Сехĕрлентернин усси çук

15 Мар, 2014

«Бизнеса сехĕрлентерме кирлĕ мар», - тенĕччĕ Раççей Президенчĕ пĕр канашлура. Манăн çак сăмахсен пĕлтерĕшне вырăнти хăй тытăмлăх органĕсем çине те куçарас килет. Ара вĕсене сахалтан та çирĕме яхăн тĕрĕслевпе сăнав органĕ куçран вĕçертмест вĕт. Пĕлтĕр кăна ял тăрăхĕсемпе муниципалитет йĕркеленĕвĕсене 1473 хут тĕрĕсленĕ. Вăл шутран 88-шĕ - планпа палăртнă тĕрĕслев, 585-шĕнче пĕлтермесĕр-систермесĕр документсемпе паллаштарма ыйтнă. Вырăнти влаç ĕç-хĕлĕпе ытларах Чăваш Республикин прокуратури, РФ МЧСĕн Чăваш Республикинчи управленийĕ, федерацин монополипе кĕрешекен агентствин Чăваш Енри тытăмĕ, Россельхознадзор, Ростехнадзор тата ытти тĕрĕслев органĕ кăсăкланнă. Республикăри муниципалитет йĕркеленĕвĕсен ĕç тăвакан Канашĕ вырăнти хăй тытăмлăх органĕсене «тĕрĕслев танатинчен» хăтарас тĕллевпе тĕрĕслевпе сăнав органĕсемпе тăтăш канашлу ирттерет, килĕшÿсем çирĕплетет. Çавăнпа планланă тата планламан тĕрĕслевсен шучĕ палăрмаллах чакнă. Халĕ тĕпре - должноçри çынна явап тыттарасси мар, ытларах - профилактика ирттересси.

РФ Президенчĕн Тĕрĕслев управленийĕн пуçлăхĕ Константин Чуйченко «Российская газета» хаçат корреспондентне панă интервьюра çĕр-шывра кĕçех тĕрĕслевпе сăнав ведомствисен полномочийĕсен «инвентаризацине» ирттерессине пĕлтернĕ. Автор шухăшĕпе, Раççейре паян шалу илекен миллион ытла тĕрĕслевçĕ. Çав вăхăтрах çынсем лавккара пахалăхсăр апат-çимĕç е хăрушсăрлăха тивĕçтермен тавар сутни пирки хăш тĕрĕслевçе хыпарламаллине пĕлмеççĕ. Е тепĕр тĕслĕх. Сăмахран, пулă промышленноçĕнче /тытакан тата тирпейлекен/ кăна 64 пин ытла тĕрĕслевçĕ. Вĕсем çулталăкра вăтамран 300 пин рейд ирттереççĕ. Пулă тытмалли саккуна, санитари нормисене пăснăшăн илекен штраф сумми вара çав тери пĕчĕк. «Пире кун пек тĕрĕслев органĕ кирлех-ши?» - ыйтать Чуйченко. Вăл çĕр-шыв кун пек тĕрĕслев опекинчен хăтăлма хатĕрри çинчен пĕлтерет. Унăн шухăшĕпе - тĕрĕслевçĕсене хăйсене тĕрĕслесе тăракан орган йĕркелени хальхи вăхăтра питĕ пĕлтерĕшлĕ. Кашни тĕрĕслев пĕтĕмлетĕвне кăçалхи ака-çу уйăхĕсенче федерацин пĕрлехи тĕрĕслев порталĕ ĕçлесе кайсан унта вырнаçтарма тытăнĕç. Унта пĕтĕм информацие уйрăм номерпе, тĕрĕслев пуçаруçине палăртса, мĕнле сăлтавпа ирттернине кăтартса, çак тĕрĕслеве ирттерме мĕн чухлĕ укçа-тенкĕ тăкакланине тата штрафланă хыççăн патшалăх хыснине мĕнле сумма хывнине уçăмлатса вырнаçтарĕç. Кун пек чухне тĕпре тĕрĕслевĕн усăлăхĕ пулассине иккĕленме кирлĕ мар.

Раççейĕн Шут палатин пуçлăхĕ Татьяна Голикова влаç органĕсен шалти тĕрĕслевĕ çинчен сăмах пуçарнă. Ку тытăм, Голикова шухăшĕпе, вăй илеймен-ха. «Енчен çак ĕçе малтанах кирлĕ пек йĕркеленĕ тăк эпир халĕ тĕрĕслевĕн капашсăр пысăк мероприятийĕсене ирттермен пулăттăмăр, - пĕтĕмлетнĕ вăл хăйĕн шухăшне. - Уйрăм отрасльсен уйрăмлăхĕсене шута илсе бюджет тăкакĕсен тупăшлăхне палăртма кирлĕ хаклав критерийĕсемпе мелĕсене хатĕрлемелле. Ку ыйтупа эпир РФ Финанс министерствинчи ĕçтешсемпе ĕç ушкăнĕ туса хутăмăр. Унта никама пăхăнман экспертсене хутшăнтаратпăр. Регионсенчен сĕнÿсем кĕтетпĕр...»

Нарăс уйăхĕн вĕçĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ертсе пынипе иртнĕ республикăри муниципалитет йĕркеленĕвĕсен ĕç тăвакан Канашĕн ларăвне таврăнар-ха. Унта ЧР муниципалитет йĕркеленĕвĕсен Канашĕн ĕç тăвакан директорĕ Станислав Николаев республикăри сăнаса тата тĕрĕслесе тăракан тăхăр органпа пĕр-пĕрне пулăшса, килĕштерсе ĕçлесси пирки килĕшĕве çирĕплетнĕ хыççăн ĕçлĕ хутшăнусем палăрмаллах лайăхланнине, вырăнти влаç тытăмĕсен ĕçĕн усăлăхĕ ÿснине палăртрĕ. Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев айăпа кĕнĕ ертÿçĕсенчен çирĕп ыйтмасăр, вĕсене явап тыттармасăр ун пек çитменлĕхсенчен хăтăлса пĕтме йывăррине çирĕплетрĕ. Çав вăхăтрах тĕрĕслевпе сăнав органĕсене кашни ыйту патне комплекслă пыма, кашни ене тĕплĕ итлесе, хак парса йышăну тума сĕнчĕ. «Тĕрĕслекен-сăнакан орган ял тăрăхне е муниципалитет йĕркеленĕвне пысăк суммăллă штраф парса ăна тата йывăртарах лару-тăрăва кĕртсе ÿкерет. Ун пек килсе ан тухтăр тесен пирĕн малашне те пĕр-пĕрне ăнланса, йывăрлăхра пулăшса ĕçлесчĕ...»


Юрий ПЕТРОВ

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.