Юрий Артемьев: «Чăнлăх ĕмĕлке ÿкермест - ун çумĕнче суя пытанаймасть»

9 Фев, 2016

Чăваш Енри паллă критикпа, литературоведпа, филологи ăслăлăхĕсен докторĕпе, профессорпа, ЧР Патшалăх премийĕн лауреачĕпе, РФ професси енĕпе аслă вĕрентĕвĕн хисеплĕ ĕçченĕпе Юрий Артемьевпа тĕл пулса калаçма пысăк сăлтав пулчĕ. Кăрлачăн 30-мĕшĕнче вăл 75 çул тултарчĕ.

- Юрий Михайлович, эсир - Сиккасси ывăлĕ. Канаш районĕнчи Сиккасси ялĕ пирки «культура утравĕ» теме те пулать. Эсир çак шухăшпа килĕшетĕр-и?

- Çуралнă яла, атте-аннене, тăван халăха эпир суйласа илместпĕр - кама мĕнле пÿрнĕ, çавăн пек кун çути куратпăр. Çынсем çапах та пĕр-пĕринчен çав тери уйрăлса тăраççĕ, кун-çулĕ те, шăпи те кашнийĕн хăйĕн. Калăпăр, эп астăвасса çĕр-çĕр çын Сиккассинче çуралса ÿссе тĕнче тăрăх ĕмĕрлĕхех саланчĕ. Кунта вĕренме кайнисем пирки сăмах пымасть. «Таркăнла» кăмăл-туйăм хистевĕ таçта ют çĕре хăвалать этеме, хăйне палламан-пĕлмен çынсем хушшинче, йĕрне-паллине те хăвармасăр çухаласшăн тейĕн. Çавсен шăпи мана яланах Çеçпĕл сăввине аса илтерет: «хирте пĕр тĕмеске пĕр-пĕччен... тăпри çине пуснă вĕлтĕрен».

Вĕсене тиркесе те сăмах калас килмест ман, ку вăл вĕсен инкекĕ пулĕ. Хамăн шăпа ăнсăртран çавнашкал çаврăнса тухас-тăк тăван ял тунсăхĕсĕр, чун ĕсĕклевĕсĕр пĕр кун та пурăнаймăттăм.

- Нумайăшĕ çав тăван ен туртăм-туйăмне амăшĕн сĕчĕпе ăша сăрăхтарса илет, пĕчĕклех çуралнă кĕтесрен хаклăраххи урăх ниçта та çуккине чунпа туйма пуçлать...

- Ку вăл - çав тери пархатарлă туйăм, тĕпре кунта тăван енпе е ун çыннисемпе усă курасси е вĕсенчен мĕн те пулин тăпăлтарасси мар, вĕсене май килнĕ таран мĕнпе те пулин усă кÿресси, кĕмĕлпе те, кăмăлпа та пулăшма май шырасси. Кайăкĕ писнĕ е тустарнă йăвана аса илтерекен ялсем Чăвашра мĕн чухлĕ! Çавăнпа та Сиккасси пирки «культура утравĕ» тени мана çав тери савăнтарать. Ял-хулан илĕртÿллĕ илемĕпе хăтлă пуянлăхĕ вĕсенче йăхран йăха тĕпленсе-тымарланса пурăнакан çынсен ĕçченлĕхĕпе ăс-кăмăл тавçăрулăхĕнчен килет. Сиккасси енче чун хупăлчисене уçă тытасси, тулаш тĕнчепе çыхăну тытасси ĕлĕкрен пырать. Шутлăр-ха, патша саманинчех халăха çутталла туртма пуçланă шкулпа пульница, республикăра тахçанах палăрнă культура çурчĕ, ял интеллигенцийĕ, колхоз пуçланнă çулсенчех йĕркеленнĕ хор - çаксем хамăрăнне çеç мар, таврари ялсен çыннисен ăс-кăмăлне вăйлă витĕм парса тавракурăмне анлăлатнă, улшăнсах тăракан самана уттинчен юлма паман. Çавăнпа та чăваш çĕрĕн тĕрлĕ кĕтесĕнче анлă сарăлнă «чун чирĕсен» паллисем пирĕн енре çукрах.

- Хăвăр ялăрти хăш çын пирки: «Вăл - ман кумир», - теме пултаратăр?

- Ыйтăва хуравлама çăмăл мар. «Кумир» тени мĕнле-тĕр çын çине ăмсанса пăхнине, çавăн пек пуласчĕ тенине пĕлтерет-çке-ха вăл. Хама илес пулсан - пулнă манăн ун пек çынсем, анчах та çитĕнсе пынă май вĕсем улшăнсах пыратчĕç. Шкула çÿреме пуçланă ÿсĕмре пирĕншĕн мăнкун, çăварни, акатуй - чи хаклă уявсемччĕ. Акатуйĕнче кĕрешекенсем е кире пуканĕ йăтакансем хушшинче Мулякпа Кугунь пуринчен те вăйлăччĕ, карталанса тăнă куракансем умĕнчех вĕсем хул-çурăмне вылятса-хускатса уткалатчĕç. Çак кĕрешĕве-ăмăртăва курас тесе çулталăк кĕтеттĕм. Ун чухне эпĕ упа пек вăйлă çынсенче курнă çав «кумир» тенине.

Çиччĕмĕш классенче, каçса кайсах кĕнеке вулас чирпе чирлесен, ăслă, нумай вуланă-вĕреннĕ çынсем еннелле туртăнаттăм. Кунта тепĕр япала пур, евангелире «не сотвори кумира» тени тĕл пулать, никамран та кумир туса ан хур, эппин.

- Мĕншĕн апла каланă-ха?

- Çын хăй сахал вĕреннине, çителĕксĕр пĕлнине ăнлансан /нумайăшин инкекĕ çавна ăнкарса илейменнипе çыхăннă!/ аталанас, çынран кая юлас мар тесе тăрăшса вĕренме пикенет. Ку çул пурнăç тăршшĕпех тăсăлма тивĕçлĕ. Вĕренсе, пĕлÿ пухса пынă май вăл ĕнер çеç хăйшĕн «кумир» шутланнă çын шайне е унран пысăкрах пусăма çĕкленет. Тăвалла картлашкасем мĕн çĕре кĕричченех тăсăлма тивĕçлĕ, чарăнма юрамасть. Анчах та ку ÿсĕме стадионта чупнипе танлаштарни тĕрĕс мар пулĕччĕ. «Эпĕ çав тери нумай вĕрентĕм, ыттисенчен иртсе кайрăм», - тесе мухтанакан çын ансăр тавракурăмлă. Çеçпĕл калашле, нишлĕ чун. Кашнийĕн хăй мĕн тума пултарнине тăвас пулать, харпăр хăй ĕçне хак парасси, /çăмарта туса пăрахнă чăх пек / ун пирки кăшкăрса пĕлтересси, çавăншăн тĕрлĕ ят-наградăсем чавсапа хирсе тăпăлтарасси чыссăр, намăссăр ĕç. «Виличчен никам пирки те ку - телейлĕ çын» тесе татса калама çук», - тенĕ Солон.

Кунпа пĕрлех маншăн хама шкулта вĕрентнĕ учительсен çÿллĕшĕ - ĕмĕр пуç таймалли тĕслĕх. Вĕсенчен чылайăшне пурăннă чух чĕререн тухакан сăмаха каласа, пуç тайса тав тума ĕлкĕрейменни парса татман парăм пек туйăнса тăрать. Эпир çавсем панă пĕлÿпе пуян, çавăнпа та вĕсем ĕмĕрех пирĕн вĕрентекенсем.

- Паян каллех професси суйлас ыйту çĕнĕрен тухса тăрсан хăш çулпа утнă пулăттăр?

- Ним чухлĕ те иккĕленмесĕр филологине суйласа илнĕ пулăттăм. Ытти халăхсен чĕлхисене çывăх курма, вĕсен тымарĕсен вăрттăнлăхне уçма вĕрентет филологи ăслăлăхĕ. Университетра ăс пухнă çулсенче француз чĕлхине çине тăрса вĕренме май килнишĕн хама çав тери телейлĕ тесе шутлатăп. Çак чĕлхепе туслашсан испанла та, итальянла та калаçма вĕренме çăмăл. Ку чĕлхесемпе юрăсем юрлама хăнăхни-вĕренни те пысăк усă парать, вĕсен культурине ăнланма пулăшать.

- Саманапа пĕрлех çыннăн ăс-кăмăлĕ те, чунĕ те улшăнса пыраççĕ. Илемлĕ литературăн, самана тĕкĕрĕ пулнă май, çĕнĕрен те çĕнĕ ыйтусене татса пама тивет. Хальхи вăхăтри чи çивĕч проблемăсене мĕнре куратăр?

