Республикăна пулăшма шантарнă

6 Фев, 2016

«Пĕтĕмĕшле хаклас пулсан Чăваш Ен - Раççейри чи лайăх 15 регион йышĕнче. Патшалăх Думин, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн суйлавĕсене хатĕрленнĕ май уйрăм политиксем лару-тăрăва йывăрлатма та хăтланĕç. Пирĕн тĕллев - йĕркене пăсма памасăр хамăр ĕç-хĕле тĕплĕ те яваплă пурнăçласси», - палăртнă Михаил Игнатьев.

Регион Пуçлăхĕ Раççей Президенчĕпе Чăваш Республикин бюджетне хушма инвестицисем хывас ыйтусене сÿтсе явни пирки те асăннă.

«Республика бюджетне пĕр тикĕс тытса тăмашкăн хушма дотацисем уйăрма сĕнтĕм. Владимир Владимирович Путин РФ финанс министрне Антон Силуанова республикăна пулăшассипе çыхăннă ыйтусене пăхса тухма тата сĕнÿсем хатĕрлеме сĕнчĕ», - палăртнă Михаил Игнатьев.

Раççей Президенчĕпе тĕл пулнă май Республика Пуçлăхĕ халăха пахалăхлă медицина пулăшăвĕпе тивĕçтерессине те сÿтсе явнă. Чăваш автономи облаçĕ 100 çул тултарнă тĕле Шупашкарти Тĕп хула больницине юсаса çĕнетме палăртнă. Михаил Игнатьев çак ыйту тавра сăмах пуçарсан Владимир Путин РФ Правительствин вице-премьерне Ольга Голодеца федераци бюджетĕнчен укçа-тенкĕ уйăрас ыйтăва пăхса тухма сĕннĕ.

Тĕлпулура чи пысăк промышленноç предприятийĕ «Трактор завочĕсем» концерн çинче уйрăммăн чарăнса тăнă. Вăл юлашки вăхăтра пысăк йывăрлăхра пулнине, унта производство кăтартăвĕсем палăрмаллах чакнине каланă. Предприятире хальхи вăхăтра 9,5 пин çын тăрăшать. Паллах, вĕсен çемйисем йывăрлăхра пурăнаççĕ. «Трактор завочĕсем» концернăн электроэнергетика отраслĕн предприятийĕсен умĕнче парăмĕсем те нумайланнă. Лару-тăру япăхланнине кура предприяти ăста сотрудниксене çухатма пултарнине те асăннă Чăваш Ен Пуçлăхĕ. Концерн ыйтăвĕсене сÿтсе явнă хыççăнхи пĕтĕмлетÿсем хыççăн РФ Президенчĕ Владимир Путин РФ Правительствин Председательне Дмитрий Медведева тĕлпулура хускатнă ыйтусене пăхса тухма, Чăваш Республикин ертÿлĕхне пулăшма ыйтнă.

Елена АТАМАНОВА.

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.