Пурнăçра çухалса ан кайччăр кăна

5 Фев, 2016

Ытлă-çитлĕ пурăнакан çемье, таврара ырă ят-сумпа палăрса тăракан ашшĕ-амăшĕ, улми улмуççинчен аякка ÿкменнине ĕнентерсе пултарулăхне тĕрлĕ енчен уçса паракан ачисем... Телее пурлăхпа мул калăпăшĕпе мар, кăмăл-сипетпе ăс-хакăл пуянлăхĕпе виçекен çынна, пĕр шутласан, кунран ытла мĕн кирлĕ-ши? Ырăран та ыррине шырамаççĕ теççĕ мар-и? Анчах вулаканăма паян паллаштарма тĕв тунă çемье хăйĕн ырлăхĕшĕн кăна çунса лăпланайманнисен йышĕнчен мар, ыттисене те ырă тума васкакансен ретĕнчен. Çак пахалăхпа уйрăлса тăмасан виçĕ ачине ура çине çирĕп тăратнă Степановсем хăйсен çемье ăшшине çичĕ ют пепкепе те пайланине тата мĕнпе ăнлантарма пулать-ха? Тăлăх тата ашшĕ-амăшĕн хÿтлĕхĕсĕр юлнă ачасем тĕлĕшпе мĕнле-мĕнле çивĕч ыйту сиксе тухма пултарасса хăйсен профессине кура малтанах лайăх пĕлнĕ-çке: кил хуçи Владислав Васильевич - шкул директорĕн воспитани енĕпе ĕçлекен заместителĕ, унăн мăшăрĕ Вера Даниловна - соцпедагог. Паллах, малтан пĕр ачана илесси çинчен çеç шухăшланă. Çулсем иртнĕçемĕн апата ларнă чухне хурса тухакан кашăк шучĕ ÿссех пынă.

Ача илесси сĕтлĕ ĕне шырасси мар

Ача усрава илекен çемьесем республикăра йышланнăçемĕн кунашкал кил-йышсене общество та йĕркеллĕ йышăнма хăнăхрĕ. Çакнашкал юхăм Раççейре пуçланса кайсанах чи хăюллисем тавра сас-хура та чылайччĕ. Çавна пулах, калаçу пуласса пĕлетăркачах хăйсен йышăнăвĕнчен пăрăнманнине кура, унашкаллисем тата ытларах хисепе тивĕç пек туйăнать. Степановсем - çав шутра. Ача çурчĕсене майĕпен пушатса пымалли, обществăшăн юрăхлă çын пулса ÿстĕр тесен кирек мĕнле ачан та çемьере аталанмалли çинчен Раççей Правительствин представителĕсем тимлесех калаçма тытăнсан, «Найди меня, мама» телекăларăма пăхмассерен общество пурнăçĕнче яланах хастар Вера Даниловнăн чунĕнче ырă шухăш çуралать. Чăн та, ун пек пĕлтерĕшлĕ йышăну тума мăшăрĕ, ачисем хутшăнмасăр пулмасть. Телее, никам та хирĕçлемен. Шкул пĕтерсе хăйсен малашнехи çул-йĕрне суйласа илнĕ Ирина, Сергей, Марина ашшĕ-амăшне пысăк çуртра пурăнма хаваслăрах пуласса шаннă.

- Районти опекăпа попечитель канашĕн специалисчĕсемпе канашланă, асăннă темăпа çыхăннă чылай информаципе паллашнă, ача усрава йышăнакан ашшĕ-амăшĕн шкулĕнче вĕреннĕ хыççăн Шупашкарти Калинин районĕн администрацийĕнче пĕр-пĕр тăлăха хÿтте илме хатĕрри çинчен ыйтса çыртăмăр. Çав документра мĕн-мĕн палăртмаллине курсан куç-пуç алчăраса кайрĕ: ача ÿсĕмне, çÿç, куç тĕсне мĕнлерех курни пирки асăнмалла иккен. Эпир япала суйлама шут тытман вĕт-ха! Ĕне туянма кайсан сĕт çулĕсене, çиллине, ытти-хыттине пăхнине аса илтерчĕ çакă. Пирĕншĕн ачан сăнĕ-кĕлетки мар, вăл арçын ача е хĕрача пулни те пĕлтерĕшлĕ марччĕ. Ача çуртĕнче чи малтан курнă шăпăрланах - Вадима - хамăр пата пурăнма куçмашкăн сĕнтĕмĕр. Çапла 2008 çулхи нарăс уйăхĕнче çемье историйĕн çĕнĕ страници уçăлчĕ, - аса илет кил ăшшин управçи.