- Илемлĕ литературăна пурнăç тĕкĕрĕпе танлаштарни, пĕр енчен, тĕрĕсех. Сăмахран, А.Артемьевăн «Салампи» повеçĕнче мĕнле тарăннăн сăнланнăччĕ вăрçă хыççăнхи ял пурнăçĕ, хăшпĕр самантсенче ытлашши хитрелĕх сисĕнкелетчĕ пулин те. Вăрçă юхăнтарнă хуçалăха çĕнетсе çĕклесси, ял ĕçченĕсен хавхалануллă кăмăл-туйăмĕ, ĕçĕ-хĕлĕ, малашлăха шанчăкпа пăхни, Салампи сăнарĕн шалтипе тулаш енчи килĕшÿлĕхĕ тата ытти те. Иртнĕ тапхăрсенчи литература умĕнче, чăнах та, «çĕнĕрен те çĕнĕ ыйтусене татса парас» тĕллев те тăнă. Çавăнпа та литература лавĕ çав тери тиевлĕ пулнă, вулакансем писатель сăмахĕнче самана чăнлăхне кĕтнĕ, малаш çул-йĕр паллине шыранă, ырă усала çĕнтерессине шаннă.

Писатель миссине шутсăр пысăк виçепе хакласси Раççейре авалтан килекен йăла: унра прокурорпа тÿре, ваккатпа вĕрентекен тивĕçĕсене пурнăçлакана курнă, яланах пулăшу кÿрессе, хута кĕрессе шанса тăнă. Кунсăр пуçне пророк та пулнă талант.

Паян тĕрлĕ литературăн, сăмахран, Анăçрисен е хамăр çĕршыврисен аталанăвне тимлесе пăхсан, вĕсем «çĕнĕ ыйтусене татса парас» туртăмран пăрăннине куратпăр. Хальхи литература йывăр лавпа мар, кăрман кутлă çунапа ярăнтарса пырать. Паян пичетленекен калав-повеçсемпе сăвă-поэмăсенче вăйă еккипе тĕрлĕрен мыскара сĕмĕ тĕпре. Вĕсенче проблемăсемпе ыйтусене «татса пани» çук ĕнтĕ, ытларах астармăш лару-тăрусем, эротика тата ытти тĕп вырăн йышăнчĕç. Истори наукине уйрăмах шеллетĕп: хăйне хисеплесси, чысне упрасси, Никольскипе Комиссаров традицийĕсене кăшт та пулин хака хурасси пуçĕпех пĕтрĕ. Вун-вун дипломлă тухтăрпа кандидат гипноз ыйхипе аптраса пуçĕсене пĕксе тăнă тапхăрта «историллĕ романсен» авторĕ халăхăн чăн-чăн историйĕн никĕсне çĕрĕк пĕренесем çине лартма пултарчĕ, ушкăн ăспа пуçтарнине аркатрĕ, суя паттăрсемпе, шухăшласа кăларнă ĕç-пуçсемпе усă курса, «историлле фэнтези» текен кĕнекесем çырса тултарчĕ.

Тепĕр япала куçа курăнчĕ: çакнашкал суя истори вăлтин ăманне хыпакансем хăйсене историксем пек кăтартаканнисен йышĕнче пурри палăрчĕ. Суя патриотизмăн илĕртÿлĕхĕ пур, вăл тарăн пĕлÿсĕр, шухăшлама вĕренеймен «этем чусти» çине тайăнать яланах.

- Хăй вăхăтĕнче Чингиз Айтматов: «Харкам хăйĕн базисĕр мĕнле наци культури пулма пултартăр?» - тенĕ. Эсир çакăн çумне тата хушса мĕн каланă пулăттăр?

