Фемидăна шăнман пăр çине лартаймăн...

2 Фев, 2016

"Шупашкар районĕн сучĕ РФ Наркотĕрĕслев службин Чăваш Республикинчи управленийĕн материалĕсене пăхса тухнă хыççăн приговор çирĕплетнĕ: 44 çулти арçынна саккуна пăсса наркотик сутма хатĕрленнĕшĕн айăпланă", - пĕлтерчĕ ведомствăн пресс-служби.

Мĕнрен пуçланнă-ха преступлени çулĕ çине тăрасси? Чăваш Енре çуралса ÿснĕ арçын Мускавра героин туяннă. Хальхи вăхăтра республикăра героин дефицит "тавар" шутланать. Çавăнпах арçын кучченеçне юлташĕсем савăнсах туяннă. Пакунлисем преступнике Шупашкарта тытса чарнă, самаях пысăк виçеллĕ наркотик "хутаçне" туртса илнĕ.

Следстви шучĕпе - арçын героина Чăваш Республикинче сутма палăртнă. Суд ларăвĕнче хайхискер айăпа хăй çинчен сирме хăтланнă: наркотике вăл хăйĕн валли илсе килнĕ, пĕлĕшĕсене героинпа сăйлаканĕ урăх çын имĕш. Юлташсем саккун аллине лекнĕскере хÿтĕлес тенĕ-ши - ун майлă çаптарнă, арçыннăн хÿтĕлевçи шухăшласа кăларнă сăмахсене судра çирĕплетме тăрăшнă. Анчах судьяна ĕнентереймен. Приговор çирĕп - 7 çул.

"Наркополицейскисем суя информаци панине тата айăпланакана суйса хÿтĕлеме тăрăшнине курмăш туса ирттермеççĕ, уголовлă майпа явап тыттараççĕ", - асăрхаттараççĕ управленин пресс-службин ĕçченĕсем. Кунашкалли общество умне пысăк хăрушлăх кăларса тăратать, мĕншĕн тесен следстви органĕсен тата суд ĕç-хĕлне ура хурать, граждансен саккунлă интресĕсемпе прависене пăсать. Çакăн йышши преступлени тăвакансене РФ УК 306 тата 307 статйисемпе айăпласа 2-6 çул ирĕклĕхсĕр хăварма пултараççĕ.

И.СЕРГЕЕВА

Рубрика: 
Автор: