Кăçалхи çĕнĕлĕхсем

2 Фев, 2016

Раççей пенси тытăмĕнче 2016 çулта хальхи тата пулас пенсионерсене, çавăн пекех ĕçпе тивĕçтерекенсене пырса тивекен улшăнусене вăя кĕртнĕ май РФ Пенси фончĕн республикăри уйрăмĕ массăллă информаци хатĕрĕсен журналисчĕсене пресс-конференцие йыхравларĕ. Асăннă тытăм ертÿçи Роза Кондратьева пенсисене индексацилемелли, çĕнĕ формулăпа килĕшÿллĕн страховани пенсийĕ шутласа памалли, пенси йĕркелемелли условисемпе, амăшĕн капиталĕпе усă курмалли майсемпе, ĕçпе тивĕçтерекенсем тĕлĕшпе палăртнă çĕнĕлĕхсемпе паллаштарчĕ, журналистсен ыйтăвĕсене хуравларĕ.

Тÿлевсен ÿсĕмĕ

Ĕçлемен пенсионерсен федерацин социаллă тÿлевĕ кăçалхи кăрлачăн 1-мĕшĕнчен пысăкланнă. Ăна çыннăн тупăшĕ /пенси, уйăхсерен илсе тăракан тÿлев, çав шутра пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă пулăшу тата телефон компенсацийĕ/ 2016 çулта Чăваш Ен Патшалăх Канашĕ пенсионера пурăнмашкăн çирĕплетнĕ чи пĕчĕк виçерен - 7391 тенкĕрен /2015 çулта - 5771 тенкĕ/ - сахалраххисене параççĕ. Унăн сумми пурăнма кирлĕ чи пĕчĕк виçепе пенсионер тупăшĕн уйрăмлăхĕпе танлашать.

Федерацин социаллă тÿлевне Чăваш Енре кăçалхи кăрлач уйăхĕнчен 30 пин çын илет, унăн вăтам сумми 1992 тенкĕпе танлашать.

Пирĕн республикăри ĕçлемен пенсионерсене пурне те регионта пурăнма кирлĕ виçепе тивĕçтернĕ.

Ĕçлемен граждансен страховани пенсийĕ, çав шутра ун тытăмĕнчи çирĕплетсе палăртнă тÿлев те 2016 çулхи нарăс уйăхĕн 1-мĕшĕнчен 4 процент пысăкланать. Индексациленĕ хыççăн асăннă тÿлев уйăхра 4558,93 тенке çитет, пенси балĕн хакĕ 74,27 тенкĕпе танлашать /2015 çулта - 71,41 тенкĕ/.

Чăваш Республикинче ватлăхри страховани, инвалидлăх, тăрантарса пурăнакана çухатнишĕн паракан пенсисем нарăс уйăхĕнче 237 пин çыннăн хăпараççĕ. Ватлăхри страховани пенсийĕ вăтамран 400 тенкĕ пысăкланса 11,8 пине çитет. Ку кăтарту Чăваш Енре пенсионера 2015 çулхи виççĕмĕш кварталта пурăнмашкăн кирлĕ чи пĕчĕк виçерен /6677 тенкĕ/ 1,8 хут пысăкрах. Асăннă пенсие тÿлемешкĕн уйăхсерен каякан тăкаксем нарăс уйăхĕнчен 108 млн тенкĕ ÿссе 1,2 миллиардпа танлашаççĕ.

Кăçалхи иккĕмĕш çур çулта пенсисен иккĕмĕш индексацийĕ пулмалла. Кун пирки патшалăхăн финанс майĕсене кура 2016 çул варринче йышăну кăлараççĕ.

Нарăсăн 1-мĕшĕнче федераци çăмăл­лăхçисен пурин те, вĕсем ĕçленипе ĕçле­меннине пăхмасăр, уйăхри укçа тÿлевĕ тата соцпакет хакĕ пысăкланнă.

Чăваш Енре уйăхри укçа тÿлевне 105,5 пин çын илсе тăрать, вĕсенчен 84,2 пинĕшĕ - инвалид. Сăмах май, федераци çăмăллăхçисен шутне Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине хутшăннисем тата инвалидсем, çар ĕç ветеранĕсем, вĕсен тăлăха юлнă арăмĕсем, радиаци катастрофисене пĕтернĕ çĕрте пулнисем тата граждансен ытти категорийĕ кĕреççĕ.

2016 çулхи ака уйăхĕн 1-мĕшĕнче патшалăх пенсийĕсене, çав шутра социаллисене, пенсионер ĕçленипе ĕçлеменнине пăхмасăр, 4 процент пысăклатаççĕ.

Республикăра социаллă, вăрçа хутшăннисемпе инваличĕсен, вилнĕ çар çыннисен ашшĕ-амăшĕн пенсийĕсене 27,3 пин çыннăнне хăпартаççĕ. Социаллă пенсин вăтам ÿсĕмĕ 273 тенкĕпе танлашса 7,5 пине, сусăр ачасемпе пĕчĕкренпех инвалид шутланакансен /ÿсĕм - 458 тенкĕ/ - 11,9 пине, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине хутшăннисен, икĕ пенсие тивĕçекенсен /ÿсĕм - 1 пин/ 30 пин тенке çитеççĕ.

Пенси тÿлемешкĕн каякан тăкаксем ака уйăхĕнчен 8 млн тенкĕ хăпарса 230 миллионпа танлашаççĕ.

 

Ĕçлекенсен страховани пенсийĕ

Федерацин 2015 çулхи раштав уйăхĕн 29-мĕшĕнче йышăннă 385-мĕш саккунĕпе килĕшÿллĕн ĕçлекен граждансем страховани пенсине тата унăн çирĕплетнĕ тÿлевне планпа палăртнă индексацисĕр илсе тăраççĕ.

Çапла вара страховани пенсийĕсен /ватлăхрин, инвалидлăхрин, тăрантарса пурăнакана çухатнипе параканнин/ çывхарса килекен индексацине ĕçлемен пенсионерсем кăна тивĕçеççĕ. Ăна палăртмашкăн ĕçпе тивĕçтерекенсен Пенси фондĕнчи 2015 çулхи виççĕмĕш кварталти отчечĕсен, çавăн пекех уйрăм предпринимательсене тата харпăр хăй ĕçне йĕркеленисене 2015 çулта учетран кăларнин кăтартăвĕсемпе усă кураççĕ.

Нарăсăн 1-мĕшĕнчи индексаци 2015 çулхи авăн уйăхĕн 30-мĕшĕ тĕлне ĕçлеме пăрахнă пенсионерсене, çавăн пекех предприниматель, адвокат, хресчен /фермер/ хуçалăхĕн пуçлăхĕ тата харпăр хăй ĕçне йĕркелекен шутланса 2015 çулхи раштавăн 31-мĕшĕ тĕлне РФ Пенси фондĕнче учетра тăман пенсионерсене кăна пырса тивет. Енчен те тивĕçлĕ канури çын 2015 çулхи юпа уйăхĕн 1-2016 çулхи пуш уйăхĕн 31-мĕшĕсенче ĕçрен кайсан, унăн çакна çирĕплетекен документсемпе пĕрле заявление Пенси фондне е нумай функциллĕ центра памалла. Ун хыççăн тепĕр уйăхра ăна индексацие шута илнĕ страховани пенсийĕ пама тытăнаççĕ.

Тĕслĕхрен, кăçалхи пуш уйăхĕн пуçла­мăшĕнче ĕçлеме пăрахнă çын заявленипе пĕрле ĕç кĕнекин копине тепĕр куннех Пенси фондне парсан ака уйăхĕнче индексациленĕ пенсие тивĕçет.

Ĕçрен кайнипе çыхăннă заявление пенси служби кăçалхи çу уйăхĕн 31-мĕшĕччен йышăнать. Ун хыççăн çак пулăма ĕçпе тивĕçтерекенсем кăçалхи иккĕмĕш кварталтан тытăнса уйăхсерен паракан кăтартусене тĕпе хурса палăртаççĕ. Пенсионер тепĕр хут ĕçе вырнаçсан унăн страховани пенсине чакармаççĕ.

Куçăм тапхăрĕ

Раççейре 2015 çултанпа вăйра тăракан формулăпа килĕшÿллĕн кăçал страховани пенсийĕ памалла тумашкăн 7 çул стаж тата 9 балл кирлĕ. 2025 çулччен тăсăлакан куçăм тапхăрĕнче стаж çуллен 1 çулталăк, балсен хисепĕ 2,4 пысăкланса пымалла. Енчен те тивĕçлĕ кану ÿсĕмне çитнĕ тĕле гражданин асăннă кăтартусене кирлĕ чухлĕ пухаймасан ăна пенсие каярахпа кăлараççĕ е социаллине памалла тăваççĕ /хĕрарăмсене - 60, арçынсене - 65 çулта/.

Пенсионер тÿлеве вăхăтлăх - календарлă 1 çулталăкран пуçласа 10 таран - илме, пенсие маларах тухма ирĕк пур е тивĕçлĕ кану ÿсĕмне çитнĕ гражданин патшалăх укçине çÿлерех асăннă вăхăт чухлĕ тивĕçме килĕшмесен ватлăхри страховани тата тăрантарса пурăнакана çухатнипе паракан пенсие пысăклатмашкăн хавхалантару коэффициенчĕсем хушса параççĕ.

Тĕслĕхрен, 5 çулта çирĕплетнĕ /фиксированная/ тÿлев - 36 процент, страховани пенсийĕ 45 процент пысăкланаççĕ, 10 çулта - 2,11 тата 2,32 хут. Чăваш Республикинче ватлăхри страховани пенсине илессине каярах вăхăта хăварма ыйтса 3 çын заявлени çырнă.

 

Амăшĕн капиталĕ

2016 çулхи кăрлач уйăхĕн 1-мĕшĕнчен амăшĕн капиталĕн укçине сусăр ачасене социаллă пулăшу памашкăн тата вĕсене обществăна интеграцилемешкĕн кирлĕ тавар туянма тата пулăшу илмешкĕн яма Раççей Президенчĕ 2015 çулхи чÿк уйăхĕн 28-мĕшĕнче алă пуснă федерацин 348-мĕш саккунĕ ирĕк парать.

Асăннă таварсемпе пулăшусене медицинăпа социаллă экспертиза органĕ туса хатĕрленĕ харпăр хăйĕн реабилитаци программипе килĕшÿллĕн илмелле. Вĕсене туяннине туяну-суту-илÿ килĕшĕвĕсемпе е тавар /касса/ чекĕсемпе, е сутăн илнине çирĕплетекен ытти документпа çирĕплетмелле. Туяннă тавар чăннипех пуррине РФ суб<екчĕн ĕç тăвакан органĕн социаллă ыйтусене тивĕçтерекен тытăмĕнчи уполномоченнăйĕ хатĕрленĕ тĕрĕслев акчĕпе ĕнентермелле.

Сусăр ачана пулăшу панă чухне те ыйтăва тивĕçтерекен организаципе е уйрăм предпринимательпе саккун йĕркипе килĕшÿ тумалла. Амăшĕн капиталĕн укçипе тивĕçмелли таварсемпе пулăшусен переченьне тата правилăсене РФ Правительстви çирĕплетнĕ хыççăн Пенси фончĕ патшалăх сертификачĕн хуçисенчен заявленисем тата ĕнентерÿ докуменчĕсене йышăнма тытăнать.

Çакна та палăртмалла: сусăр ачаллă çемьесен çĕнĕ майсемпе пĕрлех федерацин «Раççей Федерацийĕнче инвалидсене социаллă хÿтлĕхпе тивĕçтересси çинчен» саккунĕпе палăртнă таварсемпе пулăшусем илмелли ирĕк пур.

Амăшĕн капиталĕн программине икĕ çула тăснă. Халĕ ăна илмешкĕн иккĕмĕш е ун хыççăнхи ачана 2018 çулхи раштав уйăхĕн 31-мĕшĕччен çуратмалла /усрава илмелле/. Сертификата памалли тата унăн укçипе хуçаланмалли вăхăта малтанхи пекех чикĕлемен. 2016 çулта унăн виçи 453026 тенкĕпе танлашать.

Пирĕн республикăра амăшĕн капиталĕн сертификатне ачаллă 66,5 пин çемье тивĕçнĕ. Вĕсенчен 40 пинĕшĕ унăн укçипе хваттер условийĕсене лайăхлатнă,1,8 пинĕшĕ аслă ачисене институт-университетра вĕрентнĕ тата кĕçĕннисене ясли-садике çÿретнĕ - вĕсем федераци бюджетĕнчен 14,5 млрд тенкĕлĕх патшалăх пулăшăвĕ илнĕ.

Амăшĕн капиталĕн сертификачĕ пур çемьесем 20 пин тенкĕпе танлашакан пĕр хут паракан тÿлеве илмешкĕн Пенси фондне е нумай функциллĕ центра 2016 çулхи пуш уйăхĕн 31-мĕшĕччен заявлени çырма пултараççĕ. Ăна Раççейре пурăнакан, 2015 çулхи раштав уйăхĕн 31-мĕшĕ тĕлне амăшĕн сертификачĕн хуçи пулнă тата унăн укçипе усă курса пĕтереймен çемьесене параççĕ.

Заявление 2015 çулхи çу уйăхĕнче йышăнма тытăннă. Унтанпа амăшĕн капиталĕн шучĕпе 16 пин çемьене 314 млн ытла тенкĕ тÿленĕ.

 

Страховани взносĕ тата отчет

Обязательнăй пенси страхованийĕн взносĕн тарифĕ 2016 çулта 22 процент шайĕнчех пулать. Ăна тытса юлмалли ĕç укçин чи пысăк фончĕ 796 пин тенкĕ шутланать, асăннă суммăран иртсен 10 процент хушса тÿлеме тивет. Сиенлĕ тата хăрушă производствăллă ĕç вырăнĕсем пур хуçасен /вĕсем ĕç условийĕсен ятарлă хаклавне ирттермесен/ хушма тариф 2016 çулта 1-мĕш списокпа - 9, 2-мĕшпе тата «пĕчĕк списоксемпе» 6 процент шутланать. Ятарлă хаклав тунă-тăк, унăн кăтартăвĕсем тăрăх ĕç вырăнĕсенчи условисен класне тата взноссен хушма виçине палăртаççĕ.

Ĕçпе тивĕçтерекенсем кăçалхи иккĕмĕш кварталтан Пенси фондне ĕçлекен пенсионерсем çинчен кăтартусем пама пуçлаççĕ. Çавна май çынсен страховани пенсине индексаци тума ыйтса заявлени çырма тивмĕ.

2016 çулта чи пĕчĕк шалу виçи 6204 тенкĕпе танлашнă май харпăр хăй ĕçне йĕркеленĕ, анчах тара тытнисен вăйĕпе усă курман граждансен Пенси фондне - 19356,48 тенкĕ, 300 пин тенкĕрен иртекен суммăран 1 процент хушса /анчах 154851,84 тенкĕрен ытлашши мар/ взнос хывмалла, обязательнăй медицина страхованийĕн фондне - 3796,85 тенкĕ.

Унсăр пуçне кăçалхи кăрлач уйăхĕнчен харпăр хăй ĕçне йĕркеленисен шутĕнчи взнос тÿлекенсемшĕн, ыттисемшĕн пени тата процент енĕпе бюджет классификацийĕн кодне улăштарнă. Страховани взносĕ хывассипе, отчет парассипе çыхăннă çĕнĕлĕхсемпе РФ Пенси фончĕн сайчĕн «Страховательсем валли» пайĕнче паллаштарнă.

Валентина СМИРНОВА

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.