- Кăркăссен тĕнчипе паллă çыравçи Чингиз Айтматов хăй вăхăтĕнче çак шухăша «Литературная газета» хаçат урлă каланăччĕ. Вăл хăйсен республикин тĕп хулинче Фрунзере кăркăс чĕлхиллĕ ача сачĕсем пĕртте çукки пирки пăшăрханса та тарăхса пĕлтернĕччĕ. Кунпа пĕрлех тăван чĕлхипе вĕрентекен шкулсем сахаллине те асăннăччĕ. Çавăнпа пĕтĕмлетсе каланă та вăл «харкам хăйĕн базисĕр наци культури пулаймĕ» тесе. Каламасăрах паллă, çак ыйтусем пирĕншĕн те çав тери пĕлтерĕшлĕ. Эпĕ асăрханă тăрăх - пирĕн Вĕренÿ министерствин ĕçĕ тахçантанпах ĕнтĕ çав тери «тикĕс» те «яп-яка» пулса пырать ку тĕлĕшпе. Акă, пĕлтĕрсем çеç хамăр куç умĕнчех, шкул программинчи чăваш чĕлхипе литературин сехечĕсене «факультатив» шайне антарса лартрĕç. Çакăншăн яваплă В.Иванов министр хăй мĕн туса хунине тĕпĕ-йĕрĕпе ăнлансах пĕтереймерĕ пуль тетĕп эпĕ. Сăмахран, эпĕ лайăх пĕлнĕ тăрăх, Çурçĕр Кавказпа Дагестанри аслă пĕлÿ паракан шкулсен /вăтам шкулсем пирки асăнма та кирлĕ мар/ пур факультетĕнче те вырăс мар /вырăнти/ нацисен чĕлхипе литературине сахал мар сехет уйăрса параççĕ. Республика ертÿçисем унта творчество интеллигенцийĕн шухăш-кăмăлне шутсăр сисĕмлĕ туйса тăраççĕ, хисеплеççĕ. Паллах, министра ларакан çын та çак фильтр витĕр тухать. Эпир вара ытлашши сăпайлă, çавăнпа шалти цензура чарса тăрать карьерăшăн влаçа килнисене, унта ăнсăртран лекнисене куçран калама. Пăхсан, пурте пĕр Раççейрех пурăнатпăр-çке.

- Кирек хăш наци культуринче те халăх чунне шалтан уçса паракан хайлавсем пур. Ултă çул каялла сирĕн «Чăн тÿпере çич çăлтăр» критикăлла статьясен пуххи тухрĕ. Унпа паллашнă хыççăн çав çăлтăрсем кам иккенне те пĕлтĕмĕр. Мĕнле виçепе хакланă эсир вĕсене?

- Асăннă кĕнекере чăвашсен çичĕ классикĕн пултарулăхне тĕпчесе çырнă. Хам пурнăçра эпĕ нумай-нумай çыравçă çырнисене, вĕсен пурнăçĕпе пултарулăхне тишкернĕ, хак панă. Васкавлă утăмпа утнă чух йăнăшма та пулать, çиелтен йăлтăркка курăнакан япала /шалтан пушă/ хăй патне «кăчăк туртса» илĕртни те пулмасть мар. Е Турă панă талантпа пултарнă хайлава асăрхамасăр ирттерсе янисем, тĕрлĕ сăлтава пула. Çын пĕр вырăнта хытса ларман, пурнăç улшăнăвне сăнаса-асăрхасах тăрать пулсан, хăй те «çĕнелсех», улшăнсах пырать. Ырăпа усала, чăнлăхпа суяна хакламалли «али» /виçи/ вĕтĕлет. Мана çак «Çичĕ çăлтăра» май пур таран тарăнрах ăнланса-туйса илме, вĕсем ыттисенчен, ан тив, кăшт та пулин уйрăмраххине, çÿллĕрех вырнаçса тăнине, хама /чăн малтан/ ĕнентерме çитмĕл çул кирлĕ пулчĕ. Çав çула утса тухнă хушăра тахçан малтан е шкул çулĕсенчех çăлтăр пек курăннă-туйăннă ятсенчен нумайăшĕ шупкалчĕç - вĕсен çути сÿнчĕ тейĕн. Хăшĕсене вара пурнăçăмра темиçе пăт тăвар çисе ярсан çеç асăрхарăм.

- Мĕншĕн шăпах вĕсем?

- Чăнлăх ĕмĕлке ÿкермест, çавăнпа ун çумĕнче суялăха пытанма вырăн çук тенĕ халăхра. Асăннă кĕнекере çичĕ çăлтăр çумĕнче суялăхпа ултав валли ĕмĕлкеллĕ лапамсем çук. Паллах, вĕсен кашни çыннăнни пекех, вăйсăр енĕсем те, çитменлĕхĕсем те пулман мар. Анчах çавсен чăн хакне Вăхăт тĕрĕслесе тÿрре кăларчĕ тесе шутлатăп.

Унсăр пуçне вĕсен çăлтăрлăхĕ çакăнта та палăрать.Чăн-чăн таланта е, Константин Иванов пек, темиçе çĕр çулта та пĕрре çеç çуралакан гение, Турă чуптунă е Пÿлĕх пÿрнĕ тени чăнлăхра. Çавăнпа та вĕсем çĕр çине йышлăн килме пултараймаççĕ. Кунпа пĕрлех, калас пулать, Турă пÿрмен çынран, ан тив, вăл тем чухлĕ вĕренсе пĕлÿ пухтăр, пÿрни хăпаланса тухиччен çĕрĕн-кунĕн çыртăр - пурĕпĕр К.Иванов е Çеçпĕл тухаймасть. Чăн та, çанă тавăрса ĕçлени, тар юхтарни калама çук пысăк пĕлтерĕшлĕ творчествăра, анчах та çутçанталăк пани - чи кирли. Апла пулин те мĕн чухлĕ графоман хут варалать, кĕнеке кăларакан та пур вĕсен хушшинче.

«Чăн тÿпере çич çăлтăр» кĕнекери ятсене чăннипех те хамăр наци культурин çăлтăрĕсен карти тесе шутлатăп.

- Халăхра хальхи вăхăтра «Нарспи» авторне «гени» тесе хаклани илтĕнме пуçларĕ. Эсир - Константин Ивановăн пултарулăхне туллин те тарăн тĕпченĕ çын - çакăн пирки мĕн каланă пулăттăр?

- Нимĕç поэчĕн Гетен çапла калани пур: «Гени çуратакан ача-пăча «çинче» çутçанталăк канса, сывлăш çавăрса илет», - тет вăл. Урăхла каласан, пур пек вăй-хăватне, иксĕлми энергине кăларса ярать те иккĕмĕш сыпăк валли юлмасть. «Микеланджело ачи тени кулăшла илтĕннĕ пулĕччĕ», -тесе хушса хурать поэт. Апла пулин те эпĕ нумайранпа Константин Иванов, Çеçпĕл Мишши, Анатолий Миттов хăйсен ачисене кун çути кăтартнă пулнă пулсан, камсем пулса çитĕнетчĕç-ши вĕсем тенĕ шухăшпа аптратăп. Тен, Гете калани вĕсен шăпине пырса тивмен пулĕччĕ?!

К.Ивановăн генилĕхне /пĕтĕм тарăнăшне/ эпир тин çеç ăнкарма пикеннĕ-ха. Ман ĕненÿпе, аслă поэтăмăр çирĕммĕш ĕмĕр пуçламăшĕнче пирĕн пата /Пуласлăха/ «Нарспи» поэма урлă хăйне майлă «послани» ăсатнă. Çав «çырăвăн» тарăнăшри вăрттăнлăхне /мăйăр катнă пек/ уçасси, унăн пророкла чăнлăхне ăнланса илесси - малаш ĕмĕрсен, ăру хыççăн ăру çуратса, улшăнсах тăракан чăвашăмăрсен сăваплă та пархатарлă ĕçĕ те, тивĕçĕ те. «Нарспи» авторĕн вилĕмсĕр ĕçĕ тĕнче культурин тутăх тивми çÿпçине пахалăх палли пулса кĕрсе вырнаçнă.

- «К.Иванов стилĕ е илемлĕ шухăшлавĕ сахал сăмахпа çав тери нумай калама пултарнинче уйрăмах палăрать», - тесе çырнă Эсир «Кама шыратăн, Сократ?» статьяра. Çапла та шухăшлама пулать: автор пĕр ял тĕслĕхĕпе Чăваш çĕршывне, ял çыннисен пурнăçĕпе чăваш халăхĕн шăпине сăнласа панă. Килĕшетĕр-и çакăнпа?

- Эпĕ кун пирки пĕрре çеç мар çырнă, нумай шухăшланă. Поэмăра сăнласа кăтартнă Силпи ялĕ чăннипех те символласа пĕтĕмлетнĕ чăваш тĕнчин сăнарлă та типлă ÿкерчĕкĕ пек калăпланнă. Кăштах илемлетсе, идеал шайне лартса сăнланă ăна автор* унпа пĕрлех каç сĕмĕпе хупланнă урамсенче инкек çывăхрах пулнине систерекен темле чĕлĕхсем те сас панăн туйăнать.

- Поэзи - халăх чунне упракан вучах. Çав вучаха хĕмлентерекенĕ - тăван чĕлхе. Хăй вăхăтĕнче Петĕр Хусанкай чăваш культурин элчи вырăнĕнче пулнă. Паянхи Хусанкайсем камсем? Е тата Хусанкай калашле: «Тусăм, кам-ши пирĕн Пушкин? Кам ятне сума сăвас?»

