«Парти суда витĕм кÿнине хам куртăм…»

2 Фев, 2016

Герман КСЕНОФОНТОВ 1969-1989 çулсенче халăх судйи, каярахпа Куславккапа Шупашкар районĕсен сучĕн председателĕ пулнă. Хăй тата ытти тÿре пăхса тухнă, çынсене халĕ те тĕлĕнтерекен уголовлă ĕçсене лайăх астăвать. Тăван тавралăха тĕпчесе культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕн ятне тивĕçнĕскер 80 çулхи юбилейĕ умĕн вĕсемпе паллаштарма килĕшрĕ.

Тÿрене тапăннă!

- Чăваш АССР Аслă сучĕн председателĕ Иван Толстов тÿресен канашлăвĕнче 1977 çулта хăрушă хыпар пĕлтерчĕ: айăпланакан çын Тăвай районĕн халăх судйине А.Игнатьева тапăннă - мăйĕнчи юн тымарне касса татнă, - терĕ Герман Николаевич. - Тÿрене çийĕнчех райбольницăна илсе çитернĕ. «Суранĕн тăршшĕ 10 сантиметр», - тенĕ хирург. Врачсем судьяна операци васкавлăн туса вилĕмрен çăлнă. «Преступник тĕлĕшпе пуçарнă уголовлă ĕçе кам пăхса тухма килĕшет?» - ыйтрĕ Толстов. Тÿресем ку сĕнĕве кĕтмен-тĕр: залра сăмах чĕнекен пулмарĕ. Эпĕ йăваш сасăпа: «Ĕçе Куславккасене парсан шанчăка çухатмăпăр», - терĕм. Ăна райсуда çитерсен питĕ тĕлĕнтĕм. Каялла чакма юрамастчĕ. Ĕçе хамăнах тĕпчеме тиврĕ.

- Суд процесĕ хăçан тата ăçта иртрĕ?

- 1978 çулта, Тăвай ялĕнче. Тахçан купса тутарнă икĕ хутлă çуртăн залĕнче ларма вырăн çукчĕ. Суд тенкелĕ çинче - сысна комплексĕн хуралçи Михаил Кондратьев /1927/. Маларах 8 хут судпа айăпланнă, ĕçкĕпе иртĕхнĕ. Чăркăш та хаярскере лăплантарма çывăха милиционерсем тăратрăмăр, тăрук чупса пырса право йĕркине сыхлакансене куçран ан чавтăр тесе унăн умне çÿллĕ 6 сак лартрăмăр.

- «Çăварлăхлама» май килчĕ-и?

- Хăйне хÿтĕлесе сăмах калама процеса 6-7 страница çырса пынă. Кашни предложенипе паллаштармассерен ĕçпе пач çыхăнман ыйтусемпе сăмахларĕ. Çавăнпа Игнатьева пырса тивменнисене хускатма чартăм. Кондратьев çиллине шăнараймарĕ - сылтăм аллипе вăйлăн сулса вăта тата шĕвĕр пÿрнисемпе милиционер куçĕнчен чышса шăтарма хăтланчĕ - лешĕ пуçне пĕксе ĕлкĕрчĕ. Туберкулезран эмел ĕçме пĕрмай шыв ыйтрĕ. Игнатьев сиксе тăчĕ те: «Ăна нимле савăт та ан тыттарăр!» - терĕ. Кондратьев самай шĕвĕр кĕтеслĕ стаканпа персе судьясенчен пĕрне пуçран лектерессе лайăх ăнланнăскерсем хурах ыйтăвне тивĕçтермерĕмĕр. Тепĕртакран вăл çавра пуçлă ал туйине ярса илчĕ те сотрудника çапрĕ. Пакунлисем ăна туртса илчĕç. Çур сехетрен вăл каллех кумма тытăнчĕ. Эпĕ, председатель пулса ларăва ертсе пыраканскер, инкек сиксе ан тухтăр тесе рецидивиста сăнарăм, вăл ларакан вырăна хуралран тĕрĕслеме ыйтрăм. Тахăш вăхăтра пуçтах аттине хывнă. Икĕ аттине те туртса илме тиврĕ.

- Процесс каçчен вĕçленчĕ-и?

