Муханов космолог: “Хокинг пирĕн хыççăн - пĕрремĕш”

6 Фев, 2016

Ентешĕмĕре 30 ытларах çул каялла сĕннĕ теоришĕн халăхсен хушшинчи наградăпа чысланă

Халăхсен хушшинчи çуллен паракан "Границы знаний в фундаментальных науках" премие харăсах икĕ теоретик физик тивĕçнĕ - Британи ăсчахĕ Стивен Хокинг тата Раççей ăсчахĕ, Германире ĕçлесе пурăнакан Вячеслав Муханов. Вĕсем иккĕшĕ те пĕр пĕтĕмлетÿ патне пырса тухнă - галактикăсем тĕнче пуçламăшĕнчех квант флуктуацийĕсенчен пуçланса кайнă.

Галактикăсем Пысăк взрыв хыççăн 13 миллиард çул хушшинче йĕркеленнĕ. Чăн та, уçлăх сарăлсах пырать. Мĕн пулнă унăн пуçламăшĕнче? 1980 çулсенче Муханов та, Хокинг та, пĕр-пĕринпе çыхăнмасăрах, пĕр пĕтĕмлетÿ патне пырса тухнă: квант флуктуацийĕсем Уçлăх сарăлма пуçласанах пĕчĕк вăрăсем кăна пулнă, вĕсенчен каярахпа галактикăсем пулса кайнă. Ун чухне çак шухăша хăçан та пулин эксперимент шайĕнче çирĕплетесси пирки шухăшлама та пултарайман. Анчах та нумай та, сахал та иртмен - 30 çултан çак теорие ĕнентерме май килнĕ.

Вячеслав Мухановпа Би-би-си Вырăс уйрăмĕн корреспонденчĕ Роза Кудабаева калаçнă.

- Малтанах сумлă наградăна тивĕçнĕ ятпа саламлатпăр. Ăна Стивен Хокингпа пĕрле тивĕçни - хăй мĕн тери хисеплĕ! Эсир ăна саламларăр-и?

- Эпĕ ун патне Интернет урлă çыру ятăм. Анчах та унпа çак премие панă Фонд та интервью илес тĕллевпе çыхăнайман. Юлашки хут эпĕ ăна çур çул каялла ун ячĕпе йĕркеленĕ уявра Британире курнăччĕ.

- Наградăна тивĕçнĕ пĕтĕмлетĕве эсир çамрăклах - 20 çултах - тунă. Ун чухне Совет Союзĕ пулнă-тăр?

- Çапла, 1980-81 çулсенче пулнăччĕ ку. Анчах та физикăра экспериментпа çирĕплетмен теорин хакĕ çук. Вăл вăхăтра, шел те, космологире экспериментсен шайĕ çÿллĕ марччĕ. Ятарлă техника иртнĕ ĕмĕрĕн 90-мĕш çулĕсенче кăна аталанма пуçларĕ. Ун чухне СОВЕ спутник кăтартăвĕсене пĕрремĕш хут пĕтĕмлетнĕччĕ. Наука икĕ ертÿçи 2006 çулта Нобель премине тивĕçрĕç. Çакăн хыççăн вара космологире роволюци пуçланчĕ темелле. Çине-çинех экспериментсем ирттерме пуçларĕç: çĕр çинче те, уçлăхра. Малтан НАСА ирттерчĕ, унтан - Европа. Спутник 2009-2012 çулсенче тÿпери температура ылмашăвне тĕрĕслерĕ. Каярахпа унăн кăтартăвĕсене танлаштартăмăр та пирĕн теори тĕп-тĕрĕс пулни палăрчĕ.

- Теорие сĕннĕ чухне эсир аспирант пулнă. Асăрхарĕç-и сирĕн ĕçе?

- Асăрхарĕç, анчах та ун чухне çынсене космологи питех кăсăклантармастчĕ. Çут тĕнче мĕнле пулса кайнине тĕпчекенсем çине ытти физик çÿлтен кăна пăхатчĕ. Эксперимент çук, апла мĕн калаçмалли пур?

Тепĕр енчен, Совет Союзĕнче ку енĕпе темиçе шкул пурччĕ. АН СССР академикĕ Яков Зельдович етсе пыраканнинче космологи ыйтăвĕсемпе кăна ĕçлетчĕç. Каярахпа Нобель премине тивĕçнĕ Виталий Гинзбург та ун патĕнче Мускаври физтехра аспирантурăра вĕреннĕ. Эпĕ Лебедев ячĕллĕ физика институтĕнче ĕçлеме пуçланă чухне 23 çултаччĕ.

Шăрпăк курупкинчи галактикăсем

- Космологире нимĕн те тĕшмĕртмен çынсене хăвăрăн теорие епле ăнлантаратăр?

- Çут тĕнче сарăлсах пынине пĕлетĕр ĕнтĕ. 100 çул каялла кăна-ха этемлĕх Çут тĕнче çинчен пĕлсех кайман. Хамăрăн галактика, унти çĕр миллиард çăлтăр пирки тĕшмĕртнĕ-ха. Унсăр пуçне - уçлăхри ытти ĕмĕлкене курнă. Анчах та мĕн вăл - миллиард-миллиард çăлтăр-и е тата урăххи-и?

  Вячеслав Муханов 1956 çулхи юпа уйăхĕн 2-мĕшĕнче Канашра çуралнă. Хулари шкулта, 1973-1979 çулсенче Мускаври физикăпа техника институтĕнче вĕреннĕ. 1989 çулта доктор диссертацине хÿтĕленĕ. 1997 çултанпа - Мюнхенри Людмиг-Максимиллиан ячĕллĕ университетăн кафедра ертÿçи. Ăна СССР Наукăсен академийĕн ылтăн медалĕпе, Стокгольм университечĕн Оскар Клейн медалĕпе, Томалл премийĕпе /Швейцари/, Блез Паскаль премийĕпе /Франци/, Амальди медалĕпе /Итали/, Грубер фончĕн премийĕпе, Фридрих фон Шеллинг медалĕпе, Макс Планк ячĕллĕ медальпе чысланă. Вячеслав Федорович - Стенфорд университечĕн хисеплĕ лекто рĕ, Физика институчĕн хисеплĕ членĕ /Англи/, Нью-Йорк университечĕн хисеплĕ профессорĕ. Çуралнă тăрăха килсех çÿрет. Пĕлтĕр Канаш 90 çул тултарас умĕн тăван кĕтесре пулса курнă.

1920 çулта кăна, Лос-Анджелес çывăхĕнче 100 дюймлă телескоп вырнаçтарсан, çамрăк Эдвин Хаббл Андромеда тĕтринче уйрăм çăлтăрсене асăрхама пултарнă. Çакăн хыççăн уçмăланнă та - вĕсем те пирĕн пек галактикăсемех, кашнин хăйĕн миллиардшар çăлтăр.

Çак пĕтĕмлетÿ хыççăн Долпер эффектне палăртнă. Çывхаракан тата сирĕнтен аякка кайса пыракан пуйăсăн сасси тĕрлĕрен пулнине эсир асăрханă-тăр: малтан çинçе, кайран хулăнланать. Çут тĕнчере те çаплах пулса иртет. Çывăхри галактикăсем пирĕнтен çеккунтра 70-100 километр хăвăртлăхпа тараççĕ. Апла, Çут тĕнче сарăлса пырать, апла, тахçан вăл пĕчĕк пулнă, тен, шăрпăк курупкине те вырнаçнă.

Квант механики

- Сире çут тĕнче аталанăвĕн шăпах çак тапхăрĕ кăсăклантарать-и?

- Çапла. Ун чухне галактикăсем шăрпăк курупкинчен те пĕчĕкрех пулнă вĕт. Ку тĕслĕхре квант механикин пĕлтерĕшĕ пурах.

Эпир Геннадий Чибисовпа пĕрле ĕçленĕччĕ. Çут тĕнче аталанăвне гравитаци тăнăçсăрлăхĕпе çыхăнтарса тĕпчеме тĕв турăмăр. Чăн та, пирĕн теорие тепĕр пин çултан, тен, эксперимент ирттерсе çирĕплетме пулать тесе шухăшланăччĕ. Кам пĕлнĕ техника çапла хăвăрт аталанасса?

- Стивен Хокинг та çав тапхăртах çитнĕ-и çак шухăш патне?

- Çапла, çав вăхăталлах, анчах пурпĕрех - пирĕн хыççăн, çулталăкран. Хокинг пирĕн хыççăн - пĕрремĕш.

- Сирĕн теори пирки пĕлнĕ-и вăл?

- Ку ыйтăва хуравлаймастăп вара эпĕ - пĕлместĕп. Статья пичетлесе кăларнăччĕ, паллах, эпир. Анчах та ку ниме те пĕлтермест. Вăт Яков Зельдович çакна тÿрех хакларĕ, эспериментпа çирĕплетме май пулмасан та. Ун чухне пирĕн теори Гримм юмахĕсене кăна аса илтеретчĕ-ха.

- Каярахпа сирĕн пурнăç мĕнле йĕркеленчĕ? Чикĕ леш енне хăçан куçса кайрăр?

- 1991 çулта Швейцарие куçса кайрăм, Цюрихра 6 çул ĕçлерĕм. 1998 çулта Германие куçрăм, çавăнтанпах - Мюнхенра.

- Халĕ космологи тĕлĕшпе ăсчахсем те шухăшĕсене пачах улăштарчĕç ахăр?

- Тÿпе температурин флуктуацине виçме пуçланăранпа йăлт улшăнчĕ. Космологи эксперимент тĕп дисциплинисенчен пĕри пулса тăчĕ.

Экспериментсем çумне нумай-нумай телескоп хутшăнчĕ. Халĕ ку тĕлĕшпе çĕнĕ пĕр шухăш хыççăн теприне калаççĕ.

2013 çулта физика енĕпе Нобель премине Питер Хиггса /Британи/ тата Франсуа Энглера /Бельги/ бозон пайĕсемшĕн пачĕç.

Хура энерги

- Халĕ мĕн тĕлĕшпе ĕçлетĕр?

