Спонсор пулăшăвĕ

30 Янв, 2016

Эпĕ вĕçетĕп... Чăн пурнăçра мар-ха, тĕлĕкре... Акă пĕр каçхине уй, вăрман урлă каçса ĕлĕкхи савнин килне çитрĕм. Шухăшламан-туман çĕртен тĕл пултăм унпа. Ăна курманни 20 çул та çитет пулĕ. Ун пирки нимĕн те пĕлместĕп.

Вăл юнашар районтан пирĕн ялти тăванĕсем патне килетчĕ. Клуба тухсан манран пĕр утăм юлмастчĕ. «Йытă пекех шанчăк­лă тус», - тетчĕç ун пирки тантăшсем. Тĕслĕхрен, эпĕ урăххипе ташлаттăм, вăл юнашар тăратчĕ. Киле кайма тухатăп, каллех ман хыççăн йĕрлет. Пулать вĕт çавнашкал çын: хам çумран хăвалатăп - хăнк! та тумасть. Маншăн нимĕн те шеллеменни пирки калама кирлех-ши? Çийĕнчи кĕпине ыйт - ним шухăшласа тăмасăрах хывса тыттарать. Пĕр ывăç мар, пĕр сумка канфет илсе пама хатĕр. Кăмăлĕ, чăнах, ырă унăн. Анчах килĕшмест вăл мана. Ытти каччăпа калаçма чăрмантарнăнах туйăнать. Ăçтан килсе тухрĕ вăл ман тĕле? Хăш чухне хапха умĕнче сыхласа тăрать тата. Кил картишне те кĕртесшĕн мар.

Курмăш туни йăлăхтарчĕ пулмалла, аранах хăпрĕ манран. Те эпĕ калаçманнине кура яла килме пăрахрĕ. Ăçта пурăннине каланăччĕ, анчах ятарласах шыраман ăна. Тĕрĕссипе, йĕркеллĕ хутшăнман та çав каччăпа.

Халĕ мероприятисене спонсор пулăшăвĕпе йĕркелесси йăлана кĕчĕ. Эпир те хамăр тăрăхра тĕнче пĕлмелле уяв ирттерме шухăш тытрăмăр. Анчах тăкакне саплаштарма йывăртарах. Унтан-кунтан укçа пуçтартăмăр-ха, пурпĕрех çитмест. Юлашкинчен тантăшсене пуянрах çынсемпе паллаштарма ыйтрăм. Тен, вĕсем пулăшĕç?

«Юнашар районти пĕр ху­çалăх ертÿçи культура мероприятийĕсем йĕркелеме укçа шеллемест теççĕ. Унпа калаçса пăхмалла мар-ши?» - ăс пачĕ пĕр юлташ. Ыйтса пăхма юрать.

Телефонпа «çук» теме çăмăлрах, çавăнпах çынпа куçа-куçăн калаçнине нимĕн те çитмест. Спонсор пулăшăвĕ шыракансем çак вăрттăнлăха пĕлеççех.

Пĕтĕм ĕçе пăрахса çула тухрăм. Юрать инçех каймалла мар - каçчен каялла çаврăнса çитме пулать.

«Хуçалăх ертÿçи апата киле кайнă», - терĕç вырăна çитсен. Манăн кĕтсе тăма вăхăт çук, автобусран юлма юрамасть. Çавăнпах пуçлăха тĕл пуласса шанса урам тăрăх утрăм. Мана хирĕç никам килни те курăнмарĕ. Килнех кĕрсе тухма палăртрăм.

Пÿрт алăкне уçса ярсанах сăмах чĕнейми пултăм. Хăйхи тахçан мана кăмăлланă çын тăра парать. Ăна, ăшă куçлăскерне, никампа та пăтраштараймăн. Манăн тĕлĕк чăна çаврăнчĕ. Малтан унран укçа ыйтма аванмарлантăм. Тахăш самантра вăй кĕчĕ - пуçларăм хамăрăн ĕмĕт-тĕллевпе паллаштарма. Мĕн сăлтавпа килнине тÿрех ăнланчĕ вăл. Уява тивĕçлĕ шайра ирттермешкĕн кăмăлтанах пулăшрĕ.

Иртнине аса илмерĕмĕр, иксĕмĕр те çемьеллĕ-çке. Чи кирли - вăл çилĕ тытмасть. Малашне те туслă çыхăну йĕркелеме калаçса татăлтăмăр.

 

Екатерина ЦВЕТКОВА.

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.