СЫВЛĂШ ПӲЛĔНСЕН

27 Янв, 2016

Чĕре аптратнине пула сывлăш пӳлĕнсен çĕрулми çеçкин настойкипе сипленме пулать. Пуш-ака уйăхĕсенче пухнă çеçкене кăштах типĕтмелле, тӳмелле, 0,5 литр банкине çурри таран тултармалла, хĕрринченех шурă эрех хушмалла. Сулхăнрах вырăнта 10 кун лартмалла, сăрăхтармалла.

Сиплеве схемăпа ирттермелле: пĕрремĕш кун - ирхине, кăнтăрла, каçхине 1-ер тумлам, иккĕмĕш кун - 2-шер тумлам, виççĕмĕш кун 3-шер тумлам ĕçмелле.

Унтан кашни кун 1-ер тумлам хушса пымалла, майĕпен 25 тумлама, талăкра пĕтĕмпе 75 тумлама çитермелле. Тумламсене шывпа /15 тумлама - 150 миллилитр, 15 тумламран иртсен 200 миллилитр шывпа/ хутăштармалла. 25-мĕш кунран кашни кун 1-ер тумлам чакарса пымалла, çапла - 25 кун. Эмеле апат умĕн ĕçмелле.

51-мĕш кунхине виçене каллех хушса пымалла, çапла пĕр кунхи виçене 25 тумлама çитермелле. Сываличченех çак йĕркепе сипленмелле.

Сывлăш пӳлĕнме пăрахсан виçене чакарса пымалла, кунне 1 тумлам хăвармалла та ĕçме чарăнмалла.

Тулли курс ирттерни пĕлтерĕшлĕ, хăвăра лайăх туйма пуçласан та настойкăна ĕçмелле.

Сывлăх япăхланнине е организм наркăмăшланнине туйсан настойкăпа сипленме тӳрех пăрахмалла. Унпа усă курма пуçлас умĕн тухтăрпа канашласан лайăхрах.

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.