Сăлтавĕ - браконьерсенче
Шупашкар хĕрринчен Атăлăн сылтăм çыранĕпе хĕвеланăçнелле тăсăлакан вăрман Чулхула облаçĕпе Чăваш Ен чиккинех çитет. Тĕп хулапа Завражнăй хушшинче вăл анлă мар.
Çав саларан сарăлса Шупашкар тавра, В.И.Чапаев ячĕллĕ завод хыçĕпе, Хыркасси-Кÿкеç автотрасса патне тухать. Атăлтан инçе мар Питтикасси, Кипечкасси, Шупашкаркасси, /Шупашкар районĕ/, Катькас /Муркаш районĕ/ ялĕсен тĕлĕнче федерацин М-7 автоçулне çити тăсăлать.
Çав вăрман Чураккассипе Треньк-кă ялĕсен хушшинче те самаях анлă. Унăн лайăх енĕ темиçе те. Шыв ишесрен Атăл çыранне хÿтĕлет. Раççейĕн юханшывсене сыхламалли саккунĕпе килĕшÿллĕн çыран хĕрринчи йывăçсене касма, вăрман тăрăхĕнчи чĕрчунсене тытас тĕллевпе сунар йĕркелеме юрамасть. Ешĕллĕх сунар лаптăкĕ шутланмасть. Симĕслĕхре чĕрчунсем ирĕккĕн çÿреççĕ. Юханшыв çумнерехри ял-поселокра пурăнакансем вĕсене курса савăнаççĕ. Чылайăшĕ хÿтĕлессишĕн тăрăшать. Анчах браконьерсем тĕлĕрмеççĕ.
Кăçалхи кăрлачăн 6-мĕшĕнче икĕ хир сыснине çĕрле усă курмалли пăшалтан персе тытнă. Тепĕр кунне полицие чĕнтертĕм, йĕр тăрăх кайрăмăр. Шел, браконьерсене тытаймарăмăр. Вĕсем Çутçанталăк ресурсĕсен тата экологи министерствинчен сысна тытма ирĕк илмен, пăшалпа çÿреме юраман вăрманта чĕрчун тытмалли тапхăр иртсен пенĕ - харăсах сунар йĕркин виçĕ пунктне пăснă. Полици уголовлă ĕç пуçарнă. Айăплисене тупса палăртман-ха. Сунар пуянлăхне пысăк сăтăр кÿчĕç.
Шупашкар районĕнчи чĕрчун тĕнчипе вăл пурăнакан вырăна хÿтĕленĕ, сунар ресурсĕпе еплерех усă курнине тĕрĕсленĕ май браконьерсем патшалăха аванах сиен кăтартнине куратăп. Иртнĕ уйăхра пăшисем пĕлтĕрхинчен сахалраххине çирĕплетрĕм. Сăлтавĕ - браконьерсенче. Иртнĕ çул вĕсем РФ Административлă кодексне пăхăнман пирки 25 протокол çыртăм: сунар тапхăрĕ пуçланмасăрах сунар лаптăкĕсенче пăшалпа, йытăпа çÿренĕшĕн, пĕрремĕш лаптăкра чĕрчун тытма ирĕк илсе иккĕмĕшне кĕнĕшĕн, министерство пĕр тĕсе тытма ирĕк панă хыççăн урăххине пĕтернĕшĕн, пăшала полицире шута илтерменшĕн…
Пуш уйăхĕччен чĕрчунсен йĕрĕсене шутлатăп. Вĕсене тĕпе хурса каярахпа районти пĕтĕм йыша палăртаççĕ. Тилĕ йĕрĕсем çулталăк каярахринчен сахалрах. Сăлтавĕ - уртаракан чирпе лайăхрах кĕрешес тĕллевпе 2015 çулта кайăкçăсем хĕрлемессен йышне самаях чакарнинче, çав амака пула вĕсен пĕр пайĕ вилнинче. Шута чакарни ку чĕрчуншăн хăрушă мар. Кайăкçăсем пулăшнипе кăçал ăна нумай пĕтермесен кĕркуннеччен татах хунать.
Районта Европа хăнтăрĕ йышланать: 2013 ç. - 151, 2015 - 187. Атăл çинчи Ильинкка, Амаксар утравĕсенче, ытти çĕрте ĕрчеççĕ. Вĕсем хушăннине браконьерсем тата акарçăсем министерствăран ирĕк /пĕлтĕр 15 çеç/ илсе совет тапхăрĕнчи кăтартуран сахалрах тытнипе ăнлантармалла.
Сăсарпа пакшасен йĕрĕсен шучĕ иртнĕ çулхи пекех. Кашкăрсенне куртăм. Атăл леш енчи вăрмантан юханшыв урлă Шупашкар, Çĕнĕ Шупашкар енне выçăпа аптрасан çеç каçаççĕ. Нумаях пулмасть пулăçсем тăр кăнтăрла 4 курнă. «Пире асăрхаман пек пулса çĕр метртан иртсе кайрĕç», - каласа пачĕ пĕри.
Кăçал вăрманта юр тарăн. Çанталăк иртнĕ эрнечченех сивĕ тăнăран вăл кăпăшкаччĕ. Кун пек чухне кашамансене ашса чĕрчунсем пытанса тăракан чăтлăха шыраса тупма, вĕсене хăвалама йывăр. Çавăнпа Атăлта, юханшыв леш енчи поселоксенче çапкаланса çÿрекен йытăсене тытса çиеççĕ е пулăçсем хăварнă апатпа çырлахаççĕ.
Константин ГОРШКОВ,
чĕрчунсене хÿтĕлекен тĕп инспектор
Комментировать