Фермерсем пулăшу илĕç

27 Янв, 2016

Республикăн Ял хуçалăх министерстви Раççей Ял хуçалăх министерствине пĕлтĕр ведомствăн «Чăваш Республикинчи ĕç пуçаракан фермерсене 2015-2017 çулсенче пулăшасси» тата «Хресчен /фермер/ хуçалăхĕсен никĕсĕнче 2015-2017 çулсенче выльăх ĕрчетекен çемьесен фермисене аталантарасси çинчен» тĕллевлĕ программăсем тăратнă. Вĕсене федераци суб<екчĕсен хушшинче ирттерекен конкурса хутшăнса республикăри ĕç пуçлакан фермерсем тата выльăх ĕрчетекен çемье фермисем валли Раççей хыснинчен субсиди илес тĕллевпе хатĕрленĕ.

РФ Ял хуçалăх министерствин комиссийĕ Чăваш Ен программисене кăрлач варринче тишкерсе ĕç пуçаракан 79 фермерăн тата выльăх пăхакан 74 çемье фермин программисене суйласа илнĕ. Вĕсем РФ Ял хуçалăх министерствин регионсен программисене хакламалли критерие тивĕçтернине палăртнă.

Ю.МИХАЙЛОВ.