- Вĕçлесчĕ тесе тăрăшнă хушăра тепĕр пăтăрмах сехрене хăптарчĕ. Кĕтмен те - залра çутă сÿнчĕ. Йĕп чиксен те куç курмарĕ. «Преступника наручник тăхăнтартăр!» - тесе кăшкăрчĕ пĕри. Пит тăрăх ăшă тумла йăрăлтатса анчĕ, сĕтел çине шăпăртатрĕ: юн! Эпĕ Кондратьев залра ирсĕр ĕç тăвасса чунпа сисрĕм. Анчах мана пуçран амантасса кĕтмен. Процеса вăхăтлăха чарса пăтăрмах сăлтавне тĕпчерĕм. Рецидивист куçлăх футлярне абажур çине вăркăнтарнă - пысăкскер пирĕн сĕтел çине шаплатса ÿкрĕ. Юрать-ха, пуçсем çине мар. Приговорпа тепĕр кунне паллаштартăм. Игнатьев судьяна йывăр суранлатнăшăн Кондратьева 11 çула ирĕклĕх прависĕр хăварма йышăнтăмăр.

Сăлтавсăр хуптарасшăнччĕ

- КПСС органĕ судья йышăнăвне улăштарма хăтланнине çирĕплетекен тĕслĕх илсе кăтартаятăн-и?

- 1980 çул. Вăрмар районĕнчи «Тегешевский» совхоз директорĕн ывăлĕ Анатолий Пуклаков тата унăн тусĕсем - Хусанти авиаци институчĕн студенчĕсем Черемисовпа Скворцов - поселок çывăхĕнче эрех ĕçнĕ. Пĕр-пĕрне тÿпеленине асăрханă çын Пуклаковсен килне хăвăрт çитнĕ те ывăлне такамсем хĕненине пĕлтернĕ. Ашшĕ «Нива» рулĕ умне ларса ывăлне шырама çула тухнă, хирĕç килекен Черемисовпа Скворцова тĕл пулнă, иккĕшне те хĕнеме тытăннă. Студентсем çаврăнса тарнă. Çухрăм чупсан яшсенчен пĕри чулпа персе Пуклакова çамкинчен лектернĕ. КПСС райкомĕн бюро членĕ хăйне студентсем хĕнесе пĕтерчĕç тесе тепĕр кунне шалти ĕçсен пайне заявлени çырса панă. Малтан уголовлă ĕçе тĕпчеме П.Павлов следователе хушнă. Судмедэкспертиза директор çамки çинче суран пуррине çирĕплетменрен вăл яшсен хăтланăвĕнче преступлени паллисем çук тенĕ. Çакăншăн унран уголовлă ĕçе илнĕ. Тепĕр следователь ăна суда кĕске хушăра çитернĕ. Вăрмарти судья Архипов ăна хăйĕн пăхса тухмаллине, парти райкомĕ айăпсăр каччăсене çирĕп явап тыттарма ыйтнине пĕлсе сипленме тăруках больницăна выртнă. Ĕçе Куславкка район судне ярса пачĕç, тишкерме мана хушрĕç. Вăрмар район судне кайсанах манпа КПСС райкомĕн пĕрремĕш секретарĕ телефонпа çыхăнчĕ, халех хăйĕн патне пыма ыйтрĕ, Пуклаков ĕçĕпе сĕнÿсем памалла терĕ. «Вĕсем унăн уголовлă ĕçĕпе çыхăннă-тăк - пымастăп. Çамрăксен яваплăхне Уголовлă кодекспа килĕшÿллĕн палăртатăп», - терĕм. Вăл сăмаха тăсса КПСС обществăна ертсе пыракан, пĕрлештерекен вăй пулнине аса илтерчĕ пулин те - каймарăм.

- Суд мĕнле иртрĕ?

- Ларăва прокурор хутшăнмарĕ. Райком умĕнче «çылăха кĕресрен» асăрханчĕ-тĕр. Студентсене суд тенкелĕ çине лартассине Вăрмарсем çеç мар, кÿршĕ ялсем те пĕлнĕ. Ларăва 150 яхăн çын пуçтарăнчĕ. Унта Пуклаков хăйне килти пек тытрĕ. Тÿресен умĕнче утса çÿресе айăпланакансене ятларĕ. Ăна шар курнисен вырăнне ларма ыйтрăм. Çавах ман сăмаха хăлхана чикмерĕ, утса çÿрерĕ. «Суд йĕркине пăхăнманшăн залран кăларса яратăп, ĕçе сирĕнсĕрех пăхма йышăну кăларатăп», - тесен çеç лăпланчĕ.

Тепĕр кунне Фемида çурчĕ умĕнче çынсем ытларах пухăнчĕç. Тĕркешÿре каччăсем Пуклакова суранлатманнине, директор çамрăксене хăваланине тĕпе хурса Черемисовпа Скворцова условнăй йĕркепе çеç айăплама, суд залĕнчен ирĕке кăларма йышăнтăм. 5 çул иртсен авиаци институтне пĕтернĕ инженерсем ман пата пырса тав турĕç.

Кукиш кăтартнă

- Хуçалăхсемпе çыхăннă ĕçсене тишкернĕ-и?

- 1973 çулта Куславкка районĕнчи Тĕрлемесри сысна комплексне тума тытăнчĕç. КПСС Куславкка райкомĕн пĕрремĕш секретарĕ Анатолий Леонтьев тата Ирзаев тĕп подрядçă об<екта палăртнă вăхăтран маларах ĕçе кĕртме тĕллев лартнă. Срокчен хута ярсан хăшпĕрне Социализм Ĕçĕн Геройĕн ятне параççĕ текен сас-хура та тухнăччĕ. Ирзаев тĕлĕшпе уголовлă ĕç пуçарсан кăкăрĕ çинче «Ылтăн Çăлтăр» медальпе Ленин орденĕ çиçесси иккĕлентерчĕ. 50 студент прокуратурăна: «Ирзаев юлташ манран 40 тенкĕ взятка илчĕ», - тесе çырса панă. Унăн ĕçне маларах пăхнă тÿре икĕ çул ĕçлеттерсе юсама йышăнчĕ. Çав вăхăтра Леонтьев КПСС обкомĕн ял хуçалăх пайне ертсе пычĕ, республика прокурорĕпе Е.Пустоваловпа туслăччĕ. Студентсем Ирзаев çинчен юриех элек сарнă тесе Евгений Петрович район сучĕн приговорне хирĕçленĕ. Аслă суд ăна пăрахăçларĕ те - тепĕр хут пăхма мана пачĕç. Ларура студентсем хăйсенчен Ирзаев 40-шер тенкĕ илнине тепре çирĕплетрĕç. Взятка илнĕшĕн ăна 3 çула ирĕклĕх прависĕр хăварма приговор кăлартăм. Пустовалов иккĕмĕш хут хирĕçлев тăратрĕ. Аслă суд манăн йышăнăва пăрахăçласа ĕçе виççĕмĕш хут тĕпчеме районти следовательсем патне ярса пачĕ. Вара вĕсем тĕрĕслĕх шырама пăрахрĕç, Ирзаев ĕçĕсенче преступлени паллисем çук тесе хулăн папкăна текех суда çитермерĕç. Вăл тăван çĕршывне - Армение - яланлăхах тухса каяс умĕн эпĕ тата унăн ĕçне тишкернĕ тепĕр судья кĕтмен çĕрте тĕл пултăмăр. Леонтьев сĕннипе пирĕн республикăна ĕçлеме килнĕскер КПСС билетне тавăрнăччĕ ĕнтĕ. Ăна кăларса кăтартрĕ. Парти суда витĕм кÿнине хам куртăм. Преступник правăна хÿтĕлекенсене шăнман пăр çине лартса хăварчĕ, кукиш кăтартрĕ.

- Фемида тарасине влаç çыннисем хăйсене кирлĕ еннелле тайăлтарнă. Çавăнпа айăплине явап тыттарма май килмен.

- Тĕрĕс. Ирзаев ĕçĕ Раççей оборона министрне А.Сердюкова тата çак ведомствăн пурлăх хутшăнăвĕсен департаменчĕн ертÿçине Е.Васильевăна аса илтерчĕ. Вĕсене çарăн куçман пурлăхне сутнăшăн питĕ çемçе статьяпа айăпларĕç, тÿрех амнистие лектерчĕç.

Тÿрре кăлартăм

- Кун пек ĕç-пуç ĕлĕк те пайтах пулнă ĕнтĕ.

