Наталья Крачковская актриса: «Тĕп вырăнта яланах çемье пулнă»

15 Мар, 2014

Наталья Леонидовна - Раççей тава тивĕçлĕ артистки. 40 çул ытла ĕçлесе вăл 70 ытла фильмра ÿкерĕннĕ. 2013 çулта 75 çул тултарнă.

- Арçынсем чăнахах та сирĕнпе ÿкерĕнме хăранă-и? Сирĕн пирки ыттисене пăхăнтарма юратать тенĕ, çапла вара вĕсем режиссерсене рольтен хăтарма та ыйтнă. Çаплах-и ку?

- Пулнă çавнашкал шухăш. Анчах та ку маска кăна. Çапла, вăйлă, çапах та пурнăçра пулăшма пултарнă хаярлăх çук манра. Кÿрентерме те çăмăлах мана...

- Актерсенчен нумайăшĕ Булгаковпа çыхланма хăрать. Юрий Кара режиссера хурав париччен нумай шухăшларăр-и?

- Вылянă май хама яланхи пек мар туяттăм. Анчах та çамрăклăх! Нумай япалана ăнланман. Ÿкерĕннĕ чухне актерсене пĕрмаях çапла калаттăм: «Ачасем, чиркĕве кайăр, çакнашкал пăлхавлă фильмра ĕçленĕшĕн каçару ыйтăр». «Бесы» спектакль хыççăн пурнăçра йывăрлăхсем сиксе тухрĕç /унта эпĕ шуйттан рольне вылянăччĕ/. Спектакльсене пĕрмаях мăн кун умĕнхи эрнере е çак уяв умĕнхи эрне кун лартатчĕç. Режиссера çав кунсенче вылямастăп тесе пĕлтереттĕм. Кунта нимĕн хăрушши те çук тетчĕç. Анчах та ăçта кайса кĕрĕн - выляма тиврĕ. Çакăн хыççăн вăйлă чирлерĕм.

- Эсир малти вырăна çемьене мар, ĕçе кăларса тăратнă пек курăнаттăр.

- Çук, тĕп вырăнта маншăн яланах çемье пулнă. Çав хушăрах ĕмĕре ĕçре ирттернĕ. «Эпĕ актриса, çемье маншăн ниме те пĕлтермест» текенсем суяççĕ. Хĕрарăмшăн мăшăрĕ, ачисем яланах тĕпре.

- Арçынсен çирĕп хул пуççийĕ çине таянма пултарнă-и?

- Манăн нимĕн пирки те ÿпкелешмелли çук, мăшăрăм лайăх çын пулнă. 26 çул пĕрле пурăнтăмăр. Эпĕ çакна пĕлсе тăнă: манăн стена пур, кирек мĕн сиксе тухас тăк ун хыçне пытанма пултаратăп. Çак стена ишĕлсен питĕ хăрушăччĕ. 50 çул та тултарманччĕ-ха ун чухне. Мĕн тумаллине те пĕлместĕп, çапах та тахăш самантра шăла çыртса хама сăмах патăм: «Пурăнмалла!» Мăшăрăм вилсен тепĕр хут качча тухас шухăш та пулман.

- Эсир упăшкăртан вăйлăрах пулнă-и?

- Паллах. Хăш-пĕр самантра çакă пулăшнă та. Мăшăрăм çав тери çемçе кăмăллă, лăпкă çынччĕ. Хирĕçÿ сиксе тухсан та вăл чĕнместчĕ, эпĕ тарăхаттăм. Лăплансан ман енне çаврăнатчĕ те: «Апатланăпăр-и?» - тетчĕ.

- Тахçан эсир балетра та ташланă-им?

- Çапла, анчах ĕç пулса пĕтеймерĕ. Ура ыратнипе аптрама пуçларăм. Сăмах май, ун чухне питĕ начарккаччĕ эпĕ. Картишĕнче Том Сойер тесе чĕнетчĕç - мĕншĕн тесен кĕске çÿçлĕччĕ. Лара-тăра пĕлместĕм - арçын ачасемпе йывăç çине хăпарса каяттăм, лапталла выляттăм, тен, çавăнпах пулĕ ÿт хушăнса ĕлкĕреймен. Çав çулсенчи сăн ÿкерчĕксем çинче эпĕ Освенцим ачи пекех. Кукамай, паллах, эпĕ ырханкка пулнăшăн кулянатчĕ. Асанне /Тбилисирен/ тÿрех «ĕçе пикенчĕ». Пĕр сăмахпа, кукамай пуçланă ĕçе асанне ăнăçлă вĕçлерĕ - «самăртрĕç» мана.

