Çĕр улмипе кÿренÿ

28 Янв, 2016

Вĕренекен вĕрентекен патне пынă.

- Эсĕ ăс-хакăллă, ялан хавас кăмăллă, нихăçан та тарăхмастăн. Пулăшсамччĕ мана та çапла пулма, - ыйтнă çамрăк аслинчен.

Вĕрентекен килĕшнĕ, вĕренекене çут хутаçпа çĕр улми илсе пыма каланă.

- Эсĕ кама та пулин çилленсессĕн е кÿренсессĕн хайхи çĕр улмие ил. Унăн пĕр енче хăвăн ятна çыр, тепĕр енче - тавлашăва кĕнĕ çыннăнне. Вара çĕр улмие хутаçа яр, - тенĕ вĕрентекен.

- Çакă çеç-и? - аптăравлăн ыйтнă вĕренекен.

- Çук, - хуравланă учитель. - Санăн çав хутаçа ялан пĕрле йăтса çÿремелле. Тата кама та пулин кÿренсессĕн тепĕр çĕр улми хушмалла.

Вĕренекен килĕшнĕ.

Тем вăхăт иртнĕ. Çамрăк çын хутаçне тата темиçе çĕр улми хушăннă, çĕклем самай йывăрланнă. Ăна пĕрмай пĕрле илсе çÿреме кансĕртерех пулнă. Çитменнине, маларах хунă çĕр улми çĕрме пуçланă. Вăл йĕрĕнчĕк йăлмакапа витĕннĕ. Теприсем е шăткаланă, е симĕсленнĕ. Хутаçран усал шăршă вăйлах кĕнĕ. Вĕренекен учитель патне пынă.

- Куна тек хампа пĕрле йăтса çÿреме çук. Пĕрремĕшĕнчен, хутаç ытла та йывăр, иккĕмĕшĕнчен, çĕр улми çĕрет. Мĕн те пулин урăххи сĕнсемччĕ, - тенĕ.

Вĕрентекен çапла хуравланă:

- Санăн чунра та шăпах çакăн евĕрлĕ пулăм хуçаланать. Эсĕ кама та пулин кÿреннĕ, тарăхнă чухне чунна йывăр чул пусарать. Тÿрех асăрхамастăн çеç ăна. Кайран чулсем тата йышланаççĕ. Уйрăм хăтланусем йăлана кĕреççĕ, йăласем вара характера йĕркелеççĕ, вăл хайхи усал шăршăллă çитменлĕхсене çуратать те. Ку çĕклем çинчен манма питĕ ансат, ара, ялан пĕрле йăтса çÿреме вăл ытла та йывăр-çке-ха. Эпĕ сана çакна йăлт айккинчен сăнама май патăм. Ÿлĕмрен кашнинчех, кама та пулин кÿренес умĕн е кÿрентериччен, шухăшласа пăх: кирлех-и сана çав чул.

Вырăсларан Ольга ИВАНОВА куçарнă.

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.