Патшалăх пулăшăвĕ

4 Фев, 2016

Фермер ĕçне пуçăнакана, фермер хуçалăх никĕсĕ çинче çемье фермине аталантарма грант парса пулăшни тăватă çулта республикăра яллă вырăнта 420 ĕç вырăнĕ йĕркелеме май панă.

Çак тапхăрта программăна хутшăнса 184 çын фермер хуçалăхне аталантарма, 23-ĕн çемье фермине йĕркелеме патшалăх пулăшăвĕ илнĕ.

Вĕсем ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ 35,6 пин гектарпа усă кураççĕ, 5841 пуç мăйракаллă шултра выльăх ĕрчетеççĕ.

Иртнĕ çул фермер ĕçне пуçăнакан 33 çын, çемье фермине тума 7-ĕн грант тивĕçнĕ. Вĕсене бюджетран 64,4 млн тенкĕ уйăрса панă. Патшалăх пулăшăвĕпе выльăх-чĕрлĕх, ял хуçалăх техникипе оборудовани туяннă.