ИЛЕПЕРПЕ ХĂВА АВАН

3 Фев, 2016

Инсульт хыççăн ал-ура çывăрма пуçларĕ. Сиплевре килти мĕнле мелсемпе усă курма пулать-ши?

Ф.КУРАКОВ.

Патăрьел районĕ.

Федор Петрович, сире халăх медицинин виçĕ рецепчĕпе паллаштаратпăр. Вĕсем усăллă пуласса шанас килет.

Илепер /донник/ пуç миминчи юн çаврăнăшĕ çителĕксĕр пулсан, инсульт хыççăн, атеросклероз чухне лайăх витĕм кÿрет. 1 чей кашăкĕ вĕтетнĕ курăка 1 стакан шыва ямалла. Савăта хупăлчапа витсе вăйсăр çулăм çине лартмалла, 20 минут вĕретмелле. Илсен 40 минутран сăрăхтармалла. Кунне 3 хут апат хăçан çинине пăхмасăр стаканăн виççĕмĕш пайĕ чухлĕ ĕçмелле. Сиплев курсĕ - 2-3 уйăх е ытларах та.

Тĕп сиплевпе пĕрле пĕчĕк барвинок препарачĕсене ĕçни лайăх пулăшать. 1 чей кашăкĕ вĕтетнĕ курăка 1 стакан шыва ямалла. Савăта хупăлчапа витсе вăйсăр çулăм çине лартмалла. 20 минут вĕретмелле. Илсен 1 сехетрен сăрăхтармалла. Кунне 4 хут апат хăçан çинине пăхмасăр стаканăн виççĕмĕш пайĕ чухлĕ ĕçмелле. Курс - 5-6 уйăх е ытларах.

Хăва /ива белая, лоза/ хуппипе çулçинче хытаракан япаласем, флавоноидсем, аскорбин йÿçекĕ, салицилатсем, органика йÿçекĕсем пур. Унран хатĕрленĕ препаратсем ыратнине, шыçнине, вĕрилентернине, тромбофлебитпа геморрой чухне венăсен стенкисем тăртаннине ирттернипе пĕрлех протромбина йĕркене кĕртеççĕ, юна шĕветеççĕ, юн тымарĕсен стенкисене çирĕплетеççĕ. Ку вара инсультран сыхланас тата сипленес тĕлĕшпе пысăк пĕлтерĕшлĕ.

Хăван 1 апат кашăкĕ вĕтетнĕ хуппипе çулçине çур литр шыва ямалла. Савăта хупăлчапа витсе вăйсăр çулăм çине лартмалла. 30 минут вĕретмелле, илсен 1 сехетерен сăрăхтармалла. Кунне 5-6 хут апат хăçан çинине пăхмасăр стаканăн виççĕмĕш пайĕ чухлĕ ĕçмелле. Сиплев курсĕ - 2 эрнерен пуçласа 2 уйăхчен.

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.