенчен 1,1 млн тенкĕ ытла шыраса илсе çак укçана фонд бюджетне хывнă.
- Ку енĕпе, паллах, халăхăн право пĕлĕвне ÿстерни пысăк пĕлтерĕшлĕ: нумай япалана пĕлместпĕр çав...
- Çак тĕллевпех эпир республикăри ОМС сферинче ĕçлекен организацисенче хамăрăн фонд стенчĕсене вырнаçтарнă. Вĕсенче - пациентсен ОМС системинче тÿлевсĕр медицина пулăшăвĕ илмелли прависемпе паллаштаракан тулли информаци. Çавăн пекех ятарлă памяткăсемпе брошюрăсем валеçетпĕр, «хĕрÿ лини» телефонĕ ĕçлет, массăллă информаци хатĕрĕсем урлă ăнлантаратпăр, Интернет-сайтсен майĕсемпе анлăн усă куратпăр.
Урăхла каласан республикăра пурăнакансен ОМС системинче медицина пулăшăвĕпе усă курас тĕлĕшпе туллин информаци илмелли майсем çителĕклĕ. Хăйсен прависене хÿтĕлесси пирки вĕсен иккĕленÿ пулмалла мар.
- Сиплев учрежденийĕсенче хăйсенче хÿтлĕх тупма пулать-и?
- Чăваш Енри чылай медицина учрежденийĕнче страхлакан медицина организацийĕсен представителĕсем ĕçлеççĕ. Вĕсен тĕп тивĕçĕ - страхланă граждансен прависемпе саккунлă интересĕсене хÿтĕлесси, тÿлевсĕр тата паха медицина пулăшăвĕпе усă курас тĕлĕшпе консультаци парасси, вĕсен ыйтăвĕсене /çав шутра - правăпа çыхăннисене/ пĕр тăхтамасăр татса парасси.
- ЧР Сывлăх сыхлавĕн министерстви те ку ĕçрен айккинче тăмалла мар пек...
- Шăпах çавăнпа кăçал ОМС территори фончĕ республикăн Сывлăх сыхлавĕн министерствипе пĕрле «Пациентăн уйрăм кабинечĕ» проекта хута ячĕç. «Уйрăм кабинет» страхланă кашни çынна вăл усă курнă медицина пулăшăвĕпе, унăн хакĕпе çыхăннă пĕтĕм информацие онлайн-режимпа илме май парать.
Врач йышăнни çинчен тĕрĕс çырса хунине «уйрăм кабинетра» тĕрĕсленĕ май кашниех медицина организацийĕсен ĕçне тивĕçлипе хаклама, çапла майпа обязательнăй медицина страхованийĕн укçине мĕнле тăкакланине тĕрĕслесе тăмашкăн хутшăнма пултарать.
Кăçал страхланă çынсене вĕсем усă курнă медицина пулăшăвĕ тата унăн хакĕ пирки уйрăммăн информаци парса тăрас ĕçе малалла тăсăпăр. Пациентсем ыйтнипе страхлакан медицина организацийĕсем пулăшу ĕçĕсен тата вĕсен хакĕ çинчен калакан справкăсем те çырса парĕç.
Юлашкинчен çакна калам: обязательнăй медицина страхованине хутшăнакан кашни ен яланах тачă çыхăну тытсан, пĕр-пĕрне ăнлансан кăна халăхăн страховани хÿтлĕхне аталантармалли условисемпе майсене тивĕçтерме пултарăпăр. Çапла çеç медицина пулăшăвĕн шайне çĕклеме, ăна граждансемшĕн çывăхрах тума, сывлăхпа çыхăннă яваплăха - пациентсенне хăйсенне те, медицина ĕçченĕсенне те - çирĕплетме май пур.
- Тавах тĕплĕ те усăллă калаçушăн!
- Сывлăхпа çÿрĕр!
Николай КОНОВАЛОВ калаçнă.
В.КУЗЬМИН сăнÿкерчĕкĕ
Комментировать