- Шел те, пирĕн вăхăтра, хальхи саманара поэт миссийĕн пĕлтерĕшĕ пач урăхла. Пушкина вырăс поэзийĕн хĕвелĕ тесе хаклаççĕ. Вăл вырăс литературин чĕлхине тĕпрен çирĕплетнĕ тата çĕнĕ тапхăрти çырулăхне никĕсленĕ. Эпĕ кун пирки çÿлерех каласа хăварнăччĕ: паян илемлĕ литература тĕллевĕсем те, писатель статусĕпе тивĕçне ăнланасси те пачах улшăнчĕç ĕнтĕ. Паян çуралас пулсан Петĕр Хусанкая та «палласа илеймен» е йышăнман пулĕччĕç, тен? Мĕншĕн тесессĕн хальхи тĕпрен улшăнса пыракан самана писатель сăмахĕнче «чăнлăха» шырамасть, ăна укçалла туянать. Эпĕ массăллă культура хăрушлăхĕ пирки калатăп. Кăна ĕнтĕ пурте кунсерен курса тăратпăр. Пĕр 80 çул каялла çеç-ха Хусанкайпа Митта чăн-чăн поэзин асамлă вăйне шанса, унпа хавхаланса пурăннă, хамăр хушăран та Пушкин тухма пултарасса ĕненнĕ. Халь мĕн куратпăр-ха: Çилçуната ĕç лаши вырăнне кÿлсе, харпăр хăй хуçалăхĕнче /çемье подрячĕ/ усă курать тепри. Çыннин вара сутăç-улшуç çулĕпе каймалла пулнă.

- Тăван литература пуласлăхне мĕнлерех куратăр? Мехелĕ пур-и унăн?

- Эпĕ Константин Васильевич Иванов эткерĕпе сăн-сăпатĕнче хамăр халăхăн иксĕлми хевтине, ĕçĕпе ĕçченлĕхне, сăпайлăхĕпе çынлăхне куратăп. Виçесĕр хăватлă талант çăлкуç таппи пек шăтарса тухать, ăна ниепле те хупласа хума, чарма çук. Чăн та ун пеккисем йышлăн килмеççĕ. Ан тив, тепри «çăлтăр татмасть» пултăр пĕлĕтрен, анчах ăна çутçанталăк творчество ĕçĕ валли çуратнă, сăмах тутине, чĕлхе техĕмне пахалама пÿрнĕ. Çÿлти çын чунне талант хĕлхемĕ ÿкерчĕ-тĕк ăна пурнăç çулĕпе малалла утнă чух та куçран вĕçертмест, сăнать, упрать, тивĕçне асилтерсех тăрать. Кашни çын хăй ĕçĕнче ăста пулмалла. Пултарулăх ĕçĕнче таса та тÿрĕ чунсăр тăрмашни пустуй япала çеç. Кунта пĕтĕмпех этем хăй чунĕнче мĕн пуррине хут çине кăларать, лакмус хучĕ пек. Влаçри чиновниксемпе чăн-чăн творчество ĕçченĕсем хушшинче уçă, ик енне те усă кÿрекен диалог йĕркелес пулать.

Ертÿçĕсем хушшинче халăх, культура шăпине çывăха илекенсем, чăвашлăхпа Раççей идейи хирĕçмесĕр, пĕр турта хушшинче пынине ăнланакансем те сахал мар. Талантлă çынсем хупăнчăкрах, Турă пÿрнине халăха тавăрса парас тĕллевпе чунĕсене хĕнесе, сывлăхне шеллемесĕр хăйсене ĕçлеттереççĕ. Сĕмсĕрсем, чавсапа хирекенсем, йăпăлтисем, пыр тĕпĕпе калаçса хăмсаракансем çав вăхăтра, арлан пек, мĕн пуррине хăйсен «шăтăкне» сĕтĕреççĕ. Нумай чухне ку ертÿçĕсем творчество интеллигенцийĕн йышĕнче кам-кам иккенне пĕлменнинчен е пĕлес те теменнинчен килет.

Оптимизм «чирĕпе» ĕмĕр сывалайми чирлĕскер эпĕ шансах тăратăп: чăваш чĕлхин пырне мăйкăç тăхăнтартас текенсем пуласлăхсăр.

Надежда СМИРНОВА калаçнă

 

Атнер Хусанкай, критик:

- Эпĕ унран тĕлĕнетĕп, мĕнле ĕлкĕрет-ши: 13 кĕнеке тата икçĕр аллăран ытла тишкерÿллĕ статьясен авторĕ, филологи докторĕ, профессор тата ырă кăмăллă, ăшпиллĕ çын. Эпĕ унпа паллашни, туслашни 40 çул ытла.

Юрий Артемьевăн ăслăлăхри эволюцине илес пулсассăн вăл питĕ хăйнеевĕрлĕ. Малтан «романтизм» /Хусан университетне пĕтернĕ чух диплом ĕçĕ çырнă «Константин Иванов пултарулăхĕнчи романтизм», 1969/, кайран «социализмла реализм» /Мускаври тĕнче литературин институчĕ, кандидат диссертацийĕ, 1974/, «реализм» /?/, «çутăлăх» /доктор диссертацийĕ, 1993/, юлашкинчен каллех пĕртен-пĕр пирĕн Кĕçтенттин /«К. Иванов. Жизнь. Судьба. Бессмертие» кĕнеке, 2013/ - романтизм /?/. Çавăн пек тулли çаврăм!

Тата мĕн тĕлĕнтерет? Унăн пултару ĕçĕнче академилле тĕпчев «çăмăл кавалерипе» /литература критикипе/ питĕ ăнăçлă çураçать. Литература критикин вăл ĕçлемен жанр пулман та пуль /рецензи, тишкерÿ, дискуссисене хутшăнни, уйрăм çыравçă портречĕ тата ытти те/. Çак «çăмăл юланутсене» /жанрсене/ тытса пыма тимлĕх, хастарлăх тата чăтăмлăх кирлĕ. Акă пĕр тĕслĕх. 1989 çулта вăл çулталăк тăршшĕпех икĕ журналăн /«Тăван Атăлпа» «Ялав»/ тишкерĕвне çырса пынă. Вула-ха пĕтĕм ăпăр-тапăра сиктерсе хăвармасăр!

Автора е унăн хайлавне хакланă чух Юрий Артемьев, ман шухăшпа, яланах Гамбург карчĕпе виçет /Виктор Шкловский палăртнă критери/.

Çавăн пек çураçу 70-80-мĕш çулсенче пулнă тейĕпĕр, ун чухне литература процесĕ чĕрĕ, Артемьев хăй те ăна аталантарнă. Унăн «Парка хунатăр Иванов вăрманĕ» /1975/ статйине астăватăп. Эпĕ ăна чăваш поэзи хумĕн «манифесчĕ» пек йышăннă.

Хăйĕн тишкерĕвĕсенче Юрий Артемьев яланах хастар полемист. Унăн хăшпĕр статйисен ячĕсене анчах илсе кăтартрăм: «Пурнăç чăнлăхĕ е романтизм?», «Татăлнă хĕлĕх янрамасть», «Кампа кĕрешетĕн, герой?», «Сарă кайăк пулса юрлас-ши?», «Мĕскер ăшталанатăн эс, прозаик?», «Сирĕн чунăр ыратать-и?», «Кирпĕч-романсем çырмаççĕ паян…». Ахальтен мар вăл пĕр кĕнекене çавăн пекех ят панă: «Страсть к полемике» /2003/. Пĕр статйинче хăй те çырать: «Тавлашма вĕренес пулать пирĕн - унсăрăн аталанма, малалла кайма питех те йывăр» /Кашни чăваш хăй патша, 1992/. Шел те, эпир вара халĕ пĕр-пĕрне илтместпĕр, вуламастпăр, сократла диалога /Сократ - Артемьевăн юратнă философĕсенчен пĕри/ кăна мар, ахаль диалога та сайра хутшăнатпăр.

Чăн-чăн филологăн нумай вуламалла. Юрий Артемьев ачаранпах вулама юратнă, хăй вуланине, мĕн пĕлнине ахаль вулакан патне çитерме тăрăшать. Пирĕн çĕршыври паллă филолог С.С.Аверинцев тахçан çапла каланă: «Любовь как ответственная воля к пониманию чужого - это и есть та любовь, которой требует этика филологии /…/ филология есть служба понимания». Юрий Артемьев çак яваплăха, хăйĕн филологи тивĕçне ăнланать, ĕçĕпе çирĕплетет.

Юрий ЯКОВЛЕВ, критик:

- Çын ăш-чиккине пĕлес тесен ăна ÿсĕртмелле теççĕ. Вара шалти, пытарăнни чĕлхе вĕçне килет. Ватлăх та этемĕн чăн тупсăмĕ пирки /вăл çĕр çине мĕн тума килни пирки/ сĕмленме, тавçăрма май парать.

«Унра темле майпа çурçĕр эстетстви пурăнать, Скандинави сывлăшĕ, нордизм, – шухăшлать Олег Романов художник. – Халĕ, çÿçĕ ун кĕмĕлпе витĕнсен, çак ен унра уйрăмах палăрать».

