Ашшĕ-амăшĕн явапсăрлăхĕ ачине витĕм кÿрет

30 Янв, 2016

Кăрлач уйăхĕн 27-мĕшĕнче Республикăри ÇÇХПИ Управленийĕн пуçлăхĕ Владимир Романов журналистсене 2015 çулхи кăтартусемпе паллаштарчĕ. Пĕтĕмĕшле илсен, çул çинчи инкексен шучĕ 2160 16,6 процент чухлĕ чакнă, вилнисен йышĕ 208 10,2 процент пĕчĕкленнĕ, анчах ачасем хутшăннисем, вилнисем 12 нумайланнă.

- Ашшĕ-амăшĕ явапсăр пулни те витĕм кÿрет. Аслисем ачисене ятарлă пиçиххипе çыхмасăр илсе çÿреççĕ. Шăпах вĕсемпе çакланни инкекре кĕçĕннисен пурнăçне çăлать, - терĕ Владимир Геннадьевич.

Улатăр, Çĕмĕрле, Муркаш тата Канаш районĕсенче инкексен шучĕ ÿснĕ. 7 район вилнисем йышланнипе палăрнă. Патăрьел районĕнче - 22, Комсомольски районĕнче - 19, Йĕпреç районĕнче - 12, Куславкка районĕнче - 9, Канаш районĕнче - 20, Сĕнтĕрвăрри районĕнче - 3, Муркаш районĕнче 13 çын инкеке пула пурнăçран уйрăлнă.

Ÿсĕр водительсен йăнăшĕпе пулнă аварисен шучĕ 1 процент чухлĕ чакнă. Пĕлтĕр 199 пулнă тăк, кăçал - 197. Медицина тĕрĕслевĕ тухма килĕшменнисен йышĕ те 32 процент сахалланнă. Анчах ку ыйтăва сирмест, çул çинчи инкексен 240 тĕслĕхĕнче йÿççипе «хăналаннисем» айăплă. Çул çинчи кашни виççĕмĕш вилĕм те вĕсен явапсăрлăхĕпе çыхăннă. Çул-йĕр хăрушсăрлăхĕн инспекторĕсем пĕлтĕр руль умне эрех-сăра сыпнă хыççăн ларнă 5 пин ытла çынна тытса чарнă.

- 2015 çулхи утă уйăхĕн 1-мĕшĕнчен вăя кĕнĕ йĕрке те: иккĕмĕш хутчен ÿсĕрле тытсан водитель удостоверенийĕсĕр юласси - хăратмасть чылайăшне, - пĕлтерет республикăри ÇÇХПИ тĕп инспекторĕ.

Аварисен 60 проценчĕ хулапа ял-поселок таврашĕнче пулать. Ытларах чухне транспорт çапăнать /39 процент/, çынна таптанă тĕслĕхсем те йышлă /33 процент/, çаврăнса ÿкнĕ, чăрмав çине пырса кĕни те нумай.

Пăшăрхантаракан тепĕр самант - çуран çÿрекенсем çул çинчи инкеке лекнĕрен пурнăçран уйрăлнă тĕслĕхсем 8,2 процент чухлĕ ÿснĕ.

- Ку инкексенчен май пур таран хăтăлас тесен, паллах, чи малтан хăрушсăрлăха пропагандăламалла. Халĕ те çаплах тăватпăр-ха та, анчах пурне те витерейместпĕр. Ахальтен-и 2015 çулта кăна ПАИ ĕçченĕсем çул çинчи йĕркене пăснă 600 пин яхăн тĕслĕхе палăртнă. Вĕсен 79 проценчĕ пысăккисен йышне кĕрет, - терĕ Владимир Романов.

Фото тата видеофиксаци хатĕрĕсен витĕмлĕхне те палăртмалла. Вĕсен тĕлĕнче пĕр пăтăрмах та пулман. Йĕркене пăснă тĕслĕхсен 60 процентне шăпах вĕсем «курнă». Эппин, ку тытăм ĕçлет. Ăна малашне те аталантарĕç.

Патшалăх автоинспекцийĕ пĕлтĕр судсене 608 уголовлă ĕç ярса панă, шыраври 1558 транспорт хатĕрне тупнă, вĕсенчен 70-шĕ - вăрланисем. Авари пулнă вырăнтан пăрахса тарнă водительсен йышĕ те курăмлă - 1075 тĕслĕх. Суя документсемпе улталама хăтланнă 757 тĕслĕх те шутра.

Пакунлисем пĕлтĕр наркотик турттарнă 74 тĕслĕхе палăртнă, чарнă 76 водитель наркăмăшпа «хăналаннăскерсем» пулнă. Ку цифра çулсерен ÿсни пăшăрхантарать.

Паянхи куна республикăра 330 пин ылта транспорт хатĕрне шута илнĕ. Ытти чухне ку цифра пысăк хăвăртлăхпа хăпарнă тăк, юлашки вăхăтра вăл 3 пин чухлĕ чакнă. Кризис витĕм кÿрет-тĕр. Укçа тенĕрен, ПАИ ĕçченĕсене взятка пама хăтланнă 14 тĕслĕхе шута илнĕ. Паян инспекторсем епле ĕçленине видеорегистраторсем ÿкернине пĕлсех кайман-ши айăпне каçарттарма укçа сĕнекенсем?

- Кăçалхи çулталăк йывăррăн пуçланчĕ. Кăрлачăн 27-мĕшĕ тĕлне кăна аварисенче 10 çын пурнăçĕ татăлчĕ, - пăшăрханăвне пытармарĕ Владимир Романов.

Çакă, паллах, çанталăкпа та çыхăннă. Тăман вĕçтернĕ чухне нимĕн те курăнмасть-çке. Çуран çÿрекенсем машина айне пулнă тĕслĕх те йышланнă. Хÿсе кайнă юр купи хыçĕнчен çынсем тухнине водительсем асăрхаса-сăнаса ĕлкĕреймеççĕ ахăр. Çавăнпах тимлĕ пулмалла. Руль умĕнчисен çеç мар, çуран çÿрекенсен те. Уйрăмах - çунашка туртакан ашшĕ-амăшĕн. Çул урлă каçнă чухне ачана уттарса каçни тĕрĕсрех.

Сивĕ çанталăкра федераци трасси çинче чарăннă водительсене те пулăшаççĕ ПАИ ĕçченĕсем. Ăшăтаççĕ, кирлĕ тĕк пурлăхне те вăрласран вăхăтлăх пăхса тăраççĕ.

Çĕнĕлĕхсем пирки калани те вырăнлă-тăр. Нумаях пулмасть ПАИ штрафĕсен çуррине кăна тÿлемелли саккун вăя кĕнĕ, анчах ăна йĕркене пăснă хыççăн 20 кунра пурнăçласа ĕлкĕрмелле. Штрафпа ытти парăмсене вăхăтра татманнисен тĕлĕшĕпе те урăх йĕрке палăртнă. Водитель удостоверенине туртса илмеççĕ-ха, анчах руль умне ларма ирĕк çук. Удостоверенисĕрех çÿренишĕн явап тытма тивĕ.

 

Татьяна НАУМОВА.

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.