Шкулта чăвашлăх валли вырăн хĕсĕнет

2 Фев, 2016

Пĕлтĕр Тутарстанри Чăваш наципе культура автономийĕ «Чи лайăх чăваш шкулĕ» конкурс пуçарчĕ. Асăннă конкурса хутшăнмашкăн республикăри темиçе районтан чăваш шкулĕсем заявкăсем пачĕç. Конкурс комиссийĕн пайташĕ пулнă май манăн тĕрлĕ шкула тухса çÿреме тиврĕ. Хальлĕхе ăмăрту вĕçленмен-ха, пĕтĕмлетÿсем туман. Çапах шкулсенче вĕренекенсемпе калаçнă хыççăн ачасем ашшĕ-амăшĕн чĕлхине иккĕмĕш вырăна хуни палăрчĕ. Чăваш хаçат-журналне, кĕнекине вуласси те модăран тухрĕ темелле. Вулама кăна мар, калаçми те пултăмăр. Сăлтавĕ мĕнре-ши? Шкулта вĕрентмеççĕ-и, килте калаçмаççĕ-и? Çак ыйтăвăн хуравне тупмашкăн чăваш чĕлхипе литературин вĕрентекенĕсен шухăшне ыйтса пĕлтĕм.

Светлана ОСИПОВА, Павлă районĕнчи Усăллă тĕп шкулĕн вĕрентекенĕ:

- Пирĕн районта - чăваш ялĕ виççĕ. Вĕсенчен пирĕн ял шкулĕнче çеç ачасем чăвашла калаçаççĕ, шкулта та чăвашла вĕрентеççĕ. Ытти ялта тĕрлĕ халăх хутшăннипе чăваш чĕлхи манăçа тухма пуçларĕ. Çамрăк ăру культурăпа йăла-йĕркене упрама тăрăшать, анчах чĕлхене маннă. Пирĕн ялта чăвашсем йышлăрах. Шăкăл-шăкăл калаçни савăнтарать. Çак илемлĕхе аслисен хушшинче кăна илтме пулать çав. Çамрăксем чăвашла калаçасшăнах мар. Ашшĕ-амăшĕнчен: «Мĕншĕн ачăрсене чăвашла ка­лаçтармастăр?» - тесе ыйтсан çакнашкал хурав илтетĕп: «Ăçта кирлĕ пулать вăл? Вырăсла лайăх вĕренччĕр». Мĕн тесен те, чăвашла лайăх вĕренекен вырăсла та лайăх вĕренет. Çакна хамăн практикăран калатăп. Эпĕ чăваш ачисене вырăсла та, чăвашла та вĕрентетĕп. Икĕ чĕлхене лайăх пĕлекен ыттисене те тарăхмасăр ăса хывать.

Марина ВЕРИАЛОВА, Пăва районĕнчи Пÿркел вăтам шкулĕн вĕрентекенĕ:

- Пĕрремĕшĕнчен, шкулта икĕ предметран пĕр предмет туса хуни пăшăрхантарать. Вăл «Тăван чĕлхепе литература» ятлă. Журнал çине те çаплах çырма тивет. Программăсем вара - уйрăм. Вĕренÿ кĕнекисем те. Çакă пирĕн ĕçе те кăткăслатать.

Чăваш Республикинче халĕ 10-11-мĕш классенче чăваш чĕлхине вĕрентмеççĕ тенине илтнĕ. Асăннă классенче вĕренмелли кĕнекесене юлашкинчен 2003 çулта кăларнă, хальхи вăхăтра вĕрентменнипе урăх пичетлесшĕн мар. Пирĕн республикăра икĕ предмета пĕрлештерсе вĕрентмелли кĕнеке те кирлĕ. Çĕнĕ кĕнекесем хăçан пуласси паллă мар. Çавăнпа аслă классенче чăваш чĕлхине вĕрентме вуçех чарма пултараççĕ. ФГОСа хута янипе вĕрентÿ планĕсем те улшăнаççĕ. Çав плансем тăрăх, пĕр урок икке пайланма пултараймасть. Халĕ пирĕн пĕр урокра тутарсем - тутарла, чăвашсем чăвашла вĕренеççĕ. Малашне ун пек пайланмĕ, чăвашла пачах вĕрентместпĕр тесе хăратрĕç-ха. Ман шухăшпа, план тăвакансем пурне те шута илмен, вĕсем пĕр ялтах чăвашсемпе тутарсем пурăннине пĕлсех каймаççĕ пулас.

