ЧĂН-ЧĂН АРÇЫН ӲСТЕРМЕ

3 Фев, 2016

Арçын ачана чăн-чăн арçын пулса ӳсме мĕнле пулăшмалла-ха? Психологсем çапла сĕнеççĕ.

Йĕме ан чарăр

Ача чăн-чăн арçын пулса ӳстĕр тени ăна йĕмешкĕн чармаллине пĕлтермест. Сăмахран, час-часах çакăн пек ӳкерчĕк курма пулать: пĕчĕк арçын ача ӳксе чĕркуççине шăйăрттарнă, ыратнипе йĕрет, анчах амăшĕ ăна: "Ан макăр, эсĕ арçын вĕт”,- тесе асăрхаттарать. Ачашлани, çепĕç сăмахсем хĕрачасене кăна кирлĕ, арçын ачасемпе çирĕпрех пулмалла тесе шухăшлаççĕ. Чăнласах çапла-ши?

Сывлăх куççулĕ

Тĕрĕссипе, арçын ачана та ыталани, ачашлани, чуптуни тем пекех кирлĕ. Çак йĕрке пулас арçынна çуралнăран пуçласа 7-8 çулсене çитиччен аталантарас тĕлĕшпе пысăк пĕлтерĕшлĕ. Амăшĕ чуптуни юратăвне палăртакан пĕртен-пĕр меслет вырăнне йышăнсан кăна йывăрлăхсем сиксе тухаççĕ, мĕншĕн тесен ачана аслăрах çулсенче те ашшĕ-амăшĕ ачашлани кирлĕ. Паллах, вăл ӳснĕçемĕн юратнине чуптуса палăртни вырăнсăртарах, халĕ ăна ашшĕ хулпуççирен тĕрткелесе илни, унпа шӳтлесе кĕрешни, хăй аслисен хӳттинче пулнине туйса тăни ытларах илĕртме пултарать.

Ывăл мĕн чухлĕ аслăрах - вăл хăйне ыталанине ытларах та килĕштерми пулать. Çапах та ашшĕ-амăшĕ хăйсен юратăвне çак мелпе палăртмалли лару-тăру та сиксе тухма пултарать. Тĕслĕхрен, ача амансан, чирлесен, мĕншĕн те пулин хытах пăшăрхансан ăна çывăх çыннисен ытамĕ уйрăмах кирлĕ.

Инкекрен хӳтĕлеме

Хăшĕсем ачана лăплантарни вырăнлах мар, ăна çирĕплĕхе хăнăхтармалла тесе шухăшлаççĕ. Паллах, лăплантармалла, анчах ку виçеллĕ пулмалла. Пĕчĕк ачашăн эсир ăна шеллени пĕлтерĕшлĕ. Анчах ывăлăр кутăнлашса йĕрсен ăна мĕнпе те пулин илĕртме тăрăшăр е асăрхаман пек пулăр. Вăл хăйех лăпланĕ.

Пĕчĕк ачашăн йĕни - хăйĕн туйăмĕсене палăртмалли пĕртен-пĕр мел. Вăл мĕн кирлине урăхла пĕлтереймест-ха. Йĕрет - апла-тăк мĕн те пулин ыйтать, ыйтăвне хуравсăр хăварни вара ăна хӳтлĕхсĕр хăварнипех танлашать.

Куççуль асапланнине çăмăллатать кăна мар, вăл сипленине те çирĕплетсе панă. Ача йĕнĕ чухне ăна: "Эсĕ - арçын, йĕни килĕшӳсĕр!"- темелле мар. "Эсĕ - арçын" сăмахсене урăх лару-тăрура, тĕслĕхрен, мухтамалла чухне калăр. Ывăлăр сире сĕтел çинчен пуçтарма е йывăр сумкăна çĕклесе пыма пулăшрĕ пулсан: "Эсĕ мĕн тери лайăх пулăшуçă, чăн-чăн арçын!"- тесе хавхалантарма ан манăр. Ку ачана хăй ыттисене савăнăç кӳме пултарнине туйса илме май парĕ.

Ашшĕнчен - тĕслĕх

Арçын ачана чăн-чăн арçын пулса ӳсме воспитани панă чухне ашшĕн тĕслĕхĕ пысăк вырăн йышăнать. Ашшĕ çынсене хисеплекен, мăшăрне, ачисене юратакан çын пулсан, çемьере килĕшӳлĕх хуçалансан ывăлăрăн та малашлăхра çемье пурнăçĕ телейлĕ йĕркеленессе шанма пулать.

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.