Паянхи çамрăксен пĕтĕмпех пур

9 Фев, 2016

Сочире хĕллехи Олимп вăййисем иртнĕренпе икĕ çул çитрĕ. Çакна асра тытса пĕлтĕрхи нарăсăн 7-мĕшĕнче Спортăн хĕллехи тĕсĕсен кунне паллă тума йышăнчĕç. Спорт уявĕ пирĕн республикăра та çулсерен анлăн иртет. Кăçал спорта юратакансене «Шупашкар-Арена» пăр керменĕ пухрĕ.

Чăваш Енри чи пысăк кермене çынсем юратсах çÿреççĕ, уйрăмах конькипе ярăнма юратакансем. Çавăнпа Спортăн хĕллехи тĕсĕсен кунĕнче те каток çине йышлăн тухрĕç, чун каничченех ярăнма пултарчĕç вĕсем. Олимп вăййисене халалланă уяв та пăр çинчех иртрĕ. Пухăннисене ЧР спорт министрĕ Сергей Шелтуков, ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ Николай Малов, СССР спортăн тава тивĕçлĕ мастерĕ Алина Иванова саламларĕç. «Олимп тата Паралимп вăййисенчен Чăваш Ен те айккинче юлмарĕ. Вун-вун çын Олимпиадăн тĕп хулине кайса курчĕ, пирĕн волонтерсемпе спорт судйисем унта тăрăшса ĕçлерĕç. Чăваш Ен спортсменки Елена Муратова пирĕн республика чысне 40 çулта пĕрремĕш хут хÿтĕлерĕ. Тăвай районĕн пикин Сильвия Петровăн Мулкачĕ Олимп вăййисен талисманĕсенчен пĕри пулса тăчĕ. Шупашкарта иртнĕ Олимп çулăмĕн эстафети те çынсене савăнăç парнелерĕ», - терĕ Сергей Сильвестрович.

Телеэкрансем Олимпиадăн кăсăклă саманчĕсене аса илтернĕ вăхăтра куракансене çамрăк фигуристсемпе хоккеистсем, шорт-трекерсемпе конькипе чупакансем хăйсен ăсталăхĕпе паллаштарчĕç. Уявпа республикăри паллă мăшăр та - РСФСР тава тивĕçлĕ тренерĕ Владимир Григорьевпа ЧР физкультурăпа спортăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Дина Григорьева - кăмăллă юлчĕ.

Хамăр çĕршывра иртнĕ Олимп вăййисем чунра ырă туйăм хăварчĕç. Паян çак уява та хĕпĕртесе килтĕмĕр мăшăрăмпа. Пире манманни, пире хисеплени савăнтарать», - терĕ Дина Федоровна. Сăмах май, тĕнче чемпионачĕсенче аслă ăрури йĕлтĕрçĕсен йышĕнче 11 хут çĕнтернĕ спортсменка кăçал 75 çулхи юбилейне паллă тума хатĕрленет.

«Паянхи çамрăксем питĕ телейлĕ. Вĕсен пĕтĕмпех пур, - мăшăрĕн сăмахне малалла тăсрĕ Владимир Яковлевич. - Акă спорт керменĕсем мĕнле чаплă! Эпир кун пекки çинчен ĕмĕтленме те пултарайман. Спортпа туслă пулма тата сывă пурнăç йĕркине тытса пыма пĕтĕм услови пур пулин те çитĕнекен ăру компьютерпа Интернет асамлăхĕнчен уйрăлаймасть-ха. Эпир ача чухне шкулта йĕлтĕрпе ярăнаттăмăр, шкул хыççăн пăр çине васкаттăмăр. Канмалли кунсемпе каникулсенче те тăвайкки шавласа тăратчĕ», - иртнине ăшшăн аса илчĕ Олимп чемпионĕн Владимир Воронковăн пĕрремĕш тренерĕ.

Пăр керменĕнче спорт уявĕ пынă вăхăтра «Олимпийский» стадионти каток çинче конькиçĕсем тупăшрĕç. Унта Пĕтĕм Раççейри «Пирĕн шанăç» ăмăрту иртрĕ. Йăлана кĕнĕ турнира кăçал 100 ытла спортсмен хутшăнчĕ. Яланхи пекех унта Шупашкарпа Çĕнĕ Шупашкар тăрăхĕнчи яшсемпе хĕрсем палăрчĕç.

Андрей ПЕТРОВ.

Автор сăнÿкерчĕкĕ

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.