- Чăвашла верси
- Русская версия
Асамлă вăй Ксюшăна çăлĕ-ши?
Етĕрнере йĕлтĕр сезонĕ уçăлнă ятпа иртнĕ ăмăрту инкекпе вĕçленнĕ. 2 километра чупса тухнă хыççăн Урпаш шкулĕнчи 7-мĕш класра вĕренекен 13-ри Ксения Максимова хăйне япăх туйнă. Кайран больницăра тăнне çухатнă. Тухтăрсем унăн пуç мими вилнине çирĕплетнĕ.
«Вăрансам, хĕрĕм...»
Ку инкек пулнăранпа кĕçех 3 эрне çитет. Ксюшăн амăшĕ Ирина Максимова хĕрне илсе килнĕренпе, январĕн 16-мĕшĕнчен, больницăрах пурăнать. Йăпăртлăха çеç тăванĕсем патне çăвăнма кайса килет, чиркĕве кĕрсе тухать... Пĕр палатăра мар пулин те вăл кунта хăйне тĕпренчĕкĕпе юнашар туять. Амăшĕ талăкĕпех 1-мĕш хутра ларать, пĕртен-пĕр хĕрĕшĕн кунĕн-çĕрĕн кĕлĕ вулать. Çывăх çыннисем ун çумĕнчен каймаççĕ. Упăшки, тăванĕсемпе юлташĕсем малалла кĕрешме вăй параççĕ. Йывăр хуйха путнă хĕрарăмпа курса калаçма Республикăри ача-пăча больницине çитрĕм. Иринăпа Вадим буфет çумĕнчеччĕ. Тÿсме çăмăл мар пулин те амăшĕ хăйне çирĕп тытма тăрăшрĕ. Грипп сарăлнă май чирлесрен шикленет вăл, унсăрăн хĕрĕ патне кĕртмĕç-çке. Ксюшăн организмĕ кĕрешеймест, кирек епле вирус та халĕ уншăн хăрушă. Вăл аппарат пулăшнипе кăна сывлать, кирлĕ апатпа, витаминсемпе ăна зонд тата капельница урлă тивĕçтереççĕ.
«Эпĕ кунтан ниçта та каймастăп. Хĕрĕме епле пăрахса хăварас? Вăранĕ те акă - мана чĕнĕ. Кунтан хăваласа ярсан - урамра çĕр каçăп. Пĕр уйăх та, çулталăк та больницăри коридорта пурăнма хатĕр. Ксюшăна халĕ манран та йывăртарах...» - куççуль витĕр калаçрĕ 36-ри хĕрарăм. Ăна талăкра пĕрре 5 минутлăха реанимацие кĕме ирĕк параççĕ. «Эпĕ пепкемпе сасăпах калаçатăп. Кам килнине, ытти çинчен йăлтах каласа паратăп... «Илтетĕн пулсан паллă парсам: пÿрнÿне кăшт çеç хускат, куç харшипе мăчлаттар», - тетĕп. Тухтăрсем тĕлĕнеççĕ манран. «Вăл пĕрех илтмест», - теççĕ пулин те ĕненес килмест. Чунĕ çавах илтет, курать унăн. Пĕр кунхине хытах каларăм: «Хĕрĕм, çитет çывăрса, вăрансам, ан йĕртсем текех», - терĕм. Вăл ним хускалми выртать те выртать... Лайăх пăхаççĕ ăна, таса вăл, чĕрнине каснă... Организмне апатпа тивĕçтереççĕ пулин те начарланнă хăй, сăнран улшăннă. Тухтăрсем мĕн тума пултарнине йăлтах пурнăçлаççĕ, ÿчĕ шăтса юхасран массаж тăваççĕ. Акă операци хыççăн çÿçĕ те тепĕр хутчен шăтма тытăнчĕ. Хĕрĕмĕн сассине питĕ илтес килет, çав тери тунсăхларăм...» - калаçрĕ Ирина. Операци умĕн Ксюшăн вăрăм çÿçне шакла каснă. Халĕ вăл - амăшĕн çумĕнче, яланах пĕрле. Унран тĕпренчĕкĕн шăрши кĕрет... Малалла вулас...
Комментировать