Пуринчен те нумайрах вĕçнĕ çын

15 Мар, 2014

Тивĕçлĕ канăва тухсан çын килсĕр пурăнаймасть тесе шухăшлама хăнăхнă. Вăл хăш-пĕр чухне кăна унта та кунта тухать, çул çÿресех каймасть, самолетпа нихăçан та вĕçмест темелле. Хаклă пулнипе кăна мар, «тухтăрсем хушмаççĕ». Çапах та официаллă йĕркепе планета çинче час-часах вĕçекен çын тесе йышăннă Фредерик Финн 73 çулта.

Талăкра 3 хут - Атлантика урлă

Тусĕсемпе ĕçтешĕсем Фреда çурăм хыçĕнче Вĕçекен Финн тесе чĕнеççĕ. Вăл финн мар, акăлчан тата кăштах украин, мĕншĕн тесен юлашки 8 çулта Полтава çывăхĕнчи Комсомольскра пурăнать. Финн - унăн хушамачĕ.

Фредерика çуралнă кĕтесĕнче Аслă Британире тупма май килчĕ.

- Эпĕ нихăçан та нумай вĕçме ăнтăлман, - терĕ пирĕнпе скайп урлă çыхăннă Финн. - Пĕрремĕш вĕçев 13 çулта чухне пулчĕ. Пирĕн çуртран инçех мар аэродром вырнаçнăччĕ, унта самолетсем вĕçсе хăпарнине, анса ларнине курма çÿреттĕм. Пĕррехинче летчик пĕрле вĕçме сĕнчĕ.

18 çула çитсен вăл канцеляри таварĕсем кăларакан вырăнти компание вырнаçнă. Чи çамрăкки пулнă май Фина командировкăсене час-часах янă. Ытларах чухне океан урлă - Англирен АПШна тата Канадăна.

- Тепĕр чухне эрнере 3-4 хут самолетпа вĕçме тиветчĕ, - аса илет Фред.

Малтанах вĕçевсем халтан янă - нумай вĕçмелле, ларма тăвăр. Лондонпа Нью-Йорк хушшинче çĕнĕ йышши «Конкорд» самолетсем çÿреме пуçласан çул 3-4 сехет таранччен кĕскелнĕ. Пĕррехинче талăкра виçĕ хут Атлантика урлă каçма пултарнă. Ку енĕпе ăна çитекенни никам та пулман.

Уйăх патне 31 хут çитсе килнĕ

Финн 73 çул тултарнă тĕле мĕн чухлĕ вĕçнине пĕлмест - тахçан шутланă, халĕ пăтрашăнса кайнă. Юратнă «Конкордне» çеç ас тăвать: 718 авиавĕçев, пĕтĕмпе 24 млн ытла километр /ку Уйăх патне 31 хут çитсе килнипе шайлашуллă/. Икĕ кăтартăва та Гиннесс рекорчĕсен кĕнекине кĕртнĕ. Çапах та нумайăшĕ çакăнпа килĕшесшĕн пулман.

- Пĕррехинче сайтра эпир Финн мистера пирĕн авиалинисен самолечĕпе çĕр хут вĕçнĕ ятпа саламларăмăр, - терĕç «Украинăн пĕтĕм тĕнчери авиалинийĕсенче» /вĕсем ăна чи юратнă клиент вырăнне хураççĕ/.

- Çавăнпа пĕрлех ытти пассажира тĕнчере вăл час-часах вĕçекен пассажир пулнине аса илтертĕмĕр. Çакна эпир мар, Гиннесс рекорчĕсен кĕнеки çирĕплетнĕ. Пирĕн пата тÿрех çырупа тухрĕç: ку апла мар, Раççейре тĕнчери мĕн пур çĕр-шыва вĕçсе кайса килнĕ çынсем пур, Фред вĕсенчен çурринче кăна /тĕрĕсрех, 139-шĕнче/ пулнă. Çапах та вăл мĕн пур çĕр-шыва çитме ăнтăлмасть. Унăн рекорчĕ - вĕçевре ирттернĕ çухрăмсен хисепĕ.

Вăхăт иртнĕçемĕн Фред Финн паллă çын пулса тăнă. Ăна самолетсенче паллама пуçланă. Фред каласа кăтартнă тăрăх - пĕррехинче вăл вĕçеве хатĕрленнĕ чухне вырăнсем пулман, вара пĕр авиакомпани ăна экипаж членĕсем валли уйăрнă вырăна лартнă.

Тĕлĕнме кирлĕ те мар ĕнтĕ, çынсене тÿпере илсе çÿрекенсем Финн шухăшне тĕпе хума тытăннă. Ричард Брэнсон миллиардера Финн лешĕ авиакомпани йĕркеленĕ чухне пулăшнă. Тĕслĕхрен, халĕ самолетсенче минтерсемпе, тапăчкипе, ÿте нÿретекен кремсемпе никама та тĕлĕнтереймĕн, çапах та веçех Финн Брэнсон авиакомпанине панă сĕнÿ-канашран пуçланнă.

Вăхăт иртнĕ май Вĕçекен Финн çĕр çинчи ĕçне пăрахнă, авиалинисенче ĕçлеме пуçланă.

Самолет тĕп вырăнта мар

Вĕçекен Фредăн харпăр хăй пурнăçĕ нумай вăхăт кирлĕ пек йĕркеленеймен. 65 çул тултарнă тĕле Фред икĕ хутчен уйрăлнă. Арăмĕсем ăна пăрахнă, мĕншĕн тесен упăшки уйăхĕ-уйăхĕпе килте пулмасан ку вăл çемье мар паллах. Фред пĕчченлĕхпе çырлахнă та темелле, анчах та 2006 çулта Аллăна тĕл пулнă.

- Эпир Интернетра паллашрăмăр. Каярах эпĕ Украинăна ĕçпе кайнăччĕ, тĕл пултăмăр, пĕрре курсах юратса пăрахрăм, - аса илет Финн. - Украинăра эпĕ «Дискавери» канал валли документлă фильм ÿкереттĕм.

Фредран чылай çул кĕçĕнрех Алла та юратса пăрахнă. Уншăнах Британи арçынни Полтава тăрăхне куçса килнĕ, акăлчанла та кунта пĕр Алла филолог çеç калаçать пуль.

- Унпа паллă çын пулнипе, çул çÿреме май пуррипе паллашман - эпĕ ниçта та вĕçместĕп, хăратăп, - тет Алла. - Фред ыттисем пек çынах. Вăхăта çемьепе ирттерме юратать, тутлă апат хатĕрлет. Килти ĕçсене те манпа пĕрле пайлать: кĕпе-тумтир çăвать, кил-çурта тирпейлет, украин арçыннисенчен çакна кĕтсе илеймĕн.

Мăшăрĕ килте çулталăкне 3 уйăх кăна пулнипе Алла тахçанах çырлахнă ĕнтĕ.


Елена Мильчановска.

/«Собеседник»/

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.