Пĕрремĕш класра вĕренекен Вадим, ашшĕ-амăшĕ сывă çĕртех ача çуртне лекнĕскер, Степановсен килĕнче хăйне хăтлă туйни кăмăллă калаçăвĕнчен палăрнă. Çутă сăнлă, кăтра çÿçлĕ ача малтан курнă пурнăç ун шăпипе çыхăнман та тейĕн. Анчах... Çĕнĕ çемьере пурăнма тытăнсан ача çуртне тахçан лекнисемшĕн малтан мĕн тÿсни йăлтах сĕвĕрĕлсе йĕр хăвармасăр çухалас пулсанччĕ. Чăннипе, кунашкал тĕлĕнтермĕш пин тĕслĕхре миçе-ши?

- Килте йăлтах йĕркеллĕччĕ. Шкулта - пачах урăхла. Светлана Зельтер, пуçламăш классен вĕрентекенĕ, чăтăмлăх çитерсе пирĕнпе пĕрле Вадима хăйне тытма вĕрентес енĕпе утăм хыççăн утăм тунăшăн тем пекех хĕпĕртетпĕр. Пуçламăш классенче ăса хывни яланлăх никĕс тесе ахальтен каламаççĕ. Халĕ Вадим - тăххăрмĕш класс ачи, Светлана Вениаминовнăпа вĕреннĕ правилăсене паян та пăхмасăр каласа пама пултарать, - ют ачана пăхасси пĕртте çăмăл маррине ĕнентереççĕ хăйне кирек мĕнле лару-тăрура та алăра тытакан педагог-амăшĕн сăмахĕсем.

Пурнăçа вĕрентесси - тĕп тĕллев

Вера Даниловнăпа Владислав Васильевич ĕçлекен ашшĕ-амăшĕ пулнă май Степановсемшĕн ыйту сиксе тухнă: хăйсем ерçеймен чухне Вадима кичем мар-и?

- Ачан шкултан таврăнсан урок тунипе кăна çырлахма çук-çке. Уçăлса çÿреме, выляма, кĕнеке вулама, хушăран - ашкăнма та юлташ кирлĕ. Çапла тепĕр ача илме шухăш тытрăмăр. Çĕнĕ Шупашкар ачи Паша пулчĕ вăл, - хутшăнать пирĕн калаçăва Владислав Васильевич. - Уçă кăмăллăскер кирек мĕнле лару-тăрура та вырăнлă сăмах тупса çын кăмăлне çавăрма пĕлет. Пăтăрмахсем унăн пурнăçĕнче те сахал мар пулнă. Телее, чунĕпе хытман.

Кристина, хÿтлĕхе илнĕ виççĕ­мĕш ача, амăшне пÿрт-çуртра тирпейлеме пулăшакан пуласса шаннă Степановсем. Шаннă йăвара - кайăкĕ... Пĕр кашăк пылпа çăтса ямалли чипер хĕрачана хăйĕн хыççăн тирпейлеме те вĕрентекен пулман-мĕн.

Апла-и, капла-и - йывăрлăх­сене парăнма хăнăхман мăшăр пĕчĕккĕн-майĕпен ĕç çумне çыпăçма хăнăхтарнах тăван ашшĕ-амăшĕшĕн «кирлех мар» пулса тăнă ачасене. «Апла юрамасть» тесе вăрçса-хăртса мар, пурнăçа урăхла майпа йĕркеллĕн çавăрса пыма çуккине тĕслĕхсемпе çирĕплетсе, чăн педагогла чăтăмлăн ăнлантарса. Вĕрентсен упа та ташлама хăнăхать. Халĕ акă канмалли кунсенче йышлă çак çемьере кĕрĕк арки йăваласа вăхăт ирттерекен пачах çук: пĕри кĕпе-йĕмне çăвать, тепри кухньăра апат хатĕрлеме пулăшать, виççĕмĕшĕсем картише юртан тасатаççĕ...