- Ытлашши виçене пула вăтанман-и?

- Арçынсем ырханкка хĕрарăмсене юрататпăр тесе ахаль çеç калаççĕ... Манпа туслисем эпĕ тулли кĕлеткеллĕ пулнипе кÿренмелли нимех те каламан. Пĕр каччăпа çÿреттĕм. Таса юрату. Пĕррехинче каçхине бульварпа пыратпăр, йĕри-тавра ырханкка хĕр ачасем çÿрени тарăхтарса ячĕ.

Пыратăп çапла, пуçри шухăшсене хăвалатăп. «Вçо, - тетĕп, - начарланма пуçлатăп!» Манăн каччă юпа пек хытса тăчĕ: «Мĕскер эсĕ, Наташа?! Тархасшăн, ан начарлан». Вара... макăрса ячĕ. Эпĕ çав-çавах чарăнмастăп-ха: «Акă аннÿ патне паллашма илсе кайăн, вăл: «Кун пек мăнтăрскере ăçтан тупрăн?» - тейĕ. - «Манăн анне нихăçан та апла каламĕ!» - çирĕппĕн пĕлтерчĕ каччă. Унăн амăшĕ ĕмĕр тăршшĕпех кăштах мăнтăрланасшăн иккен.

- Нивушлĕ начарланма хăтланса пăхман?

- Начарланасшăн пулнă паллах. Апатлану институтĕнче консультацисем те илнĕ, эмелсем те ĕçнĕ, вĕсенчен сиенĕ ытларах. Вăхăт иртнĕçемĕн çакна ăнлантăм: хам тĕллĕн те, укçа тăкакламасăрах, начарланма пултаратăп. Вара диетăсен тапхăрĕ пуçланатчĕ.

Володьăпа Вася валли темиçе кунлăха апат хатĕрлеттĕм те хам выçă тытасси çинчен пĕлтереттĕм. Ирхине те, каçхине те сухари çиетĕп. Диетăн пĕрремĕш кунĕсенченех кăмăл япăхчĕ. Ывăлăм чăтаймастчĕ: «Анне, эсĕ командировкăна часах каятăн-и?» Ĕçрен ывăнса таврăнакан мăшăрăм кухньăна чĕрне вĕççĕн утса каятчĕ. Иккĕшĕнчен пĕрне апат çинчен ыйтма турă ан хуштăрах!

Выçă пурăннă виççĕмĕш кун тĕлне йĕри-тавра пурте тăшмансем, мана никам та юратмасть пек туйăнать. Пурнăç пĕлтерĕшĕ çинчен тарăн шухăша путса çывăрма выртатăп, анчах ыйхă килмест. Унталла-кунталла çаврăнатăп. «Эсĕ шăпрах хуйхăр-ха. Çывăрма памастăн!» - тет мăшăрăм. Ир еннелле 3 сехетсенче çакна ăнланса илетĕп: купăста яшкинчи пĕр татăк какая çинипе инкекех пулмĕ - пиçнĕ ашра калори сахал... Кухньăна никам сисмелле мар утатăп. Какай çиетĕп. Шухăш каллех пуçа пăралать: пĕр турилкке яшка çинипе темех пулмĕ. Кун хыççăн сĕтел çине кастрюле лартатăп... Тискер чĕр чун пекех тĕпĕ курăничченех çиетĕп.

Тинех мăшăрпа та, ывăлпа та, пурнăç пĕлтерĕшĕпе те кăмăллă эпĕ - çывăрма утатăп. Ирхине манăн арçынсем, 3 кун çакăн пек йĕркене аран-аран чăтнăскерсем, кулаççĕ. Вĕсем пушă кастрюле курнă, эппин, черетлĕ диета вĕçленнĕ...

- Хăвăра паян телейлĕ çын тесе шухăшлатăр-и?

- Паллах. Çынна пурăнма кирли пĕтĕмпех пур манăн. Тусăмсен, çывăх çыннăмсен тимлĕхĕ, куракансен юратăвĕ.

/«Айболит»/.

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.