Асăрханулăхпа сыхлăх кирлĕ
Иртнĕ эрнере Шалти ĕçсен министерствинче кибепреступленисен тата телефон урлă тăвакан преступленисен ыйтăвĕпе анлă калаçу ирттернĕ.
ШĔМĕн уголовлă шырав управленийĕн пай пуçлăхĕн заместителĕ Евгений Андреев каласа кăтартнă тăрăх, пĕлтĕр Чăваш Енре ултавпа çыхăннă 1058 преступление шута илнĕ. Вĕсенчен 102-шне ял-салара тунă. Ытларах Шупашкар, Çĕнĕ Шупашкар тата Канаш хулисенче, Улатăр тата Шупашкар районĕсенче пурăнакансем шар курнă.
Республикăра пурăнакансем ытларах «социаллă» ултавçăсен /социаллă ĕçчен, юмăç пăхакан, пыл сутакан/ серепине çакланаççĕ иккен. Çавăн пекех кĕсье телефонĕсемпе, Интернетпа усă курса тăваканнисем те йышлă. Банк карточкисемпе çыхăннă преступленисен шучĕ те юлашки вăхăтра йышлансах пырать. Пĕлтĕр кăна сотовăй çыхăну тата Интернет урлă пластик карточкăсенчен укçа вăрланă 674 тĕслĕхе шута илнĕ.
Шалти ĕçсен министерствин «К» пайĕн пуçлăхĕ Александр Смирнов пĕлтеренĕ тăрăх, çулталăк пуçланнăранпа кăрлач уйăхĕн 28-мĕшĕччен кăна банк карточкисенчен укçа çухалнă 49 тĕслĕхе шута илнĕ. Çынсем çухатнă укçан пĕтĕмĕшле виçи 1,3 млн тенкĕ ытла.
Ултавçăсенчен шар курас мар тесен сыхлăх нормисене çеç пăхăнмалла:
- карта пин-кочĕпе унпа çыхăннă информацие нихăçан та никама та каламалла мар;
- карточкăпа пин-кодне /ăна пăхмасăр пĕлсен тата лайăхрах/ нихăçан та пĕрле хумалла мар;
- карточкăна ют çынна памалла мар, банк ĕçченĕ те унпа сирĕн куç умĕнче усă куртăр;
- лавккара е урăх çĕрте карточкăпа тÿленĕ чухне сутуçăсене ăна тишкерме ирĕк ан парăр;
- укçа илнĕ чухне те хăрушсăр е сăнав вырнаçтарнă вырăнсенче ларакан банкоматсемпе çеç усă курма тăрăшăр. Кун пеккисене патшалăх учрежденийĕсенче, банксенче, суту-илÿн пысăк центрĕсенче вырнаçтараççĕ;
- банкомат чекĕсене унпа юнашар лартнă урнăна ан пăрахăр;
- тĕрлĕ операци тунă чухне юнашар сире ют çын сăнасран сыхланăр;
- Интернетра ĕçленĕ чухне пĕрремĕш хутчен йăнăш кăтартсан карточка информацине икĕ хутчен ан кĕртĕр, сайт иккĕленÿллĕ пек туйăнсан карточкăна хупса лартăр;
- банк ĕçченĕ ятĕнчен шăнкăравласа карточка информаципе кăсăкланакансене ан шанăр, кун пек чухне шăнкăравланă номере право хуралçисене пĕлтерĕр;
- карточка тĕлĕшĕпе ыйту сиксе тухсан ют çынпа мар, банк ĕçченĕпе канашлăр;
- банк карттипе çыхăнтарнă телефон номерĕнчен Интернетри тĕрлĕ сайта ан кĕрĕр;
- интернет-банка кĕмелли парольсене те ют çынна кăтартмалла мар.
Татьяна НАУМОВА.
Комментировать