Çулталăк - Архиповсăр

5 Фев, 2016

Ĕçтешĕмĕр, общество деятелĕ Геннадий Архипов пирĕнтен яланлăхах уйрăлса кайнăранпа çулталăк çитрĕ.

Геннадий Николаевич «Хыпар» Издательство çурчĕн ĕçченĕсемшĕн те ют çын мар. Паян хаçатра вăй хуракансенчен чылайăшĕпе И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнче пĕрле вĕреннĕ. Унтан 1984-1992 çулсенче «Хыпар» хаçатăн ятарлă корреспондентĕнче ĕçленĕ. 1992 çулта Геннадий Николаевича ЧР Патшалăх Канашĕн депутатне суйланă. Вăл Культура, вĕрентÿ тата пичет енĕпе ĕçлекен комитета ертсе пынă. Çакă ăна ун чухне те пичет ĕçĕпе çывăх пулма пулăшнă.

1997 çулта Чăваш наци конгресĕн президентне суйласан та «Хыпарпа» тытакан çыхăну татăлмарĕ: ЧНК ушкăнĕпе пирĕн журналистсем те йăхташăмăрсем пурăнакан вун-вун регионта пулчĕç.

Çулталăк сансăр пурăнтăмăр, ĕçÿсем манăçмĕç, çутă сăнару асăмăрта пулĕ.

Н.СМИРНОВА.

Теги: