УРА АЙĔНЧИ ПИÇЕН

27 Янв, 2016

Пахчара сар пиçенпе / осот полевой/ тăрăшсах кĕрешетпĕр, вăл çумкурăк кăна мар, сиплĕ ÿсен-тăран пулнине чухламастпăр та.

Сар пиçенрен хатĕрленĕ препаратсем организма пĕтĕмĕшле çирĕплетекен, юна тасатакан, шыççа хирĕçле, ыратнине ирттерекен, бактерисене пĕтерекен витĕмпе палăрса тăраççĕ. Вĕсемпе тĕрлĕ шыçăран операци тунă хыççăн рак клеткисем çĕнĕрен аталанасран, юн кайсан, менструаци циклĕ пăсăлсан, варикоз, геморрой, вар-хырăм, пĕвер, пÿре, нерв чирĕсем аптратсан усă кураççĕ. Курăк сĕткенне шĕпĕне çухаличченех сĕрсе пурăнаççĕ.

Геморрой. Вĕтетнĕ типĕ 5 апат кашăкĕ сар пиçене тин вĕренĕ 1 литр шыва ямалла, 1 сехетрен сăрăхтармалла. Шĕвеке 8-10 литр 37-38 градус ăшă шыв тултарнă савăта ямалла. Çак ваннăра кашни кун 15-шер минут лармалла. Курс - сываличчен.

Çăпан, ÿт шыçни. Сар пиçенĕн вĕтетнĕ типĕ 1 апат кашăкĕ тымарне тин вĕренĕ çур литр шыва ямалла, 5-7 минут вĕретмелле, сивĕнсен сăрăхтармалла. Кунне 4 хут апат умĕн 1-ер апат кашăкĕ ĕçмелле. Юлнине холодильникре икĕ кун таран упрама юрать. Курс - 2 эрнерен кая мар.

Пÿре шыççи нефрит. Вĕтетнĕ типĕ 1 апат кашăкĕ курăка тин вĕренĕ 1 стакан шыва ямалла, 5 минут вĕретмелле, сивĕнсен сăрăхтармалла. Кунне 3 хут апатчен 30 минут маларах 2-шер апат кашăкĕ ĕçмелле. Курс - 2-3 эрне.

Пĕвер шыçсан, нервсем пăсăлсан. Ÿсен-тăранăн çĕр çинчи пайне касса илмелле, лайăх çумалла, аш арманĕпе авăртмалла. Пулнă пăтта марльăпа чĕркемелле, пăчăртаса сĕткенне юхтармалла. Кунне 3 хут апата уямасăр 1 стакан шыва 6 тумлам сĕткен ярса ĕçмелле. Курс - 2 эрне.

Тĕрлĕ шыçă, мăкăль. Сар пиçенĕн 1 апат кашăкĕ типĕ чечекне термосри тин вĕренĕ 1 стакан шыва ямалла, 3-4 сехетрен сăрăхтармалла. Кунне 4 хут апатчен çур сехет маларах 1-ер апат кашăкĕ ĕçмелле. Усал шыçă пулсан - кунне 3 хут стаканăн виççĕмĕш пайĕ чухлĕ. Курс - 1 уйăх.

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.