Çул çитменскерсене «ытлашши ĕçлеттересрен» тăлăхсене йышăннă çемьесене хытă сăнаççĕ. Анчах ача çуртĕнчен тухакансен чи пысăк çитменлĕхсенчен пĕри ĕç воспитанийĕ çителĕксĕр­ри пулнине влаçри çынсем хăçан шута илĕç-ши? Çăкăр сĕтел çине епле майпа килсе выртнине хăйсем курса ÿсни потребитель туйăмĕпе витерĕнсе хатĕррине кăна кĕтсе ларакансем пулса çитĕннинчен сиенлĕрех-им? Çак ыйту Степановсене те шухăшлаттарать. Вĕсем хăйсем канлĕ пурăнассишĕн тĕмсĕлсе мар, пуласлăхра çавнашкал ачасем çухалса ан кайччăр тесе ĕç çумне çыпăçтарасшăн-çке вĕсене. Сăмах май, çак тĕллевпе вунтăваттă урлă каçнă ачисене çуллахи каникул вăхăтĕнче ĕçе официаллă йĕркепе вырнаçтарма тăрăшаççĕ. Укçа-тенки, мĕн чухлĕ пулсан та, хăйсен перекет кĕнекинче пухăнать-çке.

Чуна панин çимĕçĕсем

Вадим, Паша, Кристина вăхăт иртнĕçемĕн улшăнса, аталанса пынине Шупашкар районĕнчи Тренкасси шкулĕн ĕçченĕсем хăйĕн тĕслĕхĕпе çирĕплетме пултараççĕ. Коллектив ачасене шăв-шав çĕклемесĕр йышăнни - Владислав Васильевичпа Вера Даниловнăшăн хаклă та пĕлтерĕшлĕ тĕрев. Икĕ çул каялла ав районти опека органĕ ырăпа палăрнă çемьене тата тăватă пĕртăвана йышăнма ыйтнă. Кÿршĕ ялта пурăнакан Максимовсем амăшĕпе кăна ÿснĕ. Вăл çут тĕнчерен уйрăлсан пĕринчен тепри пĕчĕкрех ачасем хăр тăлăха юлнă.

- Пач кĕтмен çĕртен пулчĕ çак хыпар-сĕнÿ. Шухăшласа çÿремелĕх вара вăхăт та çук - шăпăрлансен малашнехи шăпине виçĕ кунра татса памалла. Çĕнĕ çул умĕн пулчĕ ку. Çемье канашĕ пухрăмăр, хамăр çуратнă тата усрава йышăннă ачасемпе тивĕçлĕ органа мĕнле хурав памалли пирки шухăшларăмăр. Ÿсĕмне кура тăлăхсене тĕрлĕ ача çуртне леçес хăрушлăх пуррине пытармарăмăр. Кун çинчен илтсен пирĕн ачасем пÿлĕмсенче хĕсĕнме, çĕннисене пирĕн çумарах вырăн пама хатĕрри çинчен пĕлтерчĕç. Çапла Çĕнĕ 2014 çула халичченхинчен чылай пысăк йышпа кĕтсе илтĕмĕр, - аса илет мăшăр.

Ашшĕ-амăшĕшĕн чи пысăк чыс - ачисен çитĕнĕвĕсем. Вĕсем - малалла пурăнма хавхалантаракан уçă варкăш пекех, тăрăшни сая кайманнине çирĕплетекен кăтарту. Епле савăнмăн-ха?! Акă Вадима кунта илсе киличчен сывлăхĕ хавшаккине пула сусăррисен йышне кĕртесшĕн пулнă. Астмăпа аптăракана чупма мар, вăрах вăхăт хыпаланса утма та чарнă. Паян вăл хăй вĕренекен класра - турникран чи нумай хут туртăнакан, каратэпе туслăскер çак кунсенче кăвак пиçиххине тивĕçнĕ. Ăс-тăн çивĕчлĕхĕ те пур: математика, физика, информатика задачисем Вадимшăн - шăл çемми. Хăйĕн профессине инженери специальноçĕпе çыхăнтарасшăн. Чун киленĕçĕ вара уншăн - йывăçа эрешлесе каскаласси. Технологи вĕрентекенĕ Николай Николаев вĕрентсе пынипе чаплă журнал сĕтелĕ те ăсталанă маттурскер.

