Нĕркеçре - Сăваплă Василий соборĕ

28 Янв, 2016

Мускаври чи паллă архитектура палăкĕсенчен пĕри - Сăваплă Василий соборĕ - тĕлĕнмелле илемĕпе тата истори пĕлтерĕшĕпе туристсемшĕн яланах кăсăклă. Çавра тăрăсемпе башньăсен пуян тĕсĕ куçа илĕртет, чан сасси чуна витерет... Комсомольски районĕнчи Хирти Сĕнтĕр ял тăрăхĕн администрацийĕн пуçлăхĕ Геннадий Ефремов акă мĕншĕн çак шедевра ăсталама тĕв тунине тавçăрма йывăр мар. Вăл тăван ялĕнче Нĕркеçре юртан собор туса лартнă.

"Ку шухăш пĕлтĕрех, лавкка умĕнче Кремльти Спас башнине купаланă чухне, çуралнăччĕ. Кăçал вара ĕмĕте пурнăçа кĕртрĕм. Ĕçе раштав уйăхĕнчех тытăнасшăнччĕ - юр çук та çук!" - каласа кăтартрĕ хитрелĕхе юратакан Геннадий Егорович. Çĕнĕ çула кĕрсен, юр çунă хыççăн, вăл ĕçе тытăннă. Малтанах кил картишĕнче çавра тăрăсен кÿлеписене ăсталанă, сăрланă... Эрешĕсене Интернетра пăхнă. Сăрă тĕлĕшĕнчен сĕре пуян палăка чутласа кăларасси ансат мар. Нĕркеç ăсти те вун-вун тĕслĕ колерпа усă курнă. Хĕресĕ - пралукпа фольгаран. Çапла вăл пĕр уйăха яхăн ăшталаннă. Кăнтăрла чун киленĕçĕпе вăхăта ирттереймĕн - ирхине тата каçхине уйăх çутипе тăрмашма тивнĕ. Чиркÿ тăррисене хăпартса лартмашкăн ял çыннисем пулăшнă.

Геннадий Егорович юр кĕлеткесене виççĕмĕш çул ăсталать ĕнтĕ. Пĕлтĕр вăл тăрăшнипе Нĕркеçе аист "вĕçсе килнĕ, йăва çавăрнă, чĕпĕ кăларнă". Ту качаки те, тройка лашапа пыракан Хĕл Мучипе Юр пике те, юлан ут çинчи паттăрпа чиперкке тата ытти кÿлепе иртен-çÿрен кăмăлне çĕкленĕ. "Автобусран анса юлакансем те чарăнса тăрсах пăхаççĕ, сăн ÿкереççĕ... Ватти-вĕттине савăнăç парнелени хавхалантарать мана", - пытармарĕ ÿнере парăннăскер.

Урамри тăвайкки те Нĕркеçсен хăйне евĕрлĕ: тем тăршшĕ симĕс крокодил тăсăлса выртать тейĕн. Ку та Геннадий Ефремовăн "проекчĕ". Юра купаласа шыв сапнă та тимлĕрех тинкернĕ - мĕне аса илтерекен кÿлепе-ха ку? Слон та, бегемот та мар... "Аха, крокодил!" - пырса кĕнĕ пуçа шухăш. Чăнах та, питĕ аван крокодил-тăвайкки пулса тухнă! Халĕ унта ачасемпе пĕрле аслисем те ярăнса хĕл ырлăхĕпе савăнаççĕ, ăста пуçлăха чунтан тав тăваççĕ.

Алина ИЗМАН.

Тĕслĕ сăнÿкерчĕксемпе

"Çамрăксен хаçачĕн"

"Вконтакте" соцсетьри ушкăнĕнче паллашма пултаратăр.