ТĂРĂШСАН ЛАЙĂХЛАТМА ПУЛАТЬ

27 Янв, 2016

Утнă чухне урасем ыратнин, варикоз, мышцăсен вăйсăрлăхĕ аталаннин малтанхи сăлтавĕ юн çаврăнăшĕ япăххинче пулма пултарать. Ăна лайăхлатма тухтăрсем çак мелсене сĕнеççĕ.

Туртма пăрахăр

Тÿрех мар пулсан та сигарет туртма пăрахмаллах. Чĕлĕмçĕсемшĕн ку питĕ пĕлтерĕшлĕ. Никотин сывлăха пĕтĕмĕшле сиенлĕ витĕм кÿнипе пĕрлех юн куçăмне питĕ хытă вăрахлатать.

Нумай утмалла

Картлашкасем тăрăх утни уйрăмах усăллă. Ку - мышцăсене, уйрăмах ура хырăмĕсен мышцисене, ĕçлеттермелли чи ансат меслет. Вăйсăр, çителĕклĕ ĕçлеттермен мышцăсем юна йĕркеллĕ куçма чăрмантараççĕ. Çак хусканусене варикозпа аптракансен тумаллах.

Тĕрĕс апатлану

Рационра А, Е, С, К, В, РР витаминсемлĕ çимĕçсем /шурă купăста, брокколи салачĕ, çуллă тинĕс пулли, ешĕл, тĕшĕллисем, панулми, цитруссем/ тĕп вырăн йышăнмалла. Юн çаврăнăшне ыхра витĕмлĕ вăйлатать. Ăна кунне пĕр-икĕ шăл çимелле е апата хушмалла. Апата çĕçĕ вĕçĕпе импĕр порошокĕ хушсан лайăх, вăл юн тымарĕсене сарать.

Урасене - çÿлелле

Урасен юн тымарĕсемшĕн урасене пуçран çÿлерех хурса выртни усăллă. Ку ларса ĕçлекен çынсемшĕн уйрăмах усăллă. Ĕçрен таврăнсан кравать е диван çине урасене стена çинелле çĕклесе 15 минут выртмалла. Ывăнни хăвăрт иртет, юн тымарĕсем те канаççĕ.

Шĕвек ытларах

Организма активлă ĕçлеме шыв кирлĕ. Анчах шута илĕр, кирек мĕнле шĕвек те усăллă мар. Юн тымарĕсем енĕпе кăлтăксем пулсан ăшă шыв ĕçмелле, сивви венăсене хĕсет. Пĕр стакан ăшă шыв юна лайăхрах куçма пулăшать.

Хускану кирлĕ

Ирĕклĕ кашни минутра хусканусем тумалла. Вăхăт-вăхăтпа алăсене çÿлелле çĕклесе кĕлеткепе туртăнмалла, урасене хускатмалла. Юна лайăх куçма велосипедпа ярăнни, чупни, ишни лайăх пулăшать.

Розмарин хушăр

Чĕрĕ розмаринăн икĕ туратне е 1 чей кашăкĕ типĕтнĕ курăкне тин вĕренĕ 1 стакан шыва ямалла, 10 минутран сăрăхтармалла. Кăштах пыл хушма юрать. Кунне 1 стакан ĕçмелле. Курс - 1 уйăх.

Техĕмлĕх вырăнне усă куракан розмарин препарачĕсем урасенче юн куçассине хăвăртлатаççĕ.

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.