Михаил Игнатьевăн рейтингĕ ÿснĕ

27 Янв, 2016

Граждан обществин аталанăвĕн фончĕ кĕпĕрнаттăрсен 2015 çулхи эффективлăхĕн рейтингне çирĕплетнĕ. Унăн кăтартăвĕсемпе сакăр субъект ертÿçин ĕç-хĕл тухăçлăхĕ ÿснĕ. 11 регион пуçлăхĕ хăйсене шанса панă регионсенче управлени ĕçне 2014 çулхинчен япăхрах туса пыни палăрнă.

Çитĕнÿ тунă сакăр ертÿçĕ йышĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев та пур. Вăл рейтингра 11 пункт хăпарнă. Чăваш Ен Ертÿçин позицийĕ лайăхланни промышленноçа инвестицисем илсе килме пултарнипе, импорта улăштарма май паракан производство йĕркеленипе, çĕнĕ помышленноç предприятийĕсем уçăлнипе, республика Правительстви социаллă пĕлтерĕшлĕ таварсен хакĕсене ÿсме чарас тĕллевпе сăнаса тăнипе çыхăннă.

Михаил Игнатьев умĕн рейтингра - Иваново тата Мурманск облаçĕсен кĕпĕрнаттăрĕсем П.Коньков тата М.Ковтун /13 пункт хăпарнă/, Камчатка ертÿçи В.Илюхин /12 пункт ÿснĕ/.