Шалти политикăшăн яваплă

27 Янв, 2016

Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Лариса Арсентьевăна ЧР Пуçлăхĕн Администрацийĕн ертÿçин пĕрремĕш заместителĕн - Шалти политика управленийĕн пуçлăхĕн должноçне уйăрса лартнă.

Л.Арсентьева маларах Шупашкар район администрацийĕн ĕçсен тата йĕркелÿпе кадрсен тĕрĕслевĕн управленийĕн пуçлăхĕн заместителĕнче - йĕркелÿпе тĕрĕслев тата кадрсен ĕçĕн управленийĕн пуçлăхĕнче ĕçленĕ. Михаил Васильевич патшалăх влаçĕн органĕсенче ĕçлемешкĕн муниципалитет шайĕнчи кадрсене суйласа илнине муниципалитет влаçĕ паян халăхпа тачă çыхăну тытнипе, унăн нушисене лайăх пĕлнипе сăлтавланă.

П.ФЕДОРОВ.