Съезда хатĕрленеççĕ

4 Фев, 2016

Раççейри фермерсем кăçал хăйсен 27-мĕш съездне пуçтарăнаççĕ. Вăл нарăс уйăхĕн 11-12-мĕшĕсенче Мускавра иртĕ.

Малтанлăха палăртнă тăрăх - съезда çĕршыври 70 регионран 800 делегат хутшăнмалла. АККОР мероприятие хатĕрленме пуçланă ĕнтĕ. Ĕçлĕ тĕлпулура АПК-ра производствăна, тупăш илессине ÿстерес, ял территорийĕсене аталантарас тата ытти ыйтăва пăхса тухма палăртнă.

Яланхилле съезд умĕн фермерсен активĕ Раççей ял хуçалăх министерствин, банкĕн, агролизингăн представителĕсемпе лару ирттерĕ. Республикăри фермерсем те паллă мероприятие хутшăнма хатĕрленеççĕ. Акă мĕн каласа пачĕ кун пирки Чăваш Енри хресчен /фермер/ хуçалăхĕсен ассоциацийĕн ертÿçин заместителĕ Альбина Данилова:

- Съезд ĕçне Елчĕк, Пăрачкав, Канаш, Патăрьел районĕсенчен тăватă делегат тата ятарлă чĕннĕ çынсем хутшăнĕç. Пĕлтерĕшлĕ мероприятие хатĕрленнĕ май сĕнÿсен çырăвне маларах та çитертĕмĕр. Унта хамăра канăç паман ыйтусене хускатрăмăр. Сăмахран, фермер ĕçне пуçăнакансене, çемье фермине йĕркелекенсене патшалăх пулăшăвне парассине 2020 çулчченех тăсма, грант виçине икĕ хут ÿстерме сĕнтĕмĕр. Халĕ фермер хуçалăхне аталантарма 1 млн тенке яхăн пани çителĕксĕр. Инфляцие шута илсен мĕн тума çиттĕр вăл? Кредит панă чухне агролизинг схемипе усă курни процент ставкине çийĕнчех тавăрма пулăшать. Кашни çулах съезда çĕнĕ сĕнÿсемпе тухатпăр, вĕсене влаçра ларакансем патне çитерме тăрăшатпăр. Унта ячĕшĕн кăна хутшăнас килмест