Пĕтĕмĕшле илсен, пирĕн шкулта вĕренÿ пособийĕ çителĕклĕ, электронлă пособисем те, ытти предметпа танлаштарсан, кая мар. Интернетра чăвашла материалсем çителĕклĕ. Ачасем чăваш чĕлхине паянхи кун хаваспах вĕренеççĕ-ха.

Марина Михайловнăпа килĕшетĕп. Пÿркел ялĕнче аслисем те, çамрăксем те тăван чĕлхене сумран кăларман. Пÿркел ялĕнче икĕ халăх çыннисем мĕн ĕмĕртен туслă пурăнаççĕ. Шкулта вара предмета тăрăшса вĕренеççĕ.

Пирĕн вĕрентекенсем хăйсен ĕçĕсене яваплăха туйса пурнăçлаççĕ. Пÿркел шкулĕн ачисем олимпиадăсенче те çĕнтерÿçĕ пулса таврăнаççĕ. Пĕлтĕр кĕркунне, сăмахран, «Раççей халăхĕсен чĕлхисене сыхласа хăварасси тата аталантарасси» наукăпа практика конференцийĕнче 10-мĕш класс вĕренекенĕ Карина Петрова малти вырăн йышăннă.

Елизавета ПАВЛОВА, Аксу районĕнчи Çĕнĕ Тимушкел шкулĕн вĕ­­рентекенĕ:

- Иртнĕ ĕмĕрпе танлаштарсан, паян чăваш чĕлхине вĕрентме кăткăсрах. Ача чĕлхене мĕнле шайра вĕренесси килти пуплеврен килет. Халĕ садикре те вырăсла калаçаççĕ, шел паллах. Ачасем 1-7-мĕш классенче аванах вĕренеççĕ, 8-9-мĕш классенче вара, экзамен çуккипе, алă сулаççĕ. Пирĕн шкулта фразеологи тата этимологи славарĕсем çитмеççĕ. Çавăнпа шырав меслечĕсемпе ĕçе йĕркелеме май та çук темелле.

Юлашки çулсенче чăваш чĕлхи вĕрентмешкĕн сехет питĕ сахал уйăраççĕ. Юрать, пирĕн шкул чăваш шкулĕ шутланать те хăшпĕр класра 3 сехет хăварнă. Литература та сахалрах пирĕн. Методика литератури Тутарстан чăвашĕсем валли пачах çук.

Çапла, кашни районта, кашни шкулта - хăйĕн йывăрлăхĕ. Предметсем пирки калас-тăк, наука деятелĕ Владимир Ковальзон нумаях пулмасть телевизорпа çапла палăртрĕ: «Ман шухăшпа, ачасен пĕр кунта темиçе предмет вĕренмелле мар, пĕр кун математика пултăр, тепĕр кун чĕлхе вĕренччĕр, çавăн чухне ачан пуçне предмет кĕрсе юлать те». Профессор шухăшĕпе эпĕ те килĕшетĕп.

Элшел шкулне темиçе ялтан вĕренме çÿреççĕ. Сăмахран, аслă классенче тăватă ял çамрăкĕ тĕл пулать. Шкулта вырăсла калаçакансене самай сăнарăм.

Чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен Альбина Зайцева та икĕ предмета пĕрлештерсен аптăранă:

- Халĕ ачасем, тем тесен те, вырăсла шухăшлаççĕ. Çакна вĕсем çырнă изложенисене вуланă май асăрхатăп. Çитменнине, Интернетра ачасем чăвашла вырăс саспаллисемпе çырнă хыççăн урокра та вырăс саспаллисемпех çырса каяççĕ. Йăласене манса пыратпăр. Йăла-йĕркепе паллаштаракан дисксем пулсан аван та çав.

Шкулта пулнă май вĕренÿре малта пыракансемпе калаçрăм. 11-мĕш класра ăс пухакан Наталья Зайцева пуçламăш класран пуçласа паянхи кунччен «пиллĕк» паллăсемпе вĕренет. Тĕрлĕ предметпа олимпиадăсене хутшăнать, анчах чăваш чĕлхипе иртекеннисене кăмăлĕ туртмасть. «Эпĕ чăваш чĕлхин правилисене ăнлансах каймастăп. Мана кăсăклантармасть вăл урок. Литературăна хаваспах вулатăп, чĕлхе вара...» - тутине пăрчĕ вĕренекен.

Чăваш чĕлхине ачасен вĕренес килменнин сăлтавĕ тĕрĕссипе мĕнре-ши? Наташа пек калакансене эпĕ пĕрре мар илтнĕ. Тен, чĕлхе правилисене тăтăш улăштарнин витĕмĕ те пур кунта?..

Светлана САДЫКОВА.

Тутарстан.

Автор сăнÿкерчĕкĕ

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.