Хаклă кайăка... суд хÿтĕлет

1 Фев, 2016

Етĕрне район сучĕ çак тăрăх çыннинчен кроншнеп тытнăшăн 170544 тенкĕ шыраса илме йышăннă.

Етĕрне çыннине пĕлтĕрхи ака уйăхĕнчех тытнă. Вăл Хĕрлĕ Чутай сунар территорийĕнче шыв шултра йышши чăххине персе ÿкернĕ. Çак кайăка Раççей Федерацийĕн Хĕрлĕ кĕнекине кĕртнĕ - ăна тытма юрамасть.

Йĕркене пăсакана авăн уйăхĕнче административлă майпа 2000 тенкĕ штраф тÿлеттернĕ. Çавăн чухнех патшалăха кÿнĕ тăкака - 170544 тенкĕ - саплаштарма ыйтнă. Вăл çав укçана хăйĕн ирĕкĕпе пама килĕшмен. Çавăнпах ĕçе суда ярса панă.

 

Мария РОМАНСКАЯ.

Рубрика: