«Шевле» вылять, юрлать, ташлать

4 Фев, 2016

Куççуль витĕр ÿкĕтленĕ

Амăшĕ юрлама юратнăран Людмила та мĕн ачаран юрра-ташша килĕштернĕ. Шкулта кашни уява, концерта хутшăннă. Купăс калама та вĕренесшĕн пулнă хĕрача. Çакăншăн вăл мĕнлерех "çуннине" пĕлесчĕ сирĕн! Амăшĕ: "Купăс каласси - арçын ĕçĕ", - тесен куççульпе ÿкĕтлесе те пăхнă. Çук, амăшĕн чунне çемçетеймен. Çавах та хĕр лăпланман. Шкул пĕтерсен амăшĕнчен вăрттăн Çĕрпÿри культура училищине кайнă. Ун чухне унăн аллинче аттестат пулман. Хăйне экзамена кĕртме темĕн чухлĕ тилмĕрнĕ комисси членĕсене. "Вĕренме кĕрсенех аттестат илсе килсе паратăп", - тесе те йăлăннă. Анчах хĕре документсăр йышăнма килĕшмен.

Канаш районĕнчи Катек ялĕнчи Людмила Петровна Маскина чунне хытарсах Шупашкарти кулинари училищине çул тытнă. Юнра вылякан юрă хĕлхемĕсем кунта та канăç паман. Людмила уяв мероприятийĕсене хутшăнса уçă сассипе куракансене савăнтарнă. Училищĕре ăс пухнă вăхăтрах юрăпа ташă ансамбльне çÿренĕ, Людмила Николаевна Нянина патĕнче ташлама вĕреннĕ.

Кулинар профессине алла илнĕ хыççăн хĕрарăмăн амăшне пăхма яла таврăнма тивет. Кунти культура çуртĕнче тăрăшса вăй хурать. Клубра фольклор ушкăнĕ йĕркелет. Çук, Людмила Петровнăна пурнăç каллех хăяматалла туртать. Малтанах вăл Вăрнарти ял хуçалăх техникумне, унтан Шупашкарти ял хуçалăх институтне пĕтерет. Куçăмсăр майпа пĕтĕмпе 10 çул вĕренет. Ун хыççăн агрономра ĕçлеме тытăнать. Ял хуçалăх предприятийĕ хавшама тытăнсан чуна çывăх культура çуртнех таврăнать.

 

Купăс парнелеймĕн-ши, тăванăм?

Ăна хута янăранпа хĕрĕх çул та çитнĕ ĕнтĕ. Юрать-ха, юлашки çулсенче сăрласа тирпей-илем кĕртнĕрен культура ĕçченĕсен пÿлĕмĕсене çĕнĕ сăн çапнă. Кĕвĕ-çемĕ аппаратурисĕр пуçне артистсене кирлĕ музыка хатĕрĕсенчен нимĕнех те çук. Чим-ха, тÿлевлĕ пулăшу панипе усă курса пуçтарнă укçаран параппан туяннă. Хут купăс питĕ кирлĕ те... Ун çинчен ĕмĕтленмелли кăна юлать. Канашсен ентешлĕхĕнче Людмила Маскина районти культура çурчĕн /кăçалтан ялти культура çурчĕсем ăна пăхăнса тăраççĕ/ пуçлăхĕпе хăш-пĕр ертÿçĕрен пулăшу ыйткаласа та пăхнă, анчах - кăлăхах. 60-70 пин тăраканскере туянма ялти артистсем хăйсем кăна вăй çитереймеççĕ.

Ай-уй, пит чухăн пурăнаççĕ тесе каласшăн мар пулĕ те? Çук-ха, иртерех апла калама. Чи пахи - иксĕлми пултарулăх - тапса тăрать вĕсенче. Кун пек чух вăл е ку çукки чăрмантарать-и вара? Купăс кăна мар, ялта купăсçи те çукрах. Юрать-ха, 70 çулхи Иван Иванович Иванов пур. Килти купăсĕпе вăл Катексене юрлаттарать, ташлаттарать. "Шевле" фольклор коллективĕн ячĕ районта, республикăра, унăн тулашĕнче тахçантанпах янăрать.

20 çул çак ушкăн "халăх фольклор коллективĕ" ята тытса пырать. Районта кунашкалли урăх çук, çавăнпа "Шевле" Канашсемшĕн - пĕртен-пĕрре. Ăна йĕркеленĕренпе çывăх вăхăтра 25 çул çитет. Малтан вăл "Салам" ятлă пулнă. Пĕрремĕш хут "халăх" ята тивĕçессишĕн тупăшăва хутшăнас умĕн республикăри культура ĕçченĕсем ăна улăштарма сĕннĕ. Ара, "Саламсем" ытти çĕрте те пулнăран мар-и?

Халăх йăли-йĕркине упрас, манăçнине çĕнĕрен чĕртсе тăратас тата унпа çамрăк ăрăва паллаштарас тĕлĕшпе Людмила Петровна ĕçтешĕсемпе мĕн чухлĕ вăй хуман пулĕ. Ĕлĕкхи тĕртнĕ пир шыраса килрен киле çÿренĕ. Ватăсенчен туяннă та ялти пĕр çĕвĕçе кĕпесем çĕлеттернĕ. Вĕсене тĕрĕсемпе хăйсемех илемлетнĕ. Людмила Маскина Наталия Трофимовăпа пĕрле халĕ те каçсерен тĕрлет. 21 çынран ?вĕсенчен 8-ăшĕ - арçынсем% тăракан ушкăн республика, Раççей шайĕсенчи конкурссенче чăн чăвашлăха кăтарттăр тет.

 

Туйра та савăнтараççĕ

Ку таранччен ăçта кăна çитмен-ши "Шевле"? Иртнĕ çул та коллективăн пухмачĕ тĕрлĕ наградăпа пуянланнă. Чулхула облаçĕнче иртнĕ Пĕтĕм Раççейри "Хрусталь уçă" фольклор фестивалĕнчен 2-мĕш степеньлĕ дипломпа таврăннă. Раççей халăх йăли-йĕркин "Халăхăн тĕп хули" фестивалĕн лауреачĕ те пулнă. Виçĕм çул Чĕмпĕрте "Обломовкăри туй" конкурсра пĕрремĕш вырăна тивĕçнĕ. Çĕршывăн тĕрлĕ регионĕнчен килнĕ ушкăнсем уйăрса панă 12 минутра туйăн пĕр сыпăкне кăна кăтартма ĕлкĕрнĕ, Катексем вара хĕр килĕнчи туйпа туллин паллаштарнă.

Туй тенĕрен коллектива халĕ те пурнăçра асра юлмалли мероприятие юрă-ташăпа, йăла-йĕркепе илемлетме час-часах йыхравлаççĕ. Вырăнти артистсен ĕçĕ халăха кирлине палăртакан тĕслĕх пысăк хака тивĕçлĕ.

Ĕмĕр пурăн - ĕмĕр вĕрен тенине Людмила Петровна яланах асра тытать. Культура енĕпе ятарлă вĕренÿ заведенийĕ пĕтермен пулин те пушă вăхăтра вăл унран уйрăлман. Хăй тĕллĕн ăс пухнă, Турă пÿрнĕ ăсталăха ÿстерес тĕллевпе паллă юрăçă-ташăçăсемпе паллашнă. Ялти клубра ĕçленĕ чухне вĕренÿ семинарĕсене, курссене юратса çÿренĕ. Халĕ те çапла. Пулăшу кирлĕ чух Шупашкарти "Уяв" фольклор ушкăн ертÿçипе Зинаида Козловăпа е Халăх пултарулăх çурчĕн специалисчĕпе Светлана Лаврентьевăпа канашлать. Çĕннине пĕлме, вĕренме ÿркенмест.

Çавăнпа ăна çамрăксемпе пĕр чĕлхе тупма та çăмăл. Хăй вăхăтĕнче "Шевле" ушкăн çумĕнче ачасен "Çеçпĕл çеçкисем" коллектив пулнă. Ăна çамрăксене чăвашлăх ĕçне явăçтарас тĕлĕшпе йĕркеленĕ. Аталаннă май ачасен ушкăнĕ шкулта хăй тĕллĕн ĕçлеме пуçланă. Паян республика шайĕнче те çитĕнÿсем тăвать. Куншăн та савăнать Людмила Маскина. Ара, клубăн пурлăх никĕсĕ лайăх-и, япăх-и - каçсерен шкул ачисем культура "вучахнех" пуçтарăнаççĕ. Ташлама, гитарăпа калама вĕренеççĕ. Синтезатор кирлĕ чух ăна та килтен илсе пыраççĕ. Аслă классенче вĕренекенсене "Шевле" ушкăна хутшăнма ыйтсан сăмахсăрах килĕшеççĕ. 25 çул каялла кун çути курнă фольклор ушкăнĕн "çимĕçĕ" пиçсех тăрать. Культура воспитанийĕ 1-2 уйăхран мар, чылай çул иртсен кăна палăрать çав. Çакна Людмила Петровнăпа пĕрле ушкăн йĕркеленнĕренпех сцена çине тухакан Зоя Петрова, Николай Трофимов тата ыттисем те, ахăртнех, туяççĕ, асăрхаççĕ.

Фестиваль-конкурса тухса çÿреме тепĕр чухне укçа-тенкĕ çитсе пымасть. Ку таранччен культура ĕçченĕсем çул çÿревшĕн артистсенчен пĕр тенкĕ те пуçтарман. Чылай çĕрте паян апла мар. Ял çынни "Шевле" ушкăнпа та пулин инçетри хуласене çитсе паллаштăр, хĕпĕртетĕр тет пуян чунлă Людмила Петровна Маскина.

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.