Паша çитĕнĕвĕсенче Степановсен тăван ывăлĕн Сергейăн тÿпи - пысăк. Шăллĕсене хăй ĕçлекен компани волонтер пулса йĕркелекен çар лагерĕсене явăçтарать, салтак пулма хатĕрлентерет. Ахальтен мар Паша, хальлĕхе Шупашкарти строительство техникумĕнче вĕренекенскер, Рязаньти çар училищине лекме ĕмĕтленет.

Кристинăн алă шăнăрĕсем çи­рĕппи­не Владислав Васильевич малтанах асăрханă, хĕрачана тÿрех армспорт енĕпе аталантарма пуçланă. Хĕрачана ташă илеме туйма, шухăшлама вĕрентессине шута илсе хореографи студине те çÿретнĕ. Ушкăнпа пĕтĕм тĕнчери пултарулăх конкурсĕсене те хутшăннă Кристина. 2014 çулта Болгарире «Сияние» студи лауреат ятне илнĕ. Çапла тĕрлĕ енчен хастарлăх кăтартакан хĕрача пĕлтĕр ЧР Пуçлăхĕн стипендине илсе тăма тивĕçнĕ. Шкул çулне çитмен ачасемпе ĕçлекен воспитатель пулас ĕмĕтпе халĕ Шупашкарти колледжра пĕрремĕш çул вĕренет.

10 мăшăр йĕлтĕр....

Максимовсем те хăйсемшĕн тăрăшакан иккĕмĕш ашшĕпе амăшĕн шанăçне тÿрре кăларасси пирки иккĕленместпĕр. Паянлăха чи пĕлтерĕшли - вĕсен пичĕ çинче йăлтăр кулă выляни, аслисем явăçтарнипе сывă пурнăç йĕркине хăнăхса пыни. Каласа хăварам: Степановсен килĕнче паянхи куна - 10 мăшăр йĕлтĕр, 10 велосипед. Вĕсем тусан пухса выртмаççĕ! Этемĕн хăй хутлăхĕнчи тавралăхпа çураçура пурăнмаллине Степановсен çемйинче кашниех пуçа чикнĕ. Пысăк йышпа похода каясси - кил-йышăн ырă йăлисенчен пĕри.

Йăла тенĕрен, вĕсен шутне православи тĕнĕн йĕркине хисеплесси те кĕрет. Катя, Ваня, Саша, Сергей унччен тĕне кĕмен. Тренкассинче пурăнма тытăнсан Максимовсене çĕнĕ çемье чиркĕве илсе кайса шыва кĕртнĕ. Хĕресна амăшĕсемпе ашшĕсем - Степановсен «аслă гвардийĕ» /усрава маларах илнисене шÿтлесе çапла калаççĕ хăйсем/ тата хăйсен тăван ачисем.

Сывпуллашас умĕн çур ĕмĕр урлă каçнă пысăк чĕреллĕ çынсене - Вера Даниловнăпа Владислав Васильевича - мĕн пăшăрхантарни пирки кăсăклантăм.

- Ачасен пуласлăхĕ. Хамăр вĕсемшĕн мĕн тума пултарнине пурнăçлатпăр пек туйăнать. /Кĕç-вĕç 18 тултараканнисен хваттер ыйтăвне Степановсем чылай малтан, темĕн чухлĕ суд витĕр тухса, татса панă. - Авт./ Пурнăçа йĕркелеме пулăшакан хăнăхупа, ку таранччен панă пĕлÿпе кирлĕ пек усă курса кун-çулне этем ретлĕн тăсĕç-и - акă мĕн шухăшлаттарать. Паянхи кун эпир вĕсемшĕн - тĕслĕх. Çакă йăлтах лайăх пуласса шанăç кÿрет, - чунне уçрĕç вĕсем.

Ирина ПУШКИНА.

Çемье архивĕнчи сăнÿкерчĕк

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.