Çырăва хаклаççĕ
Олег Мешков, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Председателĕн çумĕ, Экономика политикин, агропромышленноç комплексĕпе экологи комитечĕн ертÿçи:
- Çыру малтанах кăтартусен пĕтĕмлетĕвĕ пек курăнать, анчах хальччен мĕн туни çинчен пĕлтерни питĕ пĕлтерĕшлĕ! Шăпах çакă малашнехи тĕллевсене палăртма май парать.
Маншăн Çырура çĕнĕлĕхсем пулчĕç. Вĕренекенсем Раççей тата тĕнче шайĕнче иртекен предмет олимпиадисенче малти вырăнсем йышăнсан вĕсен педагогĕсене Чăваш Ен Пуçлăхĕн премийĕсене пама йышăнни - сумлă хавхалантару. Ачасемпе çамрăксен шкулĕсене тата шашка-шахмат кружокĕсене аталантарни паха. Çакă инженерипе, техникăпа кăсăкланакан яш-кĕрĕмшĕн пач та ытлашши мар. Хăй вăхăтĕнче, Совет саманинче, шахмат шкулĕн тытăмĕ аван ĕçлетчĕ, 1990 çулсенче çухалчĕ. Ырă йăлана çĕнĕрен тавăрассине ырлатăп. Пĕчĕк тата вăтам бизнес пирки малтан кăшт кăна асăнатчĕç, халĕ ЧР Пуçлăхĕ Чăваш Ен Правительствине ăна 2030 çулччен аталантарма Стратеги хатĕрлеме хушрĕ.
Пĕтĕмĕшле каласан, Михаил Игнатьев Çырура экономика ыйтăвĕсене тарăннăн хускатни кăсăклантарчĕ.
Сергей Артамонов, Чăваш Республикин ял хуçалăх министрĕ:
- Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ял хуçалăх таварĕ туса кăларакансене пулăшасси республикăшăн тĕп вырăнта пулнине палăртрĕ. Çакă производство тухăçлăхне, калăпăшне ÿстерме, ял тытăмне упрама май памалла.
Аграри секторĕшĕн патшалăх пулăшăвĕ çулсерен пысăкланать. Республика тата федераци хыснинчен хресченсем 2,8 млрд тенкĕ укçа илнĕ, ку 2014 çулхинчен 15,4 процент нумайрах. 2016 çул валли те тĕп пулăшу майĕсене сыхласа хăварнă.
ЧР Пуçлăхĕ Çырăвĕнче вырăнти ресурссемпе тухăçлă усă курнине палăртни савăнтарчĕ: шалти рынока хамăр продукципе тивĕçтерес, ял хуçалăх производствине аталантарассипе кăтартăва 2014 çулхинчен 107,9 процент ÿстернĕ. 100 гектар ял хуçалăх çĕрне шута илсе выльăхпа чăх-чĕп производствин калăпăшĕпе ?3-мĕш вырăн%, сĕт сăвассипе ?2-мĕш вырăн% республика федерацин Атăлçи округĕнче малтисен йышĕнче.
Çырура чылай енпе конкретлă тĕллевсем лартнă. Пирĕн хальччен тунă çитĕнÿсемпе лăпланмалла мар, республика Пуçлăхĕ Çырура палăртнисене пикенсех пурнăçлама тытăнмалла.
Анатолий Порфирьев, Элĕк район администрацийĕн ял хуçалăх пайĕн пуçлăхĕ:
- Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Патшалăх Канашне янă Çырура АПК комплексĕнчи лару-тăрăва та тĕплĕ çутатнă. Кунта пире, çĕр çинче ĕçлекенсене, пырса тивекен йĕркесем пур. Чи малтан, паллах, ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ çĕрсемпе тухăçлă усă курмалла. Районта 5800 гектар пулăхлă çĕр сухаланмасăр выртать. Вĕсем ытларах хуçасăр юлнисем. Нумайăшĕн пай çĕрĕн хуçисем вилнипе, ялтан тухса кайнипе ыйтăва кĕске вăхăтра татса пама йывăр. Çапах кăçал йĕркене кĕртетпĕрех.
Çырура çĕрулми, пахчаçимĕç хранилищисем тăвас ыйтăва та хускатнă. Тăкакăн 30 процентне патшалăх саплаштарнине пăхмасăр районти фермерсем ăна ытларах хăйсен шутĕнчен тума тăрăшаççĕ. Сăлтавĕ - субсиди илме документсем нумай тăратма тивни. Ку - хушма тăкак, вăхăта самай илет. Çапах май пур чухне пулăшупа усă курмаллах. Ял хушшисене асфальт çул сарассипе те юларах пыратпăр. Проектпа смета докуменчĕсем тума 200 пин тенкĕ кирлĕ, ку укçапа вара 200 тонна яхăн вак чул туянма май пур. Вăл пĕр урама сарма çитет. Çитменлĕхсем пур, анчах ăна пирĕн татса памаллах.
Комментировать