«Аллу çăмăл санăн тетчĕç...»
Çынсем çут тĕнчерен уйрăлнин сăлтавĕсен йышĕнче юн çаврăнăш тытăмĕн чирĕ малта тăрать, унтан, çул-йĕр аварийĕпе çыхăннă вилĕм пысăкланнипе, - тулашри инкек-синкек, виççĕмĕш вырăнта - усал шыçă. Онкологипе вилессин пĕтĕмĕшле кăтартăвĕ - 2,1, çав шутра усал шыçăллă çĕнĕ йĕркеленÿсемпе 1,6 процент чакнă пулин те ку амакпа нушаланакансен хисепĕ республикăра ÿссе пынине, çакă чи малтанах ăна тупса палăртмалли диагностика никĕсĕ çĕнелнипе тата аслă ăру çыннисем нумайланнипе çыхăннине палăртнăччĕ ЧР Сывлăх сыхлавĕпе социаллă аталану министерствин коллегийĕн анлă ларăвĕсенчен пĕринче Алла Самойлова министр. Юлашки çулсенче ку амакпа вирлĕн кĕрешеççĕ. Тĕп хуламăрăн Гладков урамĕнчи медицинăн пысăк технологийĕпе тивĕçтерекен хальхи йышши диспансерĕ çĕр-çĕр пациента хăрушă инкекрен хăтарма пулăшниех çакна аван çирĕплетет.
Усал шыççа çăварлăхлас енĕпе тунă çитĕнÿсенче, паллах, Валентин Кузьминăн тÿпи те сумлă. Халĕ кунта усă куракан сиплев аппаратури пирки çамрăк онкологсем 43 çул каялла ĕмĕтленме пултарнă кăна. Çеçпĕл Мишши урамĕнче вырнаçнă учреждени çурчĕ те кивĕ пулнă. Пултарулăхĕпе пуçарулăхне кура диспансерăн тĕп врачне уйăрса лартнăскер больницăн пурлăх никĕсне çирĕплетессишĕн нумай тăрăшнă вăл. Диспансер валли икĕ корпус çĕкленĕ. Пациентсене сиплеме, кадрсен ăсталăхне ÿстерме тивĕçлĕ услови туса хунă...
Калас сăмахăм - республикăри паллă онколог Валентин Кузьмин çинчен. Медицина наукисен кандидачĕ, ЧАССР тава тивĕçлĕ врачĕ ыран 80 çулхи юбилейне паллă тăвать.
Ашшĕ пилленипе
Элĕк районĕнчи Ураскилтре йышлă хресчен çемйинче çут тĕнчене килнĕскер Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçи пуçланнă çул ялти шкулăн пĕрремĕш класне кайнă. Çичĕ çултан Элĕкре вăтам шкула куçнă. Каччă аттестат илнĕ хыççăн çар летчикĕ пулма ĕмĕтленнĕ. Ашшĕ, Иван Кузьмич, граждан, Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçисен вут-çулăмĕ витĕр тухнăскер, иккĕмĕш ушкăн инваличĕ пулса тăнăскер, тухтăрсене питĕ хисепленĕ. Сăлтавсăр мар: йывăр суранланнипе госпитальте çур çул сипленме тивнĕ унăн. Çав сăлтавпах ывăлне хирурга вĕрентмешкĕн тĕв тунă. Валентин унăн сăмахĕнчен иртеймен: фронтран I степень Тăван çĕр-шыв вăрçин орденĕпе, I степень Мухтав орденĕпе, кăкăр тулли медальпе таврăннă, хастар салтак ывăлĕшĕн ырă тĕслĕх шутланнă. Амăшĕ те Пелагея Афанасьевна мăшăрĕн шухăшне ырланă.
1951 çулта вăтам шкул пĕтернĕ Валентин Хусан медицина институчĕн сиплев факультетне кĕнĕ. Тăрăшса вĕреннĕ, пултаруллă студент шутланнă. Вăл пуçарнипе топографи анатомийĕн тата операци хирургийĕн кафедри çумĕнче ăслăлăх кружокĕ йĕркеленнĕ: йытăсемпе кушаксене, шапасене сăнав операцийĕсем туса çамрăксем ăсталăха ÿстернĕ.
Ултă çултан аслă шкула хĕрлĕ дипломпа пĕтерсе Чăваш хутлăхне таврăннă çамрăка ЧАССР сывлăх сыхлавĕн министрĕ Вера Ефимова Шупашкарти больницăсенчен пĕринче хирург пулма сĕннĕ. Валентин Иванович ялти учрежденире сиплес тĕллевлĕ пулнине пĕлтернĕ.
Кăмăлне шута илсе ăна республикăн кăнтăр районĕсенчен пĕринчи сыватмăша суйлама сĕннĕ. Килĕшнĕ. Патăрьел районĕн тĕп больницинче тухтăрсем çитменнипе уролог та, нейрохирург та, травматолог та, анестезиолог та, паталог-анатом та пулма тивнĕ унăн. «Эпĕ çамрăк пулнă, мал ĕмĕтпе пурăннă. Операцисем ăнăçлă вĕçленетчĕç, пациентсем кĕске хушăрах ураланни, вăй илни хавхалантаратчĕ. Аллу çăмăл санăн тетчĕç ĕçтешсем», - аса илет ветеран.
Кунтах вăл çемье телейне тупнă - Луиза Николаевна педиатрпа пĕрлешсе икĕ ывăла пурнăç парнеленĕ. Владимирпа Сергей халĕ - ăста специалистсем. Асли И.Н.Ульянов ячĕллĕ ЧПУн радиотехника тата экономика факультечĕсенчен вĕренсе тухнă, Владимир хулин тĕп предприятийĕсенчен пĕринче экономистра ĕçлет. Тепри - химик, Мускавра Раççей-Швеци фирминче тăрăшать. Мăнукĕ Анастасия Сергеевна Мускав патшалăх университетĕнче химик специальноçне алла илнĕ, медицина институтĕнче вĕрентет, пулас сиплевçĕсене ăс парать.
Тĕп тухтăр
Ĕçе йĕркелесе пыма пултарнипе квалификацине хакласа ЧАССР Сывлăх сыхлавĕн министерстви 1966 çулта Валентин Кузьмина республикăри онкологи диспансерĕн тĕп тухтăрĕн должноçне тата министерствăн штатра тăман тĕп онкологĕн тивĕçне пурнăçламашкăн сĕннĕ.
Вăл кăткăс операцисем тунă, практика ĕçне ăслăлăхпа çыхăнтарнă: 1971 çулта «Кăкăр парĕн шыççин комплекслă диагностики тата сиплевĕ» темăпа диссертаци хÿтĕлесе медицина наукин кандидачĕн ятне илнĕ. Ăслăлăх ĕçĕсем 120 ытла унăн, çав шутра - 9 кĕнеке. Статйисене çĕр-шывра кăна мар, чикĕ леш енче те пичетленĕ.
1972 çулта Валентин Кузьмин И.Н.Ульянов ячĕллĕ ЧПУн медицина факультечĕн госпиталь хирургийĕн кафедрин ассистенчĕ /каярахпа - доцент/ пулса тăнă тата çав вăхăтрах диспансера ертсе пынă, штатра тăман онколог тивĕçне пурнăçланă.
Пурнăç урапи кал-кал та пĕр тикĕс шунă. Пурте йĕркеллĕ темелле: ывăлĕсем çитĕннĕ, ĕç-пуç тивĕçтернĕ. Валентин Иванович аслă шкулта онкологи курсне ертсе пынă, Луиза Николаевна медицина училищинче педиатри вĕрентнĕ...
Кĕтмен çĕртен йывăр инкек йăтăнса аннă: 1986 çулхи Çĕнĕ çул уявĕ умĕн амăшĕ куçне яланлăхах хупни çинчен хыпар çитнĕ. Валентин Иванович тăван ялне васканă. Кăрлачăн 2-мĕшĕнче Пелагея Афанасьевнăна юлашки çула ăсатнă. Çывăх çыннин вил тăприйĕ çинчи хĕресе тÿрлетекен арçынна чупса çитнĕ кÿршĕ телеграмма тыттарнă. «Кăмăлна хытар, Валентин. Паян, кăрлачăн 2-мĕшĕнче, операци хыççăн тăна кĕреймесĕр Луиза вилни пирки хурланса пĕлтеретпĕр», - тенине вуласа та пĕтереймен - «хура» хут аллинчен тухса ÿкнĕ...
Амăшĕн вил тăприйĕпе юнашар шăтăк чавма ыйтнă вăл. Хăй вара Шупашкара çул тытнă. Савнă çынни вилнĕ тенине ĕненес килмен. Анчах пурнăç чăнлăхĕнчен иртеймĕн...
Вăхăтăн - хăйĕн чуппи, ăна тытса чараймăн. Валентин Иванович çав кунсене паян та хумханмасăр аса илеймест. Йывăр вăхăтра арăмĕпе юнашар пулайманшăн чунĕ халĕ те ыратать. Хăй ăста та пысăк квалификациллĕ хирург шутланнă май аван ăнланать: хырăмлăхăн перфоративлă шыççинчен Луиза Николаевнăна çăлса хăварма май пулнах.
1988 çулта республикăн сывлăх сыхлавĕн министрĕ Николай Григорьев Валентин Кузьмина тĕп хирург должноçне сĕннĕ. Пуçĕпех ĕçе кÿлĕннĕ вара: Чăваш Енĕн хирурги службине /уйрăмах пÿр-суран чирĕпе нушаланакансене, аманнисене васкавлă пулăшу парассине/ çĕнетсе улăштармашкăн хутшăннă, район больницисене çÿресе çамрăк специалистсене хирурги енĕпе кăна мар, йĕркелÿпе методика ыйтăвĕсене татса парас тĕлĕшпе те пулăшнă.
70 çул тултаричченех тăван халăх сывлăхне упрассишĕн тăрăшнă Валентин Иванович. Халĕ тивĕçлĕ канура ĕнтĕ. Ачисен - хăйсен çемйисем.
Валентин Кузьмин общество ĕçĕнче те пуçаруллă: Пĕтĕм Союзри онкологсен обществин правленийĕн, Чăваш Ен хирургĕсен ассоциацийĕн правленийĕн членĕ пулнă.
Ĕçри çитĕнĕвĕсемшĕн «Хисеп Палли» орденпа, Чăваш АССР Аслă Канашĕн Президиумĕн Хисеп хучĕпе наградăланă, «Чăваш АССР тава тивĕçлĕ врачĕ» хисеплĕ ят панă, вăл - СССР сывлăх сыхлавĕн отличникĕ, СССР санитарипе оборона отличникĕ.
...80 çулхи юбилейпа Валентин Ивановича чăваш халăх хаçачĕ - менелник хуçи ăна юратнă кăларăм тесе хаклать - ырлăх-сывлăх, вăрăм кун-çул сунать.
Валентина СМИРНОВА
Комментировать