«Министр тирпейлÿçĕ вырăнне йышăнчĕ»

28 Янв, 2016

Пĕлетпĕр ĕнтĕ: журналиста ури тăрантарать. Командировкăсенче вĕсем мĕн кăна курмаççĕ-ши? Мĕн кăна илтмеççĕ-ши? «Хыпар» хаçатра ĕçлекен калем ăстисене кăсăклă самантсене аса илме ыйтрăмăр.

Геннадий МАКСИМОВ, «Хыпар» ИÇ директорĕн-тĕп редакторĕн пĕрремĕш заместителĕ:

- «Хыпар» хаçатра 22 çула яхăн ĕçлетĕп. Килсенех мана тĕп хаçат редакторĕн заместителĕн тата «Çамрăксен хаçачĕн» редакторĕн тивĕçĕсене пурнăçлама шанчĕç. Яш-кĕрĕмпе хĕр-упраç кăларăмĕн малтанхи вунă номерĕ «Хыпар» ăшĕнче пичетленчĕ. Вĕсенчен пиллĕк-улттăшне хам хатĕрлерĕм. Хаçата халăх юратса йышăнчĕ. Çыру нумай çыратчĕç. Пирĕн корреспондента качча тухма хатĕр пике çинчен хатĕрленĕ статьяна пĕрремĕш страницăра вырнаçтарнăччĕ. Яш-кĕрĕм хаçатсăр тунсăхлани тираж ÿснинче, тĕлпулусене халăх лăк тулли пухăннинче палăрчĕ. Виçĕ çулта вулакансен йышĕ 20 пине çитрĕ. Кун пекки чăваш кăларăмĕсен историйĕнче пулман. Иртнĕ ĕмĕрĕн 90-мĕш çулĕсенче «Хыпарта», тем тесен те, çивĕч материал ытларах пичетленетчĕ. Статьясене уççăн çырнă, юраман темăсене хускатнă, япăх ĕçлекен пуçлăхсемпе министрсем таран намăслантарнă.

2002 çултанпа «Хыпарта» «Клипs» кăларăма тытса пыратăп. Тĕрĕслĕхе йышăнманнисем те, кÿреннисем те пулчĕç. Чи пахи - вулакан тивĕçлипе хаклани. Хаçатра ĕçлекен корреспондентсем паянхи кун та çивĕч ыйтусене хускатаççĕ, ултавпа тĕрĕс марлăха тăрă шыв çине кăларма тăрăшаççĕ. Çырăнтару хакĕсем ÿсни кăмăлсăрлантарать пулин те, манăн шухăшпа, статьясем кăсăклăхне çухатмасан халăх хаçатран писместех. Электрон технологисем аталанаççĕ, анчах чăваш халăхĕ тытса пăхмасăр ĕненмест - хаçата вуламасăр унăн чунĕ канмасть.

Надежда СМИРНОВА, "Хыпар" хаçатăн культурăпа чăваш диаспорин пайĕн редакторĕ:

- Юратнă кăларăм - 110 çулта. Çак тапхăрăн 35 çулĕ манăн куç умĕнче иртрĕ. Журналист ĕçĕ таçта та илсе çитерет, тепĕр чухне путишле лару-тăрăва та лектерет. Манăн та ун пекки иртнĕ ĕмĕрĕн 90-мĕш çулĕсен варринче пулчĕ. Пĕррехинче тĕп редактор министерство ирттерекен "çавра сĕтеле" хутшăнма каларĕ. Хушнă пулсан - пурнăçламалла. Министерствăна çитрĕм: йышăну пÿлĕмĕн алăкĕ уçă, анчах унта секретарь çук. Министр патне кĕтĕм.

- Килтĕн-и? - терĕ çакскер ман çине пăхса.

- Çитрĕм, - терĕм эпĕ.

- Питĕ аван, - пулчĕ хурав. - Халĕ çак сĕтеле сăтăрса ил. Тахçантанпах тасатманччĕ.

"Мĕнпе сăтăрас, çĕтĕкĕ ăçта-ши?" - мĕлтлетрĕ шухăш пуçра. Çав вăхăтра хам тусан сăтăрмалли татăка ăçта упранине аса илтĕм те батарея патне пырса пăхрăм. Мĕн тетĕр: тупрăм кирлĕ япалана. Хушнă ĕçе пурнăçларăм, татăка вырăнне хутăм, министр патне каялла кĕрсе тăтăм.

- Кайма пултаратăн, тавтапуç, - терĕ вăл.

- Мĕнле каймалла? "Çавра сĕтел” пулмасть-им? - сăмахсене тăсарах каларăм эпĕ. Мĕн тĕллевпе пынине пĕлсен министр аванмарланчĕ. Журналист пулнине мĕншĕн маларах каламарăн? Чăваш хĕрĕсем çеç çапла сăпайлă, - терĕ вăл.

Секретарь çуккине кура министр хуçалăх пайне шăнкăравланă та пÿлĕме илем кĕртме тирпейлÿçĕ чĕннĕ. Унран маларах эпĕ çитнĕ. Вăт çапла пулăшма тиврĕ. Маншăн ку ĕç пĕрре те йывăр пулмарĕ. Çакна аса илсе халĕ те ăшшăн кулатăп.

Валентин ГРИГОРЬЕВ, "Хыпар" хаçатăн экономика пайĕн тишкерÿçи:

- "Хыпар" хаçатра 8-мĕш çул ĕçлетĕп. Унччен "Тантăш” хаçатра вăй хутăм. Чăваш халăхĕн тĕп хаçатне куçма сĕнсен, çитменнине экономика пайне, хам та ял хуçалăх тытăмĕнче ĕçленĕрен пĕр турткаланмасăрах килĕшрĕм. Унтанпа нумай çынпа тĕл пулнă, çĕр-çĕр статья хатĕрленĕ. Пĕррехинче хаçат тусĕсен йышне ÿстерес тĕллевпе юрлама та тиврĕ. Ун чухне, 2009 çулта, Канаш районĕнчи "Канаш" хуçалăх ертÿçисемпе тĕл пулнăччĕ. Вĕсем - Кавказран. Грузин юррине юрларăм. Ăна çарта чухнех вĕреннĕччĕ. Халĕ хăш-пĕр сăмахĕ асран та тухнă. Пур-пĕрех мана ăнланчĕç. Юрă тыткăнланипе-ши, "Хыпар" хаçата хаваспах çырăнчĕç. Асра юлнă самантсенчен тепри - Леонид Ильин ячĕллĕ премие тивĕçни. Çăмăлах пулмарĕ. Пĕрремĕш çулхине çĕнтереймерĕм. Конкурса текех хутшăнмастăп тесе сăмах патăм. Иккĕмĕш çулхинче пысăк хастарлăх кăтартаймарăм пулин те кĕтмен çĕртен лауреат пулса тăни савăнтарчĕ. Çак чыса тивĕçме май панăшăн "Хыпара” тав тăватăп.

Роза ВЛАСОВА, "Хыпар" хаçатăн хроника пайĕн редакторĕ:

- "Хыпарпа" çыхăннă истори 1994 çулта пуçланчĕ. И.Н.Ульянов ячĕллĕ ЧПУра 4-мĕш курсра вĕреннĕ чухне республикăн тĕп хаçатне практикăна килнĕччĕ. Питĕ килĕшнĕччĕ мана редакцире. Астăватăп-ха: ун чухне ытларах аслă ăру çыннисем вăй хуратчĕç. Вĕсен умĕнче намăс курас мар тесе шутсăр тăрăшаттăм. Статьясене çур çĕр иртни пĕрречченех çыраттăм. Алла диплом илсен ăçта каясси те паллă пулчĕ. 1995 çулта, чăнах та, ĕмĕтленнĕ пекех, "Хыпарта" ĕçлеме пуçларăм. Малтан вĕренÿ пайĕнче тăрăшрăм. 2005-2007 çулсенче мана "Çамрăксен хаçачĕн" редакторĕн тивĕçĕсене пурнăçлама шанчĕç. Унтан каллех, "Хыпара” хроникăпа хамăр корреспондентсен пайне куçрăм. Çапла, икĕ теçетке çул иртни те сисĕнмерĕ. Çак тапхăрта çитмен район та, ял та юлмарĕ пуль... Аякра, "шăтăкра”, вырнаçнисенче те пулнă. Шăмăршă районĕнчи вăрман варринчи Кучеке кайни халĕ те асрах. Малтан Патăрьел районĕнчи Упамсана автобуспа кайрăм. Унтан пĕлĕшсем патĕнче лаша кÿлтĕмĕр. Çи-пуçа улăштартăмăр та çула тухрăмăр. Вăрман çулĕпе лăнкăрт-лăнкăрт сиккелесе 6 çухрăм кайрăмăр. Кучекре йывăç кăмрăк тумалли кăмака пур-мĕн. Унта çитсе куртăм вĕт. Пысăк статья хатĕрлерĕм. Тертпе пулнă "çимĕçĕн" техĕмĕ, чăнах та, ытларах. Раççейри чи ватă хаçатсенчен пĕринче вăй хуни, паллах, пысăк чыс. Яваплăхĕ те пур, ĕçĕ те питĕ кăсăклă.

Любовь ПЕТРОВА ыйтса пĕлнĕ.

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.