Грипран вăхăтра сипленмелле

29 Янв, 2016

Юлашки вăхăтра A/H1N1/ 2009 грипп сарăлни пирки час-часах калаçма пуçларĕç. Раççейĕн 14 регионĕнче вăй илнĕ те ĕнтĕ вăл. Ăсчахсем амак çĕршыва Хĕвелтухăç Азирен тата Украинăран талпăнса килнине çирĕплетеççĕ: вĕсенче çынсене асăннă грипран вак­цинацилеменнипе эпидеми ал­хасать: халăхăн 6 проценчĕ чирлет, çав шутра çире пур хĕрарăмсемпе ачасен 70 проценчĕ нушаланать.

Пирĕн çĕршывра та эпидеми вăй илет. Массăллă информаци хатĕрĕсем пĕлтернĕ тăрăх - чир Хĕвелтухăç, анăç регионсенче сарăлнă. Ростов, Волгоград об­лаçĕсенче çавна пула темиçе çын вилнĕ. Чулхула облаçĕнчи, Хусан тăрăхĕнчи лару-тăру кăткăсланса пыни уйрăмах сисчĕвлентерет - Чăваш çĕрĕнчен кÿршĕсене темиçе çĕр çухрăм кăна уйăрса тăрать.

 

Иммунизаци пулăшнипе

Кăçалхи кăрлачăн 15-21-мĕшĕсенче республикăра гриппа тата ОРВИпе чирленĕ 5688 çынна шута илнĕ. Кăтарту иртнĕ эрнеринчен 1,8 хут нумайланнă, çав шутра тĕрлĕ ÿсĕм тăрăх: 2 çулчченхисен -16,2 процент, 3-6 çулсенчисен - 1,7 хут, 7-14 çулсенчисен - 2,4 хут, 16 çултисен тата аслăраххисен хушшинче - 2,2 хут.

Сывмаррисем Çĕнĕ Шупашкар, Шупашкар, Улатăр хулисенче, Вăрмар, Тăвай, Çĕрпÿ, Шупашкар районĕсенче йышлă.

Тĕрлĕ ÿсĕмри ушкăнсенче тата республикăра пĕтĕмĕшле чирлесси эпидемиологин эрнери шайĕнчен иртмен: пирĕн хутлăхра ку кăтарту 34 процент пĕчĕкрех, шкулта вĕренекен 7-14 çулсенчи ачасен йышĕнче - 2,4 хут сахалрах.

ОРВИпе чирлекен 225 çынна госпитализациленĕ /иртнĕ эрнере - 160/, çав шутра 14 çула çитмен 181 çамрăка /малтанхи тапхăрта -151/.

   H1N1 - А грипп вирусĕн пĕр тĕсĕ - çынсене кăна мар, выльăха та ерет /2009 çулта вăл «сысна грипĕ» пулнипе палăрса тăнă/, пĕр çынран теприне куçса сывлав органĕсен чирне ярать. Чир паллисем яланхи грипăннипе пĕрешкелех. Вăл шала каясси тĕрлĕ сăлтавпа çыхăннă, çав шутра организм амакпа кĕрешме пултараслăхпа тата çын хăш ÿсĕмре пулнипе. 

ОРВИ ернĕ 47 çыннăн сывлăхне лабораторире тĕрĕсленĕ хыççăн 28-не чире пуçаракан микроб тупса палăртнă, çав шутра А/H1N1/ 2009 грипăн 12 тĕслĕхне.

Эпидеми тапхăрĕ пуçланнăранпа, 2015 çулхи авăн уйăхĕнчен, 17 пациента А/H1N1/ 2009 грипп ернĕ.

ЧР сывлăх сыхлавĕн министрĕ Алла Самойлова çирĕплетнĕ тăрăх, халăхăн 29,8 процентне - тĕпрен илсен, Прививкăсен наци календарьне кĕртнисене тата аслă ăру çыннисене - иммунизацилени ку енĕпе республикăри лару-тăрăва пĕр шайра тытса тăма пулăшать. Сăмах май, вакцина тытăмĕнче A/H1N1/ 2009 грипп штаммĕ - пандеми вирусĕ пурри инкеке сирме витĕм кÿрет: прививка тутарнисен йышĕнче хальлĕхе чир ернĕ тĕслĕх палăртман. Амак сарăлма пултарассине шута илсе хушма мерăсем йышăнни те - ОРВИ палăрăмĕсемлĕ çире пур хĕрарăмсене участок врачĕсем киле пырса сăнаса тăрассине вăйлатни, ача-пăча учрежденийĕсемпе шкулсенче занятисем умĕн сывлăха тĕрĕслессине йĕркелени, массăллă мероприятисем ирттермешкĕн тытăнса тăни эпидемиологи лару-тăрăвне ырă витĕм кÿрет.

Шала каяс хăрушлăх пысăк

Раççейре кăçал сарăлнă A/H1N1/ 2009 грипп вирусĕ уйрăмах хăрушă, вăл чире шала яма пултарать. Амак пирĕн çĕршывра 6 çул каялла та хуçаланнă, ун хыççăн вăл татах пулнă. Чылайăшĕн шухăшĕпе, чирлесе ирттернĕ çыннăн яланлăх иммунитет çирĕпленет-мĕн. Ăсчахсем палăртнă тăрăх, апла мар: грипп мутациленсех пырать, юлашки вăхăтра вирусăн генетика тытăмĕнче улшăнусем пулнă май вăл тепĕр хут ерме пултарать, анчах çăмăллăн иртет /вакцинаци тунисен те çавăн пекех/. 2009 çулхи пандеми вăхăтĕнче гриппа чирлесе вилекен çамрăксемпе вăтам ÿсĕмрисен хушшинче ытларах пулнă. Çакă аслă ăрурисем асăннă вируспа 1947-1956 тата 1977 çулсенче «паллашнипе» çыхăннă. Кăçал пурнăçран уйрăлнисен йышĕнче - тĕрлĕ ÿсĕмрисем, вĕсем прививка тутарман тата вăраха кайнă чирсемпе нушаланнă.

Вĕрилентерсе пăрахсан…

Роспотребнадзор специалисчĕсем врачсене грипăн тĕрĕс диагнозне палăртма пулăшакан темиçе палăрăма уйăраççĕ. Пĕрремĕшĕ тата чи пĕлтерĕшли: ÿт температури темиçе сехет хушшинчех хăвăрт ÿссе кайни, чакармашкăн май килменни. 40,5 градуса çитме пултарать. Çын канăçсăрланма тытăннă хыççăнах ытти палăрăм та хăй пирки аса илтерет: пуç çурăлса тухасла ыратать, мышцăсем, сыпăсем сураççĕ, ÿслĕк, сунас пуçланать, сăмса питĕрĕнет, ĕнтĕркеттерет, апат анмасть. Чир пуçланнă малтанхи тапхăрта антибиотик ĕçнин усси çуккине пурин те пĕлмелле, кун пек чухне вируспа кĕрешекен препарат вырăнлă. Ун пеккисене грипăн хăш штаммĕнчен сипленмелли пирки тулли информаци илнĕ врач кăна çырса пама пултарать.

Грипп чирлĕ çынран сыввине калаçнă, ÿсĕрнĕ, сунасланă чухне, пĕрлехи савăт-сапа, алшăлли, чуп туни урлă куçать. Вăл малтанхи 3-5 кунра уйрăмах хăрушă.

Профилактикăна вирус мĕнлине - сезонли-и, сыснан-и е ОРВИ-и - кура мар ирттермелле. Грипп ерсен специалистсем врача киле чĕнсе илме хушаççĕ. Сиплеве вăл кăна палăртма пултарать, кирлĕ-тĕк стационарăн интенсивлă терапи уйрăмне вырттарать.

Асра тытăр!

  •  Вирус çынран ерет, апла-тăк общество транспорчĕпе май пур таран сахалрах тата лавккана кирлĕ-кирлĕ маршăн ан çÿрĕр.
  •  Чирлисен тута-çăвара маскăпа хупламалла: вирусран хăтараймасан та сĕлекен е сунасăн вĕтĕ тумламĕсене тытса юлатех.
  •  Алла час-часах çăвăр, дезинфекциленĕ нÿрĕ салфеткăпа усă курăр. Алă тытса сывлăх сунма тăхтаса тăрăр.
  •  Пÿлĕме уçăлтарăр, сывлăша нÿретĕр.
  •  Сипленнĕ чухне çирĕп режима пăхăнмалла. Вырăнпа выртасси - кашнин ирĕкĕ, кун пек чухне ÿпкепе тип пырта сывлăш куçăмĕ вăйсăрланнине шута илĕр. Çакă сисчĕвлентерме тивĕç.
  •  Шĕвек ытларах ĕçĕр - унпа пĕрле организмран токсин тухать.
  •  Ÿт температури 38,5 градусран иртсен парацетамол, ибупрофен ĕçмелле, чакарма май килмесен васкавлă пулăшу чĕнмелле.

Валентина СМИРНОВА хатĕрленĕ

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.