Пĕр йăхрисем - пĕр кĕнекере
Атте-анне пурăннă чухне вĕсенчен ыйтса пĕлсе тата архиври документсене тĕпчесе çемье историне çырас шухăш чылай çул канăç памарĕ. Литература çулталăкĕнче йăхри çынсен асаилĕвĕсемпе усă курса мăнуксем валли «Ĕмĕр асăнмалăх» /Память на века/ кĕнеке хатĕрлесе кăлартăмăр.
«Тăван тăваллах туртать», - тенĕ ĕлĕкех. Çавăнпа йăх-несĕле хисепленĕ, вĕсен шухăшĕсене, йăли-йĕркине тăсса пыма тăрăшнă. Темиçе сыпăкри тăванĕсемпе те килĕштерсе пурăнма пултарнă. Ачаранах астăватăп: пирĕн атте-анне ваттисене асăннă кунсенче те йăхри çынсемпе пĕрлеччĕ. Вĕсен туслăхĕ пысăк ĕçсем тунă чухне те палăрнă. Тăвансем пĕр-пĕрин патне уявсене те çÿренĕ. Кашни праçникĕн хăйĕн йĕрки пулнă. Хăнасем пуçтарăнса çитсен ватă çынсене мала лартса ĕçке-çике кĕреке юрри юрласа пуçлатчĕç. Ваттисем çамрăксене халал паратчĕç.
Пурнăç пĕр вырăнта тăмасть, вăхăт иртнĕçемĕн йăла-йĕрке те улшăнса пырать. Пĕр йывăç та вăйлă тымарсăр хитре те çирĕп ÿссе çитĕнеймест. Çавăн пекех çынсен те хăйсен йăх-несĕл тымарĕ çинчен пĕлмеллех. Мăн асаттесен ырă йăли-йĕркине тытса, çамрăк ăрăва вĕрентсе пырсан йăх тымарĕ вăйлă, вулли кĕрнеклĕ, турачĕ йышлă пулать.
Маргарита МИХАЙЛОВА.
Сĕнтĕрвăрри районĕ,
Хуракасси ялĕ
Комментировать