Çамрăк чăваш çыравçисемпе ÿнерçисен регионсен хушшинчи «Çĕнĕ хум» пултарулăх конкурсĕн йĕрки

4 Фев, 2016

Пĕтĕмĕшле калани

Чăваш Республикин культура, национальноçсен ĕçĕсен тата архив ĕçĕн министерстви, Чăваш наци конгресĕ 2016 çулта Чăваш Республикинче Ĕç çыннин çулталăкне халалласа çамрăк чăваш çыравçисемпе ÿнерçисен «Çĕнĕ хум» пултарулăх конкурсне ирттереççĕ.

Конкурса Чăваш Республикин тата Раççей Федерацийĕн тăрăхĕсен 9-11-мĕш класĕсенче вĕренекенсене тата студентсене хутшăнма чĕнеççĕ. Конкурс 2016 çулхи нарăс уйăхĕн 8-мĕшĕнчен пуçласа ака уйăхĕн 30-мĕшĕччен пырать.

 

Пултарулăх конкурсĕн тĕллевĕсем

- литература тата ÿнер ĕçне анлăрах явăçтарасси;

- çамрăк çыравçăсемпе ÿнерçĕсен ăсталăхĕпе шухăш хастарлăхне аталантарма пулăшасси;

- ачасемпе çамрăксене хăйсен пултараслăхне йĕркелеме, ăнланулăхне тата ÿнер ĕçĕпе кăсăкланассине ÿстерме хавхалантарасси;

- ачасемпе çамрăксен пултарулăхĕпе ăсталăхне аталантарма учительсемпе преподавательсене тата ашшĕ-амăшне анлăрах явăçтарасси.

 

Пултарулăх конкурсне хутшăнакансем тата хайлавсен тематики

«Çĕнĕ хум» литературăпа пултарулăх ăмăртăвне Чăваш Республикин тата Раççей Федерацийĕн тăрăхĕсен 9-11-мĕш класĕсенче вĕренекенсем пур номинацие, «Лайăх реклама» номинацие техникумсемпе аслă шкул студенчĕсем хутшăнма пултараççĕ.

Конкурса хутшăнакансен хайлав тематики тĕрлĕрен пулма пултарать:

• тăван енĕн ĕçре чап илнĕ çыннисем;

• ĕç çынна илем кÿрет;

• пултарулăхпа тĕнчекурăм хушшинчи çыхăну;

• тăван чĕлхе шăпипе пуласлăхĕ;

• ют чĕлхене пĕлнин пĕлтерĕшлĕхĕ;

• пирĕн кил-йышра тăван чĕлхе йăхран йăха куçса пыни, манăçманни;

• тăван тавралăх илемĕ;

• атте-анне пархатарĕ;

• туслăх тата юрату;

• тăван кил ăшши;

• асран кайми шкулпа юратнă вĕрентекенсем тата ытти те.

 

Хайлавсене конкурса тăратасси

Конкурс çичĕ номинаципе иртет:

• лайăх сăвă,

• лайăх калав,

• лайăх очерк,

• лайăх пьеса,

• илемлĕ ÿкерчĕк,

• лайăх ал ĕçĕ /тĕрĕ тĕрлени, чĕнтĕр çыхни, шăрçалани, касса кăларни, вак-тĕвек япала туни тата ытти те/,

• лайăх реклама /чăваш чĕлхин пĕлтерĕшне е тавар, е мĕн те пулин пахалăхне ăнлантарса, ăна мухтаса чăвашла тунă пĕлтерÿ/.