- Пулнă. 1980 çул, Мускавра - Олимпиада. Совет çарĕн контингентне Афганистана кĕртнĕ пирки капитализм çĕршывĕсен спортсменĕсем унта хутшăнмарĕç. Вăйăсем пуçланиччен КПСС Тĕп Комитечĕ Горький-Хусан автоçул хĕрринчи сăнсăр çуртсене спортсменсем ан курччăр тесе сÿттерме хушнă. Куславкка районĕнчи Тĕрлемес тÿпемĕнче хăмла типĕтмелли икĕ хутлă комплекс пурччĕ. «Олимпиадăна килекенсем ăна асăрхаççĕ - намăс», - тесе райком пăстарма йышăннă. «Тюрлеминский» совхозăн тĕп бухгалтерĕ Н.Николаев ăна хирĕç тăчĕ. «Комплекс çирĕп. Тата 100 çул ларать», - терĕ. Çапах çурта пăсрĕç, Николаев тĕп бухгалтер тивĕçĕн картинчен тухса влаçпа усă курнă тесе уголовлă ĕç пуçарчĕç. Вăл пысăк опыт пухнă, аслă пĕлÿллĕ финансистчĕ. Ĕçри çитменлĕхсемшĕн райкома çеç мар, обкома та критиклетчĕ. Унран тасалас тесе пĕр учреждени пайне пĕтерсе пăхнă, вăл пурпĕр «шыва путман». Райком таса чунлăскерне тĕрмене ларттарассишĕн кĕрешрĕ. Уголовлă ĕçе пăхса Николаева тÿрре кăлартăм. Обком çавнашкал приговор пуласса кĕтмен. Ăна тĕрĕслеме Куславккана Чăваш АССР Аслă сучĕн председателĕпе прокурор заместительне Абрамова янă. Николаев ĕçĕсенче преступлени паллисем çуккине лайăх пĕлнĕскерсем мана ним те каламарĕç. Аслă суд приговора пăрахăçларĕ. Уголовлă ĕçе прокуратура пĕтерчĕ. Николаев Чăваш Енрен Тутарстана ĕçлеме куçрĕ. Ăна «тăн кĕртнĕшĕн» парти ĕçченĕсем савăнчĕç. Совет тапхăрĕнче айăпланакана тÿрре кăларакан приговор йышăнма çăмăл марччĕ. Судьян яланах парти органĕн ертÿçин куçĕнчен пăхма тивнĕ.

- Ларусенче тĕрлĕ çынпа калаçма тивнĕ. Ку енĕпе мĕн аса илетĕн?

- Милици йывăр преступлени тунă, айăплав тапхăрне ирттернĕ çын килне таврăнсан пĕр çулталăк таран куллен тĕрĕслесе тăрать. Унăн 18 сехет хыççăн çемьере пулмалла. Çак йĕркене пăхăнманшăн Куславккари Моисеевпа Чернов суд тенкелĕ çине ларчĕç. «Айăпна йышăнатăн-и?» - ыйтрăм пĕрремĕшĕнчен. Вăл тенкел çинчен салтак пек ярт! сиксе тăчĕ те сылтăм аллаппине çамки патне тытса: «Хай Гитлер! - тесе хыттăн кăшкăрчĕ. - Мана Бразилирен ваккат парăр!» «Ухмаха ан пер. Аташсан наручник тăхăнтартатпăр!» - терĕм. Мĕнле сăлтава пула 18 сехет иртсен килтен тухса хулара çÿренине, ыттине пĕлес тĕллевпе ыйтусем пама пуçламассерен тăчĕ те: «Хай Гитлер! Мана Бразилирен ваккат парăр!» - тесе кăшкăрчĕ. Вăл залран тухса тарасран асăрханса икĕ милиционера ăна наручник тăхăнтартма ыйтрăм. Çÿллĕ те тĕреклĕскер пĕрре çеç çапрĕ - çинçешке сотрудник 5-6 метра кусса кайрĕ. Çакна курсан пăшăрханма тытăнтăм. Тата темиçе милиционера зала чĕнтертĕм. Моисеева аран-аран ураран ÿкерсе «серепелесен» çеç процеса вĕçне çитертĕм.

Тепрехинче лару Куславкка тăрăхĕнчи Чашлама ялĕнче иртрĕ. Вăл пынă хушăра преступлени тунă çын хăйне туалета ăсатма ыйтрĕ. Милиционерсем картишне илсе тухрĕç. Пилĕк минут та иртмерĕ - преступник тарни çинчен пĕлтерчĕç. Ку - ЧП!

Туалечĕ çĕрĕшнĕ, хыçалти хăмине хăйпăтса тухнă. Милиционерсем преступник хыççăн йытăпа чупрĕç. Вăл юр ашса виçĕ çухрăма çитме ĕлкĕрнĕ. Тытса таврăнсан процеса малалла тăсрăмăр. Эй, мĕн кăна курма тÿр килмерĕ-ши? Темиçе кĕнеке çырмалăх та пулнă-тăр çавăн евĕрлĕ самантсем.

Юрий МИХАЙЛОВ калаçнă

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.