ÇАНТАЛĂКРАН КИЛСЕН

27 Янв, 2016

Çак сĕнÿсем чи малтанах çанталăк улшăнса тăнине сисĕмлĕ çынсене кирлĕ пулма пултараççĕ. Хĕллехи сивĕ кунсене лайăхах чăтса ирттерес тесен вĕсен мĕн тумалла-ха?

Гипертони чухне

  • 100-шер грамм курагана, типĕ иçĕме, хура сливăна вĕтетмелле, 1 лимон сĕткенĕпе тата 100 грамм пылпа хутăштармалла. Кашни кун выç хырăмла 1-ер апат кашăкĕ çимелле. Курс - 1 уйăх.
  • 1 пай пилешрен тата 2 пай панулмирен пĕçернĕ варени çимелле.
  • Рационра тăвар кунне çур чей кашăкĕнчен ытла пулмалла мар, кунне 1 шăл та пулин ыхра çимелле.

Гипотони чухне

  • Кунне 2 хут апатчен 20 минут маларах ылтăн тымар /родиола розовая/ экстрактне - 10-шар тумлам е календула настойкине 20-шер тумлам ĕçмелле.
  • Апата куркума тата гвоздика хушмалла.
  • Ĕнсене сăтăрмалла, кача пÿрнене чĕрне кăкĕ тĕлĕнче хыттăн хĕстермелле те ямалла.

 

Шăнса пăсăласран

  • Иммунитета çирĕплетекен чей ĕçмелле. Пĕр ывăç шур çырлине /клюква/, хăмла çырлине е хура хурлăхана тин вĕренĕ шыва ямалла, 10 минут пиçĕхтерсе лартмалла.

Е пĕтнĕкпе /мята/ матрÿшке /душица/ чейĕ хатĕрлемелле.

  • Кашни кун 10-15-шер тумлам эхинацея, женьшень е элеутерококк настойки ĕçмелле.
  • Сăмса ăшне кунне 2 хут тăварлă ăшă шывпа çумалла - вăл вируссене пĕтерет.

Сыпă ыратсан

  • Тăварлă çыхă хумалла. Марльăна çичĕ сий туса хуçлатмалла, 10 процентлă тăвар шĕвекĕнче йĕпетмелле, пăрмалла, ыратакан сыпă çине хурса бинтламалла. Компреса 10 сехет тытмалла.
  • Ментоллă маçпа е пластырьпе усă курмалла.
  • Сельдерейĕн чĕрĕ çулçисенчен сĕткен юхтармалла, кунне 2-шер чей кашăкĕ ĕçмелле.1 апат кашăкĕ тымарне тин вĕренĕ 2 стакан шыва ямалла, 4 сехет лартмалла. Кунне 3 хут апат умĕн 1-ер апат кашăкĕ ĕçмелле.
  • Сырлан /облепиха/ çулçин шĕвекĕ те лайăх пулăшать. 1 апат кашăкĕ çулçа 1 стакан шыва ярса 10 минут вĕретмелле. Малтанхи калăпăшне çитерме вĕренĕ шыв хушмалла. Кунне 2 хут çуршар стакан ĕçмелле.

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.