Ӳркенмен - ăста пулнă

6 Фев, 2016

Раççейри - Кино, республикăри Ĕç çыннин çулталăкĕ Чăваш патшалăх филармонийĕнче савăнăçлă лару-тăрура уçăлчĕ. Фойерех хамăр çĕршыва, ĕçе парăннă çынна мухтаса юрă-кĕвĕ янăрарĕ. Ача садĕнче хăйсен ăсталăхне туптакансем, шкулта, университетра пĕлӳ илекенсем уява килнисен кăмăлне тыткăнлани иккĕлентермест.

Республикăн тĕрлĕ кĕтесĕнчен ырă ят çĕнсе илнĕ çынсем пуçтарăннă уява. Ĕç династийĕсемпе пуян пирĕн тăрăх. Машина тăвакансен тытăмĕнче вăй хуракан Алексеевсен ĕç стажĕ, тĕслĕхрен, 130 çулпа танлашать. Чи асли, Валерий Петрович, 38 çул ыттисене тĕслĕх кăтартнă. МЧС тытăмĕнче тăрăшакан Нягинсен династийĕнче - 72 çын. Вĕсен ĕç стажĕ 1126 çула çитнĕ.

Эпĕ Канаш районĕнчи Асхваран килнĕ Валентина Дмитриевăпа тата Шупашкарти пир-авăр комбинатĕнче ĕçленĕ Таисия Афанасьевăпа паллашрăм. Валентина Дмитриевна - «Мотор» хуçалăхăн хисеплĕ доярки. Ĕçлеме ӳркенменскер алă вĕççĕн 12-шер ĕне сунă вăл. «Малтанхи вăхăтра укçа тӳлемен. Тырă валеçсе паратчĕç. Пурпĕрех ĕç пулнăшăн савăннă», - чунне уçать 78-ти хĕрарăм. Яланах малтисен йышĕнче пулнăшăн «Ылтăн Çăлтăр» медальпе наградăланă ăна. Валентина Дмитриевна - ЧР ял хуçалăхĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ.

Çĕрпӳ районĕнчи Паваркассинче çуралнă Таисия Ивановна Ĕçлĕх Хĕрлĕ Ялав, Октябрь Революцийĕн, Ленин орденĕсене тивĕçнĕ.

Çавнашкалах «Ылтăн Çăлтăр» медальпе чысланă хастар хĕрарăма. Пилĕкçуллăх ĕç планне 12 çултах тултарнă пир-авăр ăсти. Малта пыраканскер вун-вун çул никама та хăйĕнчен ирттермен.

Уява республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев хутшăнчĕ. Раççейри Кино çулталăкне халалласа 1500 ытла мероприяти йĕркелеме палăртнине каларĕ вăл. Çав вăхăтрах Ĕç çыннине хисеплесе пин-пин мероприяти иртĕ пирĕн тăрăхра. Ĕçе юратни тĕрлĕ наци çыннине килĕштерсе пурăнма пулăшни тавра сăмах пуçарчĕ Михаил Васильевич. Чăнах, çĕнĕ çитĕнÿсем тума пĕтĕм услови пур халĕ.

Раççей халăх артисчĕ Николай Бурляев Кирилл Патриархран, Раççей кинематографистсен союзĕн ертÿçинчен Никита Михалковран тата паллă ытти çынран салам илсе килнĕ. Кино тата Ĕç çыннин çулталăкне пĕрле ирттернине ырларĕ хăна. Вăл Етĕрнере çуралнă СССР халăх артисчĕн Николай Мордвиновăн палăкне Шупашкарта хăпартасси çинчен республика Пуçлăхĕпе Михаил Игнатьевпа калаçнă. Ĕмĕтленни кăçалах пурнăçланасса шанас килет.

Марина ТУМАЛАНОВА.

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.