Районта демографи лайăхланать

29 Янв, 2016

«Хыпар» ыйтăвĕсене Шупашкар районĕн тĕп больницин тĕп врачĕ Владимир Владимирович Дубов хуравлать.

- Федераципе республика хыснинчен учреждение укçа пĕлтĕр иртнĕ тапхăртинчен нумайрах е сахалрах уйăрчĕç?

- 2012 çулхинчен 12% яхăн ытларах.

- Сиплев ĕçне лайăхлатма май килчĕ-и?

- Энерги перекетлемелли, информаци илмелли технологисемпе усă курнăран сахалрах тăкакланса, пациентсене медицина пулăшăвĕ памалли стандартсемпе тата йĕркепе сиплесе, республикăн медпулăшу кÿмелли виçĕ шайлă тытăмĕн картинче тĕрлĕ енĕпе чирлĕ пациентсене кирлĕ çĕре илсе çитерсе сывлăх сыхлавне çÿллĕ шайра тытса тăратпăр. Медпулăшăва хăтлас тĕллевпе койка-вырăн фондне çителĕклĕ йĕркелерĕмĕр.

Пирĕн больницăна медпулăшу паракан пĕрремĕш шайлă организацисен йышне кĕртнĕ. Стационара выртса сипленме 180 койка-вырăн уйăрнă. Куллен 1650 пациента, 95-шне кун каçиччен стационарта сипленмешкĕн йышăнма май пур. Иккĕмĕш шайри травмоцентр ĕçлет, вар-пыршă тата онкологи чирĕсемпе аптракансене территорисен хушшинчи центрта диагностика медпулăшăвĕ параççĕ. Малтан чикĕ леш енчен илсе килнĕ эмелсен пĕр пайне хамăр çĕршывра туса кăларнипе улăштарса учрежденин тăкакне 10-15% пĕчĕклетрĕмĕр.

- Сипленĕшĕн пациентсенчен укçа илетĕр-и? Хăвăр ĕçлесе илни больница бюджетĕнче мĕн чухлĕ?

- Пĕлтĕр вăл пирĕн пĕтĕм тупăшăн 4,3% танлашнă /2014 ç. - 3,8%/. Учрежденин Кÿкеçри, Ишлейри уйрăмĕсенчи лаптăкĕсене аптекăпа страховани организацийĕсене тара парса, больница илнĕ лицензипе килĕшÿллĕн ФАПсенче эмел сутса, хăшпĕр пациентсене тÿлевлĕ йышăнса тата çавнашкал йĕркепе справкăсем парса укçа тăватпăр. Кунсăр пуçне УЗИ, компьютер томографийĕ, клиника-диагностика лабораторийĕ услам илеççĕ. Çак уйрăмсен ĕçне пула пирĕн пата 2014 çулхинчен 1,5-2 млн тенкĕ нумайрах кĕчĕ.

- Районта çын вилеслĕхĕ мĕнле шайра?

- Малтанлăха палăртнă тăрăх - ку кăтарту 2012 çулхинчен 15% чакнă. Кашни 100 пин çын пуçне пĕлтĕр - 11,5 /республикăра - 12,9/, виçĕмçул 12,3 пулнă. Вилĕм сăлтавĕсен 31,7% юн çаврăнăшĕн, 13: организмри шыçă, 7,8% сывлăш çулĕн чирĕсемпе, 9,4% тулаш сăлтавсемпе, 5,7% апата ирĕлтерекен органсемпе çыхăннă. Вилеслĕх кăтартăвĕ юн çаврăнăшĕн чирĕсене пула 2014 çулта кашни 100 пин çын пуçне - 337,5, иртнĕ çул - 320, организмри шыçă чирĕсене пула виçĕмçул - 140,6, пĕлтĕр - 134, тулаш сăлтавсене пула 2014 çулта - 141,4, иртнĕ çул 96,9 пулнă. Автоçул çинчи аварисенче, туберкулезпа чирлесе виçĕмçулхинчен сахалрах вилнĕ. Кĕскен: кăтартусене лайăхлатрăмăр.

- Вилеслĕхе пĕчĕклетессишĕн мĕн турăр?

- Чĕре тата юн çаврăнăшĕн чирĕсемпе кĕрешмелли пилот проектне хастар хутшăнтăмăр. Пĕтĕмĕшле практика врачĕн виçĕ офисĕнче юн пусăмĕ хăпарнăран, чĕре таппипе, ишемийăпа, унăн ытти çитменлĕхĕпе çыхăннă чирсемпе аптракан пациентсене диспансерта шута илтĕмĕр, мĕнле сипленмеллине каласа ăнлантартăмăр.

- Усси пур-и?

- Пациентсен 41,6% юн пусăмĕ, 30: холестирин кăтартăвĕ тивĕçтерме тытăнчĕ. Çак ĕçе тунăран çын вилесси виçĕмçулхинчен 6% чакрĕ. Пилот проектне хутшăннăшăн учреждени министерство тавне тивĕçрĕ.

- Районта демографи мĕнле?

- Кашни пин çын пуçне ача çураласси - 13,3 /2014 ç. - 14/, республикăра - 13,9. Вилекенсен йышĕ пĕчĕкленнĕрен районта пурăнакан кашни пин çын пуçне 60-ăн хушăнчĕç. Ачасен вилеслĕхĕн кăтартăвне пĕчĕклетрĕмĕр. Кашни 100 пин çын пуçне вăл 75,4 пулнă, 2014 ç. - 96,5. Пепкесем вилесси икĕ хута яхăн чакрĕ. Çуралнă кашни пин ача пуçне 2,8 çеç пулнă /2014 ç. - 6,7/. Ырă туртăм сăлтавĕ тĕп больница ачасемпе пепкесем вилессине профилактикăланипе, райадминистрацин çул çитмен ачасемпе ĕçлекен комиссийĕпе, право йĕркине сыхлакан органсемпе, ачана усрава тата пăхса пурăнмашкăн илме пулăшакан пайпа алла-аллăн тытăнса ĕçленипе ăнлантаратăп.

- Медицинăн васкавлă пулăшăвĕн ĕçне мĕнле йĕркеленĕ?

- Виçĕмçул «03» службăн 3 бригадăччĕ, пĕлтĕр - 4. 2-шĕ - Кÿкеçре, 1-ер - Ишлейре тата Çĕнĕ Тутаркассинче. Вĕсем çĕрĕн-кунĕн - сывлăх сыхлавĕнче. Республикăн васкавлă медпулăшăвĕн станцийĕпе куллен телефонпа çыхăнаççĕ. Районăн вăл е ку кĕтесĕнчен пулăшу ыйтнă вырăна тухса кайнă кашни 100 тĕслĕхрен 92-шĕнче бригада 20 минут хушшинче çитнĕ /2014 ç. - 85 тĕслĕхре/.

- Коллектив умне мĕнле тĕллевсем лартатăр?

- Ĕç çыннин çулталăкĕнче медпулăшу пахалăхне, учрежденин финанс тата экономика лару-тăрăвне лайăхлатасшăн, больницăна çĕнĕ кадрсемпе çирĕплетесшĕн, медоборудованипе пуянлатасшăн.

Юрий МИХАЙЛОВ

калаçнă

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.