Конкурс чăвашла иртет. Комисси хальччен пичетленмен, конкурссене тăратман, литературăн тĕрлĕ жанрĕпе чăвашла çырнă хайлавсене, ÿкерчĕксене, тĕрленĕ е çыхнă, касса кăларнă е туса хатĕрленĕ вак-тĕвек япаласене тата рекламăсене йышăнать. Прозăпа пьеса хайлавĕсен калăпăшĕ 10-15 страницăран ытла мар, сăвăсен хисепĕ 5-рен, реклама 1 страницăран кая мар, пĕр ал ĕçĕнчен сахал мар пулмалла. /керчĕк жанрне конкурса хутшăнакансем хăйсем палăртаççĕ. Текста компьютерпа А4 форматлă шурă хут çине кашни енчен 2,5 сантиметр пушă /поля/ хăварса Alt пусмалли Times New Roman шрифтпа /пысăкăшĕ 12/, йĕркесен хушшине 1,5 кегель хăварса пичетлемелле. /керчĕк виçи А3 форматран пĕчĕк пулмалла мар.

Çамрăк авторсен хăйсем хайланă ĕçĕсенче номинаци ятне, хăйсен хушаматне, ятне тата ашшĕ ятне, хăш шкулта /техникумра е аслă шкулта/ тата миçемĕш класра /курсра/ вĕреннине, районпа /хулапа/ республика /область/ ятне чăвашла тата вырăсла, çавăн пекех пултарулăх ăмăртăвне хатĕр-лекен вĕрентекенĕн хушаматне, ятне, ашшĕ ятне тата кĕсье телефонĕн номерне кăтартса çырмалла. Компьютерпа чăвашла пичетленĕ сăвăсемпе проза хайлавĕсене, пьесăсемпе рекламăсене тата ал ĕçĕсемпе ÿкерчĕксене 2016 çулхи ака уйăхĕн 30-мĕшĕччен почта тата электрон адресĕсемпе йышăнаççĕ:

428019, Чăваш Республики, Шупашкар хули, И.Яковлев проспекчĕ, 13 çурт, 6 хут, «Тантăш» хаçат редакцийĕ.

Телефонсем: 28-83-86, 28-85-69. Электрон адрес: tantas@list.ru.

 

Жюри

Жюри пайташĕсем Чăваш Республикин паллă писателĕсем, художникĕсем, ал ĕç ăстисем тата тава тивĕçлĕ учителĕсем пулаççĕ. Вĕсен йышне конкурсăн йĕркелÿ комитечĕ палăртать. Жюри ал çырăвĕсемпе ÿкерчĕксене, ал ĕçĕсемпе рекламăсене тишкерсе тухса хак парать, конкурс çĕнтерÿçисене палăртать, вĕсене «Тантăш» хаçат урлă чыслава килме йыхравлать. Конкурс çĕнтерÿçисен списокне Чăваш наци конгресĕн сайтĕнче вырнаçтараççĕ.

 

Çĕнтерÿçĕсене палăртни тата чыслани

Çамрăк çыравçăсемпе ÿнерçĕсен «Çĕнĕ хум» конкурсĕнче шкул ачисен хушшинче çĕнтерÿçĕсене кашни номинацире уйрăммăн палăртаççĕ.

«Лайăх реклама» номинацире çĕнтерÿçĕсене икĕ ушкăнра чыслаççĕ: 1-мĕш ушкăнра 9-11-мĕш классенче вĕренекенсем, 2-мĕш ушкăнра студентсем пулаççĕ. Çĕнтерÿçĕсене диплом тата парнесем, вĕсене хатĕрленĕ вĕрентекенсене диплом парса чыслаççĕ. Конкурса хутшăннисене пурне те сертификат параççĕ, çĕнтерÿçисене К.В.Иванов поэт çуралнă кун çу уйăхĕн 27-мĕшĕнче чыслаççĕ. Кашни номинацире 1-мĕш вырăн йышăннă, 15 çултан иртмен ачасене «Кĕрен парăс» лагерьте канма тÿлевсĕр путевка параççĕ. Илемлĕх енчен паха хайлавсене «Тантăш» хаçатпа «Самант», «Тăван Атăл» тата «Халăх шкулĕ» журналсенче пичетлеççĕ.

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.