Артемьев тем пирки те /романтизм, социализмла реализм, çутлăх реализмĕ, критикăлла реализм/, такам пирки те çырнă. Юрий Артемьев феноменне, вăртăнне ăнланас ĕçре, вăл çырнисене кăна шута хуни çителĕксĕр. Пурнăçра вăл хăйне епле тытни пĕлтерĕшлĕ. Литературăна та, çыравçисене те вăл кăмăл-сипет, мораль тĕлĕшĕнчен хаклать. Чун, чунлăх палăрăмĕсене шырать. Чунсăр, усал çыравçăсене тата вĕсен пултарăвне вăл йышăнмасть, сивлет.

«Виçеллĕ пулнине нимĕн те çитмест» тесе вĕçлет Артемьев «Çул кăтартса ярсамччĕ, ыр çыннăм» ятлă тĕрленчĕкне /«Хресчен сасси». 17.04.1992/. Хăйĕнчи нордизм пирки шухăшласа пăхма ыйтсан Юрий Михайлович çапла хуравларĕ /2011 çулхи кăрлачăн 17-мĕшĕнче калаçнинчен/:

«Европа культуринчен килнĕ пулĕ тетĕп. Асăрханулăх. Эмоци хыççăн кайманни. Пуçпа шухăшлани. Пуçтарăнулăх, перекет. Виçе. Аполлонпа Дионис тытăшăвĕ урлă культура аталанать,этемлĕх аталанать. Аполлон мана çывăхрах. Çутă, гармони, ырă… Дионис – дисгармони /гармони çукки/, ÿсĕрлĕх… Искусство вăйĕ, вăйăмĕ тĕлĕшĕнчен пăхсан Дионис, тен, хăватлăрах та, тен, искусствăна ытларах аталанма май парать. Анчах кун пек искусство /чăваш контекстĕнче пăхсан эп ăна Ухсайла искусство тенĕ пулăттăм/ мана нихçан та кăмăла кайман, чĕре патне выртман».

Вера Никифорова, Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институчĕн ĕçченĕ, филологи ăслăлăхĕсен кандидачĕ:

- Чунтан хисеплекен вĕрентекенĕме çуралнă кун ячĕпе саламлатăп. Юрий Михайловичпа паллашни кĕçех ĕнтĕ 25 çул çитет. Ун патĕнче курс, диплом ĕçĕсем, кандидат диссертацине хÿтĕленĕ. Мĕн чухлĕ ытларах вăхăт иртет, çавăн чухлĕ ытларах хисеплетĕп вĕрентекенĕме. Унăн шухăшĕсен тарăнлăхĕ, ăшă кăмăлĕ, чунри çураçулăхĕ чылайĕшне хăй патне туртать. Университетра вĕреннĕ чух, калăпăр, ытти факультетри студентсем те ун лекцисене итлес кăмăллăччĕ. Чи малтанах вара вăл хăй юнашар çынна хисеплет. Пĕрремĕш курс студенчĕ-и вăл, е университет преподавателĕ - нихăçан та сас хăпартса калаçнине астумастăп. Вăл ертсе пыракан тĕрлĕ йышши спецкурссенче студентсем хăйсене ирĕклĕ туятчĕç. Ытарлă калани, сана шанни, шухăшна хисеплени - вăрçнинчен е тÿрĕ каланинчен те ытларах витĕм кÿрет пулмалла. Паллах, тавлашура хавхаланса кайса, хĕрсе кайса калаçни те пулать унăн. Ахальтен мар Юрий Михайлович пĕр кĕнекине «Тавлашăвăн пылак хавхаланăвĕ» /«Страсть к полемике»/ ят панă, ахăртнех. Анчах та кирек епле тавлашура та унăн пурнăç çине философ куçĕпе пăхни, пысăк культура шайĕ сисĕнет.

Пĕр калаçура Юрий Михайлович: «Манăн тĕллев - пурте пĕлекен япаларан çĕнĕ хĕлхем çапса кăларасси», - тесе каланăччĕ. Нумай япалара вăл çынсем асăрхаман енсене тупма пултарать. Анлă тавракурăмлă пулнă май, вăл чăваш литературине чылай чухне çĕршыв, тĕнче литератури контекстĕнче пăхса тухать.

Унăн ĕçĕсенче яланах чĕрĕ шухăш пур. «Чĕрĕ критика ăçта», - тесе ыйтнăччĕ вăл пĕр статйинче. Тимлĕ вулакан ăнланса илетех - хуравне Юрий Артемьев критик пултарулăхĕнче тупма пулать. Унран вĕренмелли пирĕн пайтах.

 

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.