Чăваш «авторитет» тытать

6 Фев, 2016

- Вăхăт çитмест. Палăртнă ĕçсене туса ĕлкĕрейместĕп. Çырас тенĕ юрă та темĕн чухлех, сăввисем те сахал мар, анчах ĕлкĕрме çук. Канма та вăхăт çитмест.

Час-часах чăвашлăх пĕтни пирки калаçаççĕ. Çакăнпа пачах та килĕшес килмест. Эпĕ çак юхăма курмастăп. Пур енчен те аталанать, çĕкленет чăваш культури. Чăваш халăхĕ çĕршывăн хăть те хăш кĕтесĕнче те «авторитет» тытать. Ытти региона нумай тухса çÿренĕ май та лайăх курăнать çакă: культурăна упраççĕ йăхташăмăрсем, йăла-йĕркене пĕтме памаççĕ. Пушкăртра акă чăваш чĕлхине те вĕрентеççĕ. Аслисене тĕпренчĕкĕсем «атте-анне» тесе чĕнеççĕ.

Паллах, хамăр республикăра та ытларах чăвашла калаçмалла. Культурăна тытса пынă май чĕлхе çинчен те манмалла мар. Ялсенче ашшĕ-амăшĕ ачисемпе вырăсла калаçни сисĕнет. Паллах, начар мар çакă. Вырăсла та пĕлмелле. Çапах тăван чĕлхене те хисеплемелле, ăна упрамалла.

6 çулти мăнукăм чăвашла вĕренме ăнтăлать. Мĕнпе те пулин айăпа кĕрсен çĕнĕ сăмахсемпе паллаштармастăп ăна. «Вĕрент-ха», - йăлăнать вара. Ачасене юраманни илĕртет вĕт. Хăйне евĕр психологи çакă. Чăваш чĕлхине ăшне хывма ăнтăлаканскер маттур пулма тăрăшать, айăпа кĕресрен сыхланать.

Ачасене воспитани парасси çинчен калаçнă май çакна палăртас килет: алă çĕклемелле мар. Темле пулсан та пĕр чĕлхе тупма урăх майсем шырамалла. Ача хăйне кÿрентернине ас туса юлатех.

Эпир пурте - ашшĕ-амăшĕ. Çемьере темле йывăрлăх та сиксе тухать. Анчах эпир аслăрах, ăслăрах, çавăнпах пирĕн лайăх пулса ачасене ăнланма пултармалла. Пĕр-пĕрин хушшинчи хутшăнăва татмалла мар, çыхăнăва упрамалла. Ачасене хавхалантарма пĕлмелле. Паян япăх вăл, пултараймасть, ыран - пултарĕ. Ăна шаннине, ĕненнине каламалла. Ачасем хăйсене вăйлă туйма пултарччăр. Юнашар шанчăклă та çирĕп туссем, тăвансем пулсан çеç хамăра тупма çăмăл. Пĕр-пĕрне ăшă сăмах вăхăтра калама та пĕлмелле. Пурнăçра чи кирли - ырă, туслă хутшăну. Кăмăллă туслăх, хисеп çеç вăй хушать, хавхалантарать.

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.