«Сăввăмсем - çĕр çитмĕл туйăм сассисем...»

30 Янв, 2016

«Уçланкăри палан», «Малтанхи юратăвăм», «Çыру çырсамăр салтаксем патне»… Халăхра анлă сарăлнă юрăсене вĕçĕмсĕр илсе кăтартма пулать, анчах вĕсен шучĕ пилĕк çĕртен те иртсен сăввисене çыраканĕ хăй те вĕсене шутлама пăрахнă. Сăвăçи вара - Красноармейски районĕнчи Танăш ялĕнче çуралнă, чăваш халăх поэчĕ, Çеçпĕл Мишши премийĕн лауреачĕ, Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Юрий Сементер.

Çак кунсенче Юрий Семенович 75 çул тултарчĕ. Çак сăлтавпа Çĕнĕ Шупашкар хулин 18-мĕш лицейне шкул ачисемпе чăваш чĕлхипе литератури вĕрентекенсем йышлăн пухăнчĕç. Савăнăçа пайлама Чăваш наци конгресĕн Президенчĕ Николай Угаслов, «Чăваш Республикин учителĕсен ассоциацийĕ» общество организацийĕн чăваш чĕлхипе литератури вĕрентекенсен секцийĕн ертÿçи Геронтий Никифоров, Чăваш наци конгресĕн Президиумĕн тата вĕренÿпе ăслăлăх комитечĕн пайташĕ Юлия Анисимова, конгресăн пресс-служба ĕçченĕ Зоя Яковлева, паллă юрăç Анатолий Никитин тата Григорий Федоров артист хутшăнчĕç.

Николай Угаслов Юрий Сементере савăнăçлă лару-тăрура Конгресăн Хисеп хучĕпе чысларĕ. Поэзи анинче ырми-канми вăй хуракан çыравçа чăваш халăхне савăнтаракан татах та чылай сăвăпа поэма хайлама вăрăм кун-çул сунчĕ. Республикăри чăваш чĕлхипе литератури вĕрентекенсен ячĕпе Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ учителĕсем Юлия Анисимовăпа Геронтий Никифоров хисеплĕ те сумлă поэта шкулсемпе тачă çыхăнса ĕçленĕшĕн, ачасене сăвă-юрă урлă илем тĕнчине хаклама хăнăхтарнăшăн, ырă канашсем панăшăн тав турĕç, малашне те пĕрле ĕçлеме сывлăх тата вăй-хал сунчĕç.

Лицейĕн акт залĕнче Юрий Сементер сăввисемпе кĕвĕленĕ юрăсем сăвă-ташăпа ылмашăнса пычĕç. Вĕсене лицей ачисемпе умлăн-хыçлăн Анатолий Никитин юрăç тата Григорий Федоров артист шăрантарчĕç. Уйрăмах Юрий Семенович чăвашла куçарнă «Гена крокодил юррине» 2-мĕш «А» класра вĕренекенсем лайăх юрлани килĕшрĕ. 11-мĕш «Б» класра вĕренекен Настя Мотова Юрий Сементер çырнă «Амăшĕ ывăлĕн палăкĕпе калаçни» сăвва ăста каларĕ.

Литература уявĕ ăшă иртрĕ. Юрий Семенович хăй те «Çăлкуç», «Чăрăш», «Амăшĕн чунĕ» сăвăсене илемлĕ те чуна пырса тивмелле каласа пачĕ.

Поэзипе юрă уявĕ Юрий Сементер сăввипе хайланă «Тăванăм, тăванăм…» юрăпа вĕçленчĕ.

Геронтий Никифоров,

Чăваш наци конгресĕн ĕç тăвакан комитет председателĕн çумĕ.

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.