- Çут тĕнче юлашки вăхăтра тата пысăкрах хăвăртлăхпа сарăлса пынине тĕпчетпĕр. Галактикăсем пĕр-пĕринчен питĕ пысăк хăвăртлăхпа айккине тарса пыраççĕ. Çакă йăлтах хура энергие - вăл Çут тĕнчен 75 процентне йышăнать - пулса пырать. Вăл ăçтан пулса кайнине ниепле те пĕлейместпĕр-ха.

Эпир унсăрах аталанма пултаратпăр. Маларах вара вăл чăнах та кирлĕ пулнă - Çут тĕнчене аталанма. Анчах та шăпах халĕ мĕншĕн вăл çав тери пĕлтерĕшлĕ пулса кайнă - паллă мар.

Хамăн пуçăмпа çапла та шухăшласа пăхатăп - тен, Аслă Турă пире çапла асăрхаттарать? Маларах та çакăн евĕр пулнă лару-тăру, анчах та ун чухне шăпах хура энергие пула кăна аталанса кайнă Çут тĕнче. Хура энерги пушă вырăнта матери çуратма пултарать.

- Апла эсир чи пуçламăшне курма пултарнă. Малашлăха вара курма пулать-и?

- Ырăпа вĕçленмесси паллă ĕнтĕ. Анчах та конкретлă кам калама пултарĕ çакна? Хура энергипе тĕрĕс мĕнле усă курмалли те паллă мар. Пĕр сăмахпа, çав энергишĕн кам яваплă - унăн тыткаларăшĕнчен, шухăшĕнчен килет йăлтах. Мĕншĕн тесессĕн хура энерги аркансассăн миллиард-миллиард çултан галактикăсем пĕр-пĕринчен пачах аякка кайса кăна мар, тÿперен те çухалĕç. Тÿпе чухăнланса юлĕ, мĕншĕн тесессĕн çăлтăрсем те çуталмĕç. Нимĕн те пулмĕ тесен тĕрĕсрех-тĕр...

- Савăнмалли çукрах...

- Тепĕр енчен, çĕнĕ Çут тĕнче йĕркелес енĕпе нимĕнле кăткăслăх та пулмĕ. Пĕри çухалать, тепри пулать...

Паянхи ăслăлăх

- Раççейри паянхи ăслăлăх пирки мĕн калама пултаратăр?

- Унта та пит савăнмаллиех çук. Правительствăн кăшт та пулин ытларах тимлĕх уйăрмалла ăслăлăха, унăн пĕлтерĕшне ăнлансан та аван. Çак ыйтăва татса паракан çынсем ăслăлăх пĕлтерĕшне пачах та ăнланман пек туйăнать мана. Пурте çĕнĕ технологисем çинчен калаçаççĕ, анчах вĕсем пушă вырăнта çуралмаççĕ вĕт-ха. Вĕсене шухăшласа кăларакансене пулăшу кирлĕ. Пултаруллă çамрăксем бизнеса кăна мар, ăслăлăха та явăçчăр тесе тăрăшмалла. Шалăвĕ темиçе пуспа танлашакан аспиранта темиçе пин тенкĕ сĕнсен, паллах, вăл иккĕмĕшне пĕр шухăшласа тăмасăр суйласа илĕ, мĕншĕн тесессĕн унăн та çемйине тăрантармалла. Совет тапхăрĕнче çамрăк ăсчахсен аталанмашкăн чаплă условисем пулнă тесе калаймăп, анчах та ун чухне пурне те пĕр пек майсемпе тивĕçтернĕ. Унсăр пуçне çамрăксене ăслăлăх илĕртнĕ, унпа аппаланни сумлă шутланнă.

- Анăçа тухса кайма та май пулман...

- Анăç ун чухне совет çыннисемшĕн пулман та тесен тĕрĕсрех-тĕр. Маншăн та çавах. Анчах та эпĕ Мускаври чи сумлă институтсенчен пĕринче ĕçлеттĕм, чи чаплă физиксемпе хутшăнаттăм. Гинзбургсăр пуçне Зельдовичпа, Сахаровпа, Марковпа çыхăну тытаттăм. Зельдовича, Сахарова тата Гинзбурга Совет Союзĕн атом тата водород бомбишĕн тав туса пуçа таймалла. Вĕсем çамрăк ĕçтешĕсене питĕ пулăшса пыратчĕç. Ку вара пире лăпкăн ĕçлеме май паратчĕ. Виталий Гинзбург çавăн пекех калатчĕ: "Ĕçлĕр. Манăн тĕллев - сире чăрмантармалла мар”. Ăслăлăха хисеплеме эпĕ Гинзбургран вĕрентĕм. Зельдович вара пÿрни вĕçĕсем таранчченех - физикчĕ, вăл кирек мĕнле ыйтăва та шутласа тăмасăрах хуравлама пултаратчĕ.

Хам пирки çакна кăна калама пултаратăп - ĕçĕмпе питех те кăмăллă, мĕншĕн тесессĕн вăл мана килĕшет кăна мар, тивĕçтерет те.

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.