Пĕтĕмпех - пĕр центрта

5 Фев, 2016

Федерацин налук службин республикăри управленийĕнчен пĕлтернĕ тăрăх - нарăсăн 1-мĕшĕнчен Чăваш Енре Юридици тытăмĕсене тата уйрăм предпринимательсене регистрацилекен пĕрлехи центр ĕçлеме пуçларĕ. Вăл Шупашкар хулин налук инспекцийĕнче, Патрис Лумумба урамĕнчи 8-мĕш çуртăн 4-мĕш хутĕнче, вырнаçнă.

Çак кунран тытăнса юридици тытăмĕсене тата уйрăм предпринимательсене патшалăха регистрацилеме паракан мĕнпур документа çак центрта йышăнĕç, вăлах тивĕçлĕ йышăнусем тăвĕ. Чăваш Енри налук тÿлекенсем, Шупашкар хулин тулашĕнче вырнаçнисем, документсене Пĕрлехи центра е хăйсем вырнаçнă вырăнсенчи налук органĕсене, çавăн пекех патшалăхăн тата муниципалитетсен пулăшу ĕçĕсене кÿрекен нумай функциллĕ центрсене пама, унтанах илме пултараççĕ.

Юридици тытăмĕсен тата уйрăм предпринимательсен пĕрлехи патшалăх реестрĕсенчи кăтартусене унчченхи пекех кирек хăш налук органĕнче ыйтма пулать. Çав вăхăтрах юридици тытăмĕ йĕркеленине тата уйрăм предпринимателе регистрацилемелли вăхăта 3 ĕç кунĕ таран чакарнă /унччен 5 ĕç кунĕ пулнă/. Патшалăх регистрацийĕшĕн тÿлемелли патшалăх пошлинине хывмалли реквизитсем улшăннă. Кирек ăçта вырнаçнă пулсан /пурăнсан/ та укçа йышăнаканăн реквизичĕсенче Чăваш Енри УФКна /Раççей ФНСĕн Шупашкарти инспекцийĕ/ кăтартмалла.

К.НИКОЛАЕВ.

Теги: 
Автор: