Ĕçлев саккунĕсене - тимлĕх

9 Фев, 2016

Шупашкар районĕн прокуратури ĕç паракансем ĕçлев саккунĕсене пăхăннине куçран вĕçертмест. Зельфинас Карама прокурор пĕлтернĕ тăрăх - тĕрĕслевсем ирттернĕ май темиçе предприятире саккуна уяманнине тупса палăртнă.

«РенАвто» суту-илÿ çурчĕ» ОООра 3 çынна хăйсен ирĕкĕпе ĕçрен кайнă кун шалу тÿлесе татман. И.Михеева тăхăр кунран тин укçа панă, Т.Зиндеевăпа виçĕ эрнерен кăна татăлнă, И.Самсоновăн та юлашки шалăва ĕçе вĕçленĕ хыççăн икĕ эрне ытла кĕтме тивнĕ. Çавна май прокуратура ООО директорĕ Е.Петров тĕлĕшпе административлă правăна пăсни çинчен калакан ĕç пуçарнă, ăна тишкерсе ЧР Патшалăх ĕçлев инспекцийĕ пуçлăха 4 пин тенкĕлĕх штрафланă.

«Шупашкарти электроустановкăсен завочĕ» ООО директорне В.Апасейкина вара 10 пин тенкĕ тÿлеттерме йышăннă. Çак предприятире те ĕçлев саккунĕн требованийĕсене пăснă. Директор маларах та административлă майпа явап тытнă. Çавăн хыççăн прокуратура завод ĕçченĕсем ыйтнипе унта каллех тĕрĕслев ирттернĕ - ку хутĕнче те çитменлĕхсем тупса палăртнă. Çавна май хальхинче штраф та пысăкрах. Ăна тÿлемешкĕн йышăну саккунлă вăя кĕрессе кĕтмелли çеç юлать.

«АЗС-Ирбис» ОООра та хĕрарăмпа ĕç укçине туллин тÿлесе татмасăрах сывпуллашнă. И.Алексеева хăйĕн ирĕкĕпе ĕçрен кайнă, нумай мар, 1,7 пин тенке яхăн çеç тÿлесе пĕтереймен, укçана эрне ытларах иртсен татнă, анчах çакă та - саккуна пăсни, мĕншĕн тесен саккунпа килĕшÿллĕн çынна вăл ĕçрен кайнă кун шалăва туллин памалла.

Район прокуратури ООО управляющийĕ Т.Каюмов тĕлĕшпе адмĕç пуçарнă, ăна та 4 пин тенкĕлĕх штрафланă.

К.АНТОНОВ.

Автор: