Хусанкая халалласа - уйăхлăх

28 Янв, 2016

Кăçалхи кăрлач уйăхĕн 22-мĕшĕнче Чăваш халăх поэчĕ Петр Петрович Хусанкай çуралнăранпа 109 çул çитрĕ. Çавăнпах ĕнтĕ Шупашкарти 12-мĕш шкулта тĕнчипе паллă поэтăмăра сума суса кăрлач уйăхне Хусанкая халалларĕç. Уроксенче, урок тулашĕнчи ĕçсенче унăн биографине, пултарулăхне тишкертĕмĕр, тĕрлĕ конкурс ирттертĕмĕр. Ачасем мероприятисем килĕшнине, пĕри тепринчен кăсăклăрах иртнине палăртрĕç. Çапах та П.Хусанкай вилтăприйĕ çинче пулнă самантсем 6 «а» класра вĕренекенсен асĕнче ытларах юлчĕç. Унта вĕсем Хусанкай çывăх тăванĕсемпе, унăн пултарулăхне хисеплекенсемпе тĕл пулса калаçрĕç, поэт сăввисене вуларĕç. Юлашкинчен пурте пĕрле асăнмалăх сăн ÿкерĕнчĕç.

Анисия ИГНАТЬЕВА,

ЧР тава тивĕçлĕ вĕрентекенĕ.

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.