Çарăк çулталăкĕ

29 Янв, 2016

Хĕвел тухăç календарĕ тăрăх 2016 çул - Упăте çулĕ. Славянсеннипе вара - Çарăк çулталăкĕ. Ун пирки каласа кăтартаймăр-ши?

Владимир ВОЛКОВ. Елчĕк районĕ, Аслă Шăхаль ялĕ.

Чăн та, Хĕвел тухăç календарĕ анлă сарăлнă май авалхи славянсен манăçа тухса пырать. 1917 çулчченех Яков Брюсов хатĕрленĕ çĕр ĕçченĕн календарĕпе усă курнă. Ял хуçалăхĕнчи биодинамика тытăмне маларах палăртма пултарнă ун тăрăх. Кашни çулăн хăйĕн планети пулнă. 2016 çулшăн Уйăх яваплă. Çулталăк тухăçлă пулĕ. Ытларах сĕлĕ, пăрçа тата урпа аван çитĕнĕ. Кавăн, хăяр, кабачок, арпус, дыня, салат, ревень, купăста, патиссон та. Чие те тухăçпа савăнтарĕ, груша аплах мар. Чечексенчен нарцисс, пион тата лили аван ÿсĕ.

Ку çул сысна, кролик çитĕнтерме ăнăçлă. Календарьте çавăн пекех çанталăк валли ятарлă вырăн уйăрнă. Сăмахран, кăçал хĕл сивĕ, çиллĕ пулассине палăртнă унта. Çу шăрăх килĕ, кĕр çурри таран йĕпе пулĕ. Кăçал тымар çимĕçшĕн лайăх çул шутланать.

Çарăка чи малтан Персире çитĕнтернĕ. Малтанах ăна чухăнсен çимĕçĕ тенĕ. Авалхи Римра вара çарăкран хатĕрленĕ апат-çимĕçпе ĕçкĕ-çикĕре аристократсем сăйланнă.

Çарăк пирĕн çĕршывра 18-мĕш ĕмĕрте чи анлă сарăлнă тымар çимĕçсенчен пĕри пулнă. Çĕрулми лартма тытăниччен ăна чĕрĕлле, пĕçерсе, кăмакана лартса пăшăхласа çинĕ. Çавăнпа та ун çинчен нумай юмах çÿренĕ. Ют çĕршывсенче çарăкăн çулçине те апата яраççĕ. Çарăкпа яшка пĕçернĕ чухне те усă кураççĕ, çулçине тымар çимĕçпе пĕрле тăварлаççĕ. Унта тутлăхлă япаласем çителĕклĕ. Сахăр шайĕ - 3-5 процент. Çак пахчаçимĕç С витаминпа пуян. Вăл çарăкра, цитрус çимĕçĕсемпе танлаштарсан, ытларах. Çавăн пекех кали, кальци, магни, натри, уйрăмах фосфор тăварĕсем нумай. Халăх медицининче çарăк сĕткенĕпе, пăслантарса пĕçернĕ çимĕçĕпе ÿслĕк ерсен, ÿпке тымарĕсем шыçсан усă кураççĕ. Цингаран та сипленеççĕ. Çуркунне витаминсăрлăх чирĕпе аптрасан пирĕн мăн асаттесем çарăк çинĕ. Рахитран ача-пăчана та панă. Мĕншĕн тесен ку çимĕçре кальци нумай. Сахăр чирне, рака аталантарас мар тесен ытларах çарăк çимелле.

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.