«Объективран вĕçенкайăк тухĕ, ак...»

4 Фев, 2016

Йĕпреç районĕнчи Хурамал шкулĕн улттăмĕш класĕнче вĕренекен Лиза Алмазова вĕренÿре пур предметпа та «5» паллăпа çеç ĕлкĕрсе пырать.

- Киле парса янă ĕçсемсĕр пуçне хам тĕллĕн нумай кĕнеке вулатăп. Çĕннине, кăсăклине тата ытларах пĕлес килет-çке! - хăпартланать мал ĕмĕтлĕскер. - Урокра вĕрентекен çĕнĕ темăна ăнлантарнине те тимлĕ итлесе ăша хыватăп.

Пур çĕре те ĕлкĕрекен хĕрача хăйне валли пушă вăхăт та тупма пултарать. Вăл юратнă кукамăшĕпе час-часах йĕлтĕр çине тăрса уй-хир илемĕпе киленме пĕтĕм кăмăлтан тухса каять.

- Çапла темччен çÿретпĕр кукамайпа çутçанталăк ырлăхĕпе савăнса. Киле кĕрес те килмест ун чухне. Кукамайăн пултарулăхĕнчен тĕлĕнсе пĕтерейместĕп. Хăй пурнăçĕнче таçта та ĕçленĕ вăл. Паян тивĕçлĕ канура пулин те ларса канма пĕлмест. Юрлама та çÿрет, йĕлтĕрпе ярăнать, выльăхсем патне тухать, çулласерен вара пахчаран кĕмест. Кăмăл савăк чухне манăн та мĕн-ма пÿртре компьютер умĕнче тĕпленсе лармалла-ха? Çитменнине халĕ килте юратнă арлан та çук... Вăл хăйĕн читлĕхĕнчен йĕп пек çухалнă хыççăн чылайччен кулянса çÿрерĕм. Çав пĕчĕкскере аттепе анне Канашран илсе килсен савăннипе маччана çити сикрĕм пуль. Вĕсен парни питĕ килĕшрĕ-çке. Анчах ытла ир савăннă иккен эпĕ. Пĕр кунхине çемйипех Шупашкара хăнана кайрăмăр. Унтан таврăнсан тÿрех тусăмăн читлĕхĕ патне чупса пытăм.

- Ну, мансăр епле пурăнтăн? Эпĕ авă питĕ тунсăхларăм, - терĕм шалалла тинкернĕ май.

Анчах вăл хăй вырăнĕнче çуккине курсан шалт тĕлĕнтĕм. Ара, çитменнине алăкĕ те хупă. Çапла сасартăк çухалма йĕп мар-çке вăл? Ăçта кăна шырасан та - тупăнмарĕ. Куçăм куççульпе тулчĕ. Аннепе атте йăпатма тытăнчĕç. «Ытлашши ан пăшăрхан-ха, тепĕр арлан туянса килĕпĕр», - терĕç. Самантрах хирĕçлерĕм. Ара, вăл та çухалсан? «Хальхишĕн те пăшăрханатăп, çĕннине те çавнашкал шăпа кĕтсен? Çук, урăххи пирки ĕмĕтленместăп те», - тесе пат татса каларăм. Юрать итлерĕç, ĕнтĕ кун пирки сăмах-юмах тапратмарĕç. Анчах пĕлетĕр-и, çав вăхăтра манăн ăш-чик епле çуннине? Кашни кун çухалнă тусăм куç умне туха пуçларĕ. Таçта темле хушăка хĕсĕнсе ларнăн туйăнать, анчах пулăшакан çукран унăн та куçĕ куççульпе тулать ахăртнех тесе шутласа çÿрерĕм. Ăна аса илмессерен чун ыратать... Кроликсем патне тухсан вара кăмăл йăлтах ылмашăнать. Апатлантаратăп, шыв ĕçтеретĕп. Айне тасатма та ÿркенместĕп. Хам çума тытса юратма та манмастăп. Çемçескерсем ачашланине килĕштереççĕ тата! Кушак çурисемпе танлаштаратăп вĕсене, - хăй пирки пĕр чарăнми каласа парать Лиза.

Фотограф пулас ĕмĕт канăç памасть хĕрачана. Халĕ те кашни утăмри хитрелĕхе киленсе вĕçĕмсĕр фотоаппаратпа ÿкерет. «Тимлĕ пулăр! Халь ак об±ективран вĕçенкайăк тухать», - тенĕн калаçса та илет тепĕр чухне.

- Кăштахран тата чаплăраххи те пахалăхраххи туянасшăн-ха. Ун чухне ытларах ÿкерĕп тăван тавралăха. Çуллахи вăхăтра хуларан тус-юлташ нумай килет яла. Санкт-Петербургра пурăнакан Соня вара хăй пултарулăхĕпе такама та тĕлĕнтерет. Вăл кăранташпа питĕ хитре ÿкерет. Çулласерен эпир унпа хире каятпăр. Ăна ытларах ял сăнĕсем килĕшеççĕ те кĕтÿри сурăхсемпе путексене, ĕнесене шурă хут çине куçарать. Вăл çапла тăрмашнă вăхăтра эпĕ те тавралăха сăн ÿкеретĕп. Вăрмана кĕрсе çĕр çинче çÿрекен хурт-кăпшанка та сăнас килет, анчах çĕленрен хăратăп. Сăхсан? - тет Лиза.

Пысăк ĕмĕтпе пурăнать хĕрача. Шкултан вĕренсе тухиччен Раççей Президенчĕн елкинче пулса курасшăн.

- Мускавах çитесшĕн те-ха... Унта май килмесен хăть Шупашкарти уявра савăнăсчĕ, - тет